21 сентября 2011 г.
Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ
Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăй хуракансем кĕрхи йĕпе-сапа çанталăкăн кашни уяр вăхăчĕпе туллин усă курса хирти пурлăха кĕлете кĕртсе хурассипе тăрăшаççĕ. Çакăнта çаврăнăçуллă тата пуçаруллă пулнисене ырламалла кăна.
Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕн ял хуçалăх пайне тăратнă оперативлă кăтартусене ĕненес пулсан паян çĕр ĕçченĕсем тĕп вăйсене çĕр улми кăларса пуçтарса кĕртес ĕçсене явăçтарнă. Ĕнерхи кун тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» районта пĕтĕмпе 203 гектар çинчен (15,8 процент) пуçтарса кĕртнĕ. Малтанхи кăтартусемпе вăтам тухăç гектар пуçне 137,2 центнерпа танлашать. Ĕçсене оперативлă пурнăçлакансен вара кăтартусем те пысăкрах. Акă, тĕслĕхрен, Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче асăннă кун тĕлне çĕр улми 60 гектар çинчен (75 процент) пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кунта 175 центнерпа танлашать.
Çĕр улми кăларассипе çавăн пекех «Восток», «Оринино», «ДаАн», «ВаСем», «Ударник» хуçалăхсем ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен илсен «иккĕмĕш çăкăр» кăларассипе А. Афанасьев, А. Пихтеров, В. Бархаткин, А. Толстов хуçалăхĕсем ĕçсене кал-кал йĕркеленине палăртмалла.
«Свобода» тата «ВаСем» хуçалăхсенче ытти ĕçсемпе пĕрлех пахча çимĕç пухса кĕртессипе те тимлеççĕ.
А. БЕЛОВ.