17 сентября 2011 г.
Суйлава 7 парти хутшăнать
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ сентябрĕн 2-мĕшĕнче 878 " йышăну тунă. Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне 2011 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Федерацин 2001 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнчи «Политика партийĕсем çинчен» 95-ФЗ " саккунĕн 36-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнма ирĕк пур политика партийĕсен, çавăн пекех политика партийĕсен Чăваш Республикин территорийĕнче регистрациленĕ регион уйрăмĕсен списокне çирĕплетнĕ.
Политика партийĕсем:
1. Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ.
2. «Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ» политика партийĕ.
3. «Раççейри либерал-демократсен партийĕ» политика партийĕ.
4. «Раççейри демократсен «Яблоко» пĕрлештернĕ партийĕ» политика партийĕ.
5. «Раççей патриочĕсем» политика партийĕ.
6. «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» политика партийĕ.
7. Пĕтĕм Раççейри «Тĕрĕс ĕç» политика партийĕ.
Политика партийĕсен регионти уйрăмĕсем:
1. Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ.
2. «Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ» политика партийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.
3. «Раççейри либерал-демократсен партийĕ» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ.
4. «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» политика партийĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ.
5. «Раççейри демократсен пĕрлештернĕ «Яблоко» партийĕ» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ.
6. «Раççей патриочĕсем» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ.
7. Пĕтĕм Раççейри «Тĕрĕс ĕç» политика партийĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ.
Асăннă списока Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕ тăратнă.