17 сентября 2011 г.
«Пире халĕ çĕр-шывăн кашни кĕтесĕнче пĕлеççĕ»
Пирĕн районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан тата район экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хывакан, пурнăç уттипе тан пыракан предприятисенчен пĕри вăл – «Сеспель» акционерлă хупă общество. Çак компание Чăваш Республикинче 1991 çулта йĕркеленĕ. Муркаш районĕнчи участока вара 1992 çулта хута янă.
Муркаш районĕ ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе ытларах тимлет, ытти тĕлĕшпе те сахал мар ĕçлет. Пĕтĕмĕшле продукци туса илнин калăпăшĕнче вара промышленность продукцийĕн виçи те самай пысăк. Иртнĕ çул районĕпе пĕтĕмпе промышленность продукцине сутса 1128109 пин тенкĕ илнĕ пулсан, 670736 пин тенки – «Сеспель» предприяти тÿпи. Кăçалхи январь – август уйăхĕсенче районта 1 миллиард та 230 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пĕтĕмĕшле продукци туса кăларнин калăпăшĕнче «Сеспель» акционерсен хупă обществин тÿпи 53,5 процент.
Кунти ĕçĕн ытларах пайне пысăк хăватлă автомашинăсем валли шĕвек тата вĕтĕ пĕрчĕллĕ продуктсем турттарма пичкесем туса хатĕрлени йышăнать. Тултан пăхсан хăтлă та вăрăм цехсем курăнаççĕ, шала кĕрсен вĕçсĕр-хĕрсĕр ĕç шавĕ кĕрлет. Эпĕ çак предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе предприятин тĕп инженерне В.И. Индубаева калаçăва чĕнтĕм.
– Валерий Иванович, малтанах предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарсамăр, тархасшăн?
– «Сеспель» акционерлă хупă общество паянхи кун пурнăç уттипе тан утса пырать тесе хăюллăнах çирĕплетме пултаратăп. Унăн кулленхи ĕç-хĕлне хăй вăхăтĕнче пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ чăрмав кÿчĕ пулин те предприятие ытлашшиех тайăлтарма пултараймарĕ. Чăнах та вăл вăхăтра хăш-пĕр производство линийĕсене вăхăтлăх хупни те пулнă, çапах та кризисран хăтăлмалли çул-йĕре пурнăçланипе йывăрлăха чăтса ирттертĕмĕр. Паян вара хамăр ĕçе пурнăç ыйтнă пек пурнăçлатпăр.
Пирĕн фирма 2009 çулта туса кăларнă продукци ассортиментне 70 процент таран анлăлатма пултарнă, халĕ вара унăн калăпăшĕ 100 ытла та шутланать. Паллă ĕнтĕ, тĕллеве туллин пурнăçлас тесен продукци туса кăларассине çулсеренех ÿстермелле. Эпир туса кăларнă пичкесемпе удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, çăнăх, цемент тата ытти материал турттарма юрăхлă. Кун йышши продукци туса кăларакан предприятисем çĕр-шывĕпе те сахал, ун пеккисене пÿрне хуçлатса шутлама пулать.
Пĕр уйăхра пирĕн предприяти 100 штук таран çурма прицеп туса кăларма пултарать. Çак калăпăш пĕчĕк мар, апла пулин те хатĕр продукци пирĕн территоринче купаланса лармасть, ăна туянакансем пирĕн яланах пур. Рынок тапхăрĕнче хамăр конкурентлăха кăтартма пултартăмăр.
– Продукци янтăлас çĕрте материал пахалăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, туянакан хăшĕн йышшине ытларах кăмăллать?
– Продукци туса кăларнă çĕрте алюминипе ытларах усă куратпăр. Хакĕ пĕчĕк мар пулин те паха енĕсем чылай. Унăн йывăрăшĕ пĕчĕк, чылай çула пырать, тутăхмасть тата ытти паха енсем те пур. Хăй пахалăхне чакарман продукцие туянакан та кăмăллать. Алюминирен хатĕрленĕ пичке 25 çула чăтать. Палăртмалла, вăл тапхăрта вара автомашина хăй те кивелсе çитет. Алюмини çăмăл пулнипе тиев калăпăшне самай пысăклатма пулать, çапла майпа çунтармалли-сĕрмелли материал та перекетленет. Алюминирен тунă продукцие пăрахăçа кăларсан та ăна иккĕмĕш хут вăя кĕртме пулать.
