Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç тупма пулăшаççĕ

17 сентября 2011 г.

Ĕç тупма пулăшаççĕ

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче районта хăйсен ачисене 3 çулччен пăхса пурăнакан отпускри тата 2011 çулта ĕçе тухма хатĕрленекен амăшĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Вĕренĕве ĕç паракансемпе ĕç хутшăнăвĕсенче тăракансемпе «АСБУ 1С: 8.2 Предприяти» специальноçпе ирттереççĕ. Ĕç паракансен заявкисене шута илсе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр хĕрарăмсене професси тĕлĕшĕнчен хатĕрлессине йĕркеленĕ.

Вĕренÿ тапхăрĕнче курссене çÿрекенсем асăннă специальноçпе теори тата практика хăнăхăвĕсене илеççĕ. Вĕрентÿ ĕçне Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕ» хушма професси вĕрентĕвĕн автономи учрежденийĕн преподавателĕсем ирттереççĕ. Вĕренÿ тапхăрĕ пĕр уйăх çурăна пырать. Вĕреннĕшĕн тÿлемелле мар. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕренекенсене стипенди тÿлет тата çул укçи тăкакĕсене саплаштарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика