17 сентября 2011 г.
Сырлан
Юлашки вăхăтра ăна чылайăшĕ ÿстерме тăрăшать. Çак ÿсен-тăранăн пĕр-пĕрин çумне çыпăçнă сап-сарă çырлисем туратсене сырса илнĕ. Çавăнпа та ăна сырлан теççĕ. Сырлан вĕтлĕх пек, хăш чухне вăрăм йывăç пек туратланса ÿсет. Турачĕсем çинче тирекен йĕпсем пур. Вăл улма-çырла йывăçĕсенчен уйрăлса тăрать. Унăн ама чечеклĕ йывăç пулать тата аçа чечекли. Çимĕç вара ама йывăç çинче кăна ÿсет. Вĕсене шăркалантарма кашни 8 – 10 ама йывăç çывăхне пĕр аçа йывăç лартмалла. Сирĕн пахчара ÿссе çитнĕ 1 – 2 ама йывăç çеç ÿсет пулсан çуркунне вĕсен турачĕ çине аçа йывăç турачĕсем касса сыпăр. Сырлан чечекĕсем çилпе шăркаланаççĕ. Ÿссе çитнĕ кашни йывăçран 6 – 8 килограмм чухлĕ е ытларах та çырла пухса илме пулать.
Пиçсе çитнĕ çырла питĕ çемçе, татнă чухне вара çурăлса юхать. Çавăнпа та сад ăстисем вĕсене пирвайхи тăм ÿкнĕ хыççăн кăшт хытсан татаççĕ.
Сырланран тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Килте унран кĕсел, сĕткен, повидло, джем, сироп хатĕрлеме пулать. Шăнтнă çырлана хĕл каçипех упрама пулать, ун пек чухне унăн тутлăхлă пахалăхĕ пачах та чакмасть.
Унта А, С тата ытти витаминсем чылай. Медицинăра сырлан çырлипе, вăрлăхĕпе юн тымарĕн, пыршă шыççин тата ытти чылай чир-чĕре сиплеççĕ, вăрлăхран хатĕрленĕ çупа ÿт-тир пиçсен тата тăм тивсен сипленĕ чухне усă кураççĕ.
Çак культура хăйăрлă кăпăш тăпраллă вырăнта аван ÿсет, айлăм тата нÿрĕк вырăна вара кăмăлламасть.