Акă, тĕслĕхрен, хурçăран тунă пĕр маркăллă пичке 8840 килограмм чухлĕ таять, çавăн йышшиех алюминирен туни вара 4250 килограмм чухлĕ. Иккĕшĕн хушшинче пысăк уйрăмлăх пулчĕ, ăна 220 ĕç кунĕ (рейс) çине хутласан 1000 тонна пулать е çавăн чухлĕ пĕр çулталăкри тÿлевсĕр тиев пурнăçланать.
– Эсир туса кăларакан продукцие хăш регион ытларах хапăл тăвать?
– Хăпартса каламастăп, пире халĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пĕлеççĕ, пирĕн продукцие туянма килĕшÿ тăваççĕ. Пирĕн патра туса кăларнă хатĕр продукцие Раççейĕн кашни кĕтесĕнче хапăл туса йышăнаççĕ, çавăн пекех СНГ çĕр-шывсенче те, чикĕ леш енче те кăмăлласах туянаççĕ. Тĕрлĕ тĕллевпе усă куракан тиев турттармалли çурма прицепсене, компрессор установкисене Швецире те, Иорданире те, Иранра та, Иракра та, ытти çĕр-шывсенче те ыйтаççĕ. Продукцие çапла хапăллани пире хăпартлантарать, малашне татах та ытларах ĕçлеме хавхалантарать. Хамăр патра ĕçе кĕртнĕ хальхи электронлă хÿтĕлев системи вара Германирипе пĕр шайрах. Апла пулсан пирĕн ĕç чăннипех çÿллĕ пусăмра теме пулать.
– Цехсенче çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарни пахалăх тата хăвăртлăх çине паллах ырă витĕм кÿрет ĕнтĕ.
– Çапла, паянхи пурнăç çавна ыйтать те. Хăш-пĕрне тĕлĕнмелле пек те туйăнать пулĕ, акă, тĕслĕхрен, тиев турттармалли çурма прицепсен чашăкĕсене кунта пĕтĕмпе те 7 минутра хатĕрлеме май килет. Ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ технологие вăя кĕртни продукци калăпăшĕ тата пахалăхĕ çине пысăк витĕм кÿрет, ĕçе палăрмаллах хăвăртлатать. Кунта усă куракан хăш-пĕр технологи Европа шайĕнче те сахал. Малтанхи çулсенче пичкен пĕр çавра çĕввине тума 8 сехет кайнă пулсан, çĕнĕ технологипе ăна 8 минут хушшинче пурнăçлама пулать. Çавăн пекех çĕнĕ технологин витĕмне пула сварка ĕçне пурнăçланă чухне сиенлĕ хутăшсем тухасси те палăрмаллах чакать. Çакă вара çын сывлăхĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Эпир усă куракан йышши технологипе пысăк хăвăртлăхлă çар карапĕсем (Боинг Дельта, Спейс Икс...) тунă çĕрте усă кураççĕ. Пĕрремĕш пусăмри Спейс Шаттл карапăн çунтармалли-сĕрмелли пичкисене те çакăн евĕрлĕ кăткăс технологипе усă курса ăсталанă иккен. Апла пулсан çак кăткăс ĕçе пурнăçа кĕртнинче «Сеспель» предприятие пионер теме пулать.
Продукци ăсталамалли материал çийĕсене тĕрлĕ çуран тасатма пысăк пусăмпа килекен шывпа усă куратпăр, вăл 1000 атмосферпа танлашать. Хатĕр продукци пахалăхне хамăр патра компьютер мелĕпе, лазер пулăшăвĕпе тата ытти енпе çирĕп тĕрĕслетпĕр. Пирĕн патран пахалăхсăр продукци пачах та тухмасть. Кунти ĕçе йăлт çĕнĕ йышши программăна вăя кĕртнĕ компьютер системипе усă курса пурнăçлаççĕ.
– Ĕçĕ чăн та сирĕн питĕ кăткăс, миçе çын вăй хурать-ха кунта?
– 2008 çулта предприятире 371 çын вăй хунă, халĕ вара кунта 312 çын тăрăшать. Кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ. Кунта çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçлакансемсĕр пуçне çурт-йĕр таврашĕнче юсав ĕçĕ ирттерекенсем, тĕрлĕ оборудование кирлĕ шайра тытса тăракансем, кадрсене вĕрентсе пыракансем тата ытти ĕçе йĕркелекенсем пур.
– Вăрттăнлăх мар пулсан кунта тăрăшакансен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи миçе тенкĕпе танлашать?
– Паллах вăрттăнлăх мар, пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи çирĕм пин тенкĕ урлă каçрĕ.
– Малашне те «Сеспель» хупă акционерлă обществăна пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунас килет. Мĕн пурнăçлани сирĕншĕн нихăçан та чикĕ ан пултăр, пархатар уçлăхĕ малаллах илĕрттĕр.
Р. Илларионова
калаçнă.