Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне туллин хакларĕç

17 сентября 2011 г.

Ĕçне туллин хакларĕç

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен «Чувашское» уçă акционерлă общество ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен Карачурари пĕрлешÿре ăратлă выльăхсен куравне ирттерчĕç. Унта активлă хутшăнса Муркашсен делегацийĕ 19 медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен Ятманта пурăнакан Татьяна Викторовна Малова курав вĕçĕнче çĕнтерÿçĕсене чысланă вăхăтра сцена çине ултă хутчен тухрĕ: тăваттăшĕнче ылтăн медальшĕн, иккĕшĕнче – кĕмĕлшĕн.

– Паянхи йывăр вăхăтра та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех килти хушма хуçалăха аталантаракансем те ăратлăхпа ĕçлес çула суйлани савăнтарать. Ăратлăхпа ĕçлеме тăрăшнине ырлатăп кăна. Эпир çакна тума пултарни ял çыннисем ырă малашлăха шанса пурăнни пирки калать, – терĕ 1-мĕш вырăна тухнă илемлĕ кролика алăран вĕçертмесĕр Т. Малова.

Ăратлăх пĕрлешĕвĕн территорийĕнчи тирпейлĕ вырăнта йĕркеленĕ пĕчĕк пÿлĕмсенче-картасенче вырăн тупнă ăратлă ĕнесем, тынашкасем, лашасем, понисем, сысна амисемпе çурисем, канлĕ выртакан сысна аçисем, сурăхсемпе качакасем, пыл хурчĕсемпе хурсем, фазансемпе кăрккасем хушшинче Татьяна Викторовнăн килти хушма хуçалăхĕнчи илемлĕ кроликĕсем, цесарккисем, мускус кăвакалĕсемпе декоративлă чăххисем, путенисем иртен-çÿренсене кашниех хăйсен тĕлĕнче тытса чарчĕç. Вĕсен хуçи вара пур ăратă пирки те каласа тата вĕсенчен мĕнле, мĕн чухлĕ продукци туса илме май пуррине, аталану çулĕсене шăкăл-шăкăл калаçса ăнлантарса пачĕ, хăйĕнпе çыхăну тытма йыхравларĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика