Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпа

17 сентября 2011 г.

Шăпа

Кăвак çутăллах вăранчĕ Анна аппа. Тен çĕрĕпех çывăраймарĕ пуль. Халĕ мăч та куçне хупмасăр хĕвел тухнине чÿречерен пăхса выртать. Мăнкунра хĕвел ташласа тухать тенине аса илчĕ вăл. Ачисене амăшĕ çапла калатчĕ. Вĕсем вара çĕрĕпе те чăлкăм куç хупмастчĕç, шăп та шай хĕвел тухнă вăхăтра çывăрса каятчĕç, нихăçан та хĕвел тухнине кураймастчĕç.

Унтанпа вара çитмĕл çул та иртсе кайрĕ. Амăшĕн сăмахĕсене халĕ те манаймасть вăл.

Çук, хĕвел хальхинче те ташласа тухмарĕ. Айăплă пек пуçне усса майĕпен йăпшăнса тухнă пек туйăнчĕ Анна аппана. «Ах, тепре çеç хĕвел тухнине курасчĕ»,– тесе шухăшларĕ вăл. Чĕмсĕр пĕчченлĕх чунне пусрĕ, шухăшне йывăрлатрĕ. Вара вăл хăйĕн пурнăçне кĕнеке вуланă пек аса илме пуçларĕ.

...Кунĕпех тĕтреллĕ, çумăрлă çанталăк тăчĕ. Сакăр çулхи Анна, килте кăштах та пулин тĕкĕ пултăр тесе, кÿршĕри Кĕтерне кинемейпе пĕрле ял халăхĕн сурăх кĕтĕвне кĕтсе çÿрет. Çынсем вĕсене кашни ир черетпе кунĕпе пурăнмалăх çимелли парса яраççĕ. Кам хупăллă çĕр улмипе уйран, пуртарах çынсем çăкăрпа чăмăрла пĕçернĕ çăмарта та. Çăмартисене вăл нихăçан та çимест, килне илсе каять.

Паян та вăл вĕрлĕп хапхана хыпалансах уçса кĕчĕ те пусма вĕçĕнче ларакан Танюк (Даниил) шăллĕ патне пычĕ. Çĕмĕрĕлсе каясран хăранă пек икĕ аллине икĕ çăмарта пăчăртаса тытнă, пĕри Танюк валли, тепри амăшĕ валли. Пуçне усса ларакан 6 çулхи шăллĕ Анна çине пуçне çĕклесе пăхрĕ те йĕрсе ячĕ. Чунĕ сÿ!! турĕ Аннан, пÿртре тем ырă марра сисрĕ. Икĕ кун вар ыратнипе аптăраса выртнă амăшĕ аса килчĕ. Вăркăнса кĕрсе кайрĕ пÿрте. Малтанлăха нимĕн те ăнланаймарĕ, нимĕн те куçа курăнмарĕ.

Урай варринче тăп чарăнса тăчĕ вăл. Стена çумнерех лартнă сак çине амăшне типтерлесе вырттарнă. Хутран-ситрен çеç тăхăнакан шурă шупăрне тăхăнтартнă, умне вĕтĕ-вĕтĕ сирен чечеклĕ саппунне çакнă. Пуçне вара шап-шурă штапель тутăр çыхтарнă. Куçне мăч хупнă та халь çеç çывăрса кайнă пек выртать.

Анна ним тăвайманнипе аллинчи икĕ çăмарта çине пăхса илчĕ, пĕр вырăнтах тăпланса тăчĕ. Вара ун çумне Улькка мăнаккăшĕ пырса тăчĕ. Анна ăна куçран пăхса илчĕ, ним тăвайманнипе ун саппунĕ çине пуçне чикрĕ те йĕрсе ячĕ. Куççульне шăлма аллисем пушă пулмарĕç.

Тепĕр кунне каçалапа амăшне тирпейлесе пытарчĕç. Ие чăмласа кайнă терĕç, ун чухне аппендицит мĕнне пĕлмен. Ашшĕ пытарма çитеймерĕ, вăл ун чухне Кустăрмана ĕçпе кайнă пулнă.

...Тулта шартлама сивĕ. Ачасене сивĕ тивесрен хăраса учитель кашни ачанах тутăрĕсене каялла çавăрса çыхса ярать, тăлăп çухисене тăратса ярать. Ушкăн-ушкăнпа таврăнаççĕ шкултан. Анна хăйсен тĕлне çитсен ушкăнтан уйрăлчĕ те килнелле кĕрсе кайрĕ. Пÿрт алăкне уçсанах пите ăшă çапрĕ, сăмсана тутлă шăршă кăтăкларĕ.

Малтанах вăл нимĕн те ăнланаймарĕ. Тăлăп çухине антарса тутăрне салтсан çеç кăмака çумĕнчи сак çинче ларакан хĕр ачана асăрхарĕ.

– Эсĕ кам вара;– ыйтрĕ вăл алăк патĕнчен те тапранмасăр.

– Зоя, – терĕ те хĕр ача сак çинчен анса тĕпелелле чупса кĕрсе кайрĕ.

Тĕпелтен пĕр хĕрарăм тухрĕ. Кĕпе аркинчен хĕр ача çатăрласа тытнă.

– Акă Анна та çитрĕ, часах каçхи апат çийĕпĕр, – терĕ вăл.

Унччен те пулмарĕ «кăвак сурăхсем хăваласа» (алăкран сивĕ сывлăш кĕнине çапла калатчĕç) алăкран ашшĕпе Танюк кĕрсе тăчĕç. Вĕсем килти выльăхсене каçхи апат панă.

Ашшĕ алăк патĕнче тунката пек тăракан хĕрĕ çине пăхса илчĕ те ним калама аптăраса куçне тартрĕ.

– Ма хывăнмастăн вара эс? – терĕ вăл. Унтан тĕпел алăкĕ патĕнче тăракан хĕрарăм çине пăхса илчĕ. Никам та урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕ, шăппăн хывăнчĕç те тăлăпĕсене кăмака çине хучĕç.

– Сĕтел хушшине ларăр, апат çийĕпĕр,– терĕ палламан хĕрарăм. Апат çиме пуçличчен ашшĕ Аннăпа Танюк çине пăхса илчĕ те: «Ку сирĕн аннÿ пулать», – терĕ. Урăх ним калама та пĕлмерĕ, кашăкне алла илчĕ те апат çиме пуçларĕ.

Çак кунран пуçласа вĕсен анне те, Зоя йăмăк та тупăнчĕ.

...Хĕр çулне те çитрĕ Анна. Качча кайма та вăхăт.

Усал çын пулмарĕ Иван. Килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пĕр чĕлхерен пурăнчĕç вĕсем. Ялта ятлă çынсем пулчĕç, ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшса ĕçлерĕç. Икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстерчĕç. Çăмăл пулмарĕ, паллах. Пурне те чăтса ирттернĕ.

Утă çулма кайсан та улăхран ахаль таврăнман Анна. Хул хушшине чей курăкĕ татса хĕстеретчĕ. Вăрмантан та милĕксĕр таврăнман. Хăй вăхăтĕнче пуракĕ-пуракĕпе çырла, кăмпа татса таврăннă. Пус çумне пус хушса пурнăç тума тăрăшнă.

Ытармалла мар яштак хĕрĕсем çине пăхса савăнатчĕ Анна. Ывăлĕсем те пĕринчен тепри маттур, виççĕшĕ те салтака юрăхлă пулчĕç. Мĕн пултăр ĕнтĕ ашшĕпе амăшĕшĕн унран пысăк савăнăç, телей.

Урапа та пĕр йĕрпе çеç кусмасть, пурнăç та çапла. «Пĕрре кутне кăтартать, тепре – пуçне»,– теççĕ ваттисем.

Аслă хĕрĕ сарăмсăр çĕре кĕрсен чĕрине такам туртса кăларнăнах туйăнчĕ Аннана. Никама курас та, никампа калаçас та килмерĕ. Пур-ши амăшĕшĕн унран пысăк хуйхă; Ашшĕ-амăшĕн ачисене мар, ачисен тирпейлесе пытармалла ашшĕ-амăшне. Мĕнле чăтса ирттерчĕç-ши çак хуйхăна вĕсем, ăна пĕр Турă çеç пĕлет.

...Пурнăç пурнăçах. Вилнĕ çын хыççăн чĕрри каяймĕ. Шав малаллах талпăнатпăр.

...Иккĕмĕш хĕрĕ ял каччинех качча тухрĕ. Пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса пачĕ.

Аслă ывăлĕ Николай та хăйне валли мăшăр тупрĕ. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать. Килĕштерсе пурăнаççĕ. Уйрăлса тухрĕç, хăйсем валли йăва çавăрчĕç. Чĕвĕл чĕкеçсем пек икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнеççĕ вĕсен.

Иккĕмĕш ывăлĕн Валерийăн характерĕ ашшĕн пек çирĕпрех пулин те, çав тери йăваш та кăмăллă хĕрпе çемье çавăрчĕ. Икĕ патвар ывăл çуратса пачĕ арăмĕ. Вĕсем те уйрăлса тухнă, хăйсен кĕтесĕ.

...Мăшăр мăшăрах. Пурнăç тăршшĕпе мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ хуйхă пĕрле пайланă. Иванăн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Тем пек сыватас тесе тăрăшрĕç пулин те чир вĕсенчен вăйлăрах пулчĕ, вăлах çĕнтерчĕ. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ аслашшĕн мăнукĕсемпе савăнса. Çук, упăшки вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ, ĕмĕрлĕхех.

...Чăвашсен йăли çапла. Кĕçĕн ывăлĕн килте ашшĕ-амăшне пăхса пурăнмалла. Аркадий вара амăшне пуринчен ытла савăнтарчĕ темелле-ши, тĕлĕнтерчĕ темелле-ши – майра кин илсе килсе пачĕ. Малтанхи вăхăтра шăлкăм çапнă пекех пурăнчĕ Анна. Калаçни те юрăхлă пулаймасть, туни те килĕшÿллĕ мар. Çынсен кинĕсем хунямисене юраймаççĕ, ку вара кинне юраймасть. Шалт аптăрарĕ Анна, майĕпен хăнăхрĕ.

Ытла та вăр-вар пулчĕ майра кин. Нимĕн те калаймăн. Упăшкинчен те пит хăрасах каймарĕ, хунямăшĕнчен те. Ял-йышран та вăтанасси пулмарĕ.

Кĕске вăхăтрах икĕ хутлă капмар çурт хăпартса лартрĕç. Икĕ хĕр çуратса пачĕ майра кин. Ачисем те вакрах, çуртне те тумалла. Çак вăхăтра кинĕн анчах мар, Аннан та вутри пек пурнăç пулчĕ.

...Çĕнĕ çурта пурăнма куçрĕç. Çĕнĕ пÿрт ĕçкине те ял-йышпах турĕç. Çапах та Анна валли пĕр пÿлĕм те тупăнмарĕ-ха çĕнĕ пÿртре. Вăл хăйĕн кивĕ йывăç пÿртĕнчех пурăнчĕ. «Хĕле кĕрсен пĕчченшĕн кăмака хутмăп, ун чухне куçарĕç-ха»,– тесе шухăшларĕ вăл. Ачасем вак, ватă çынна канлĕх пулмĕ терĕç-ши. Йывăç çуртрах хĕл каçрĕ Анна. Кайран ачисем те çитĕнчĕç, çапах кирпĕч çурта кĕрсе кураймарĕ вăл.

Аркадий куçĕнчен сахал мар чăр-чăр пăхрĕ вăл. «Анне, çаплах пĕччен ан пурăн, куç-ха çĕнĕ пÿрте»,– тесе каласса кĕтрĕ. Анчах та кĕтсе илеймерĕ.

Иккĕмĕш хĕрĕ те ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайни уранах çапса хуçрĕ амăшăнне. Халĕ вăл вырăнпах выртать.

Кама кирлĕ-ши халĕ вăл; Çу кунĕнче камăнах вăхăт пултăр унпа калаçса ларма; Хушăран хирĕçле пурăнакан Раис килсе каять-ха кинĕ ĕçре чухне. Вырăнпа выртакан çынна çимелли çеç мар, калаçма та çын кирлĕ вĕт-çке.

Çакна эпир хамăр ватăлсан тин туйса илетпĕр. Аннесем пирĕнтен уйрăлса кайсан тин тавçăрса илетпĕр аннесене пулăшайманнине, кÿрентернисене. Ун чухне эпир тем пек каçару ыйтăттăмăр, анчах аннесем çук. Аннесемшĕн çÿл тÿперен çăлтăр та татăттăмăр, çĕр тĕпне те анса хăпарăттăмăр, анчах вăхăчĕ иртсе кайнă. Пурăннă чух аннесем пирĕнтен нимĕн те ыйтмаççĕ, хăйсем тем те туса пама хатĕр. Апат çиме ларсан аннесене çăкăр чĕлли тыттарасчĕ. Унран пахи вĕсемшĕн нимĕн те çук. Пурăннă чух эпир çакна тума ÿркенетпĕр е пирĕн ăна валли вăхăт çук...

...Тепре хĕвел тухнине мар, хĕвел аннине те кураймарĕ Анна аппа.

М. ШĂПЧĂК.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика