Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсисене финансласси пирки

17 сентября 2011 г.

Пенсисене финансласси пирки

– Патшалăх пенсисене финанслассин программине хăш вăхăтран тытăнса хутшăнма пулать?

– Патшалăх пенсисене финанслассин программине обязательнăй пенси страхованийĕн системинче регистрациленнĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсем хутшăнаççĕ. Вăл шутрах аслă çулхисем те – арçынсем 1953 çултан маларах çуралнисем, хĕрарăмсем 1957 çултан маларах çуралнисем те (вĕсен обязательнăй пенси страхованийĕ енĕпе пенсин пухăнакан пайĕ нихăçан та пулманнисем). Кунпа пĕрлех Программăна 1966 çулта çуралнисен е аслăраххисен те хутшăнма ирĕк пур. Халĕ вăйра тăракан законодательствăпа вĕсен обязательнăй пенси страхованийĕн системинче пулас пенсин пухăнакан пайĕ йĕркеленмест.

14 çул тултарнă ачасем те Программăна хутшăнма пултараççĕ. Анчах та вĕсен малтан РФ Пенси фончĕн органĕсенче регистрациленмелле тата обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине илмелле.

Кунпа пĕрлех çавна та палăртса хăвармалла. Енчен те Программăна хутшăнакан çыннăн пенсие тухма вăхăт çитнĕ (хĕрарăмсен 55 çул тата арçынсен 60 çул), анчах та вăл пенси илме тытăнасси пирки пымасть пулсан, вĕсене патшалăх финанслассин йĕрки урăхларах пулать. Патшалăх вĕсен взносне 2 хут мар, 4 хут ÿстерет. Енчен те эсир Программăна хутшăнса çулталăкне 12 пин тенкĕ тÿлетĕр пулсан патшалăх финансланин шучĕпе сирĕн пенси счечĕ çулталăкне 60 тенкĕлĕх ÿсĕ. Тепĕр майлă каласан сирĕн взнос çумне патшалăх 48 пин тенкĕ хушса тÿлет (12000Ç48000ç60000 тенкĕ).

– Енчен те гражданинăн пухăнакан пенсийĕ патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче е харпăр хăйĕн ертсе пыракан компанийĕнче пулсан вĕсем патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнма пултараççĕ-и?

– Çапла, пултараççĕ. Программăна хутшăнассин процедури пурин валли те пĕр пекех. Кунта уйрăмлăхĕ çакăнта кăна. Хăвăрăн взноса та сирĕн патшалăхăн шутланман пенси фончĕ çине куçарма тивет, патшалăх финанслассин сумми те унта пырса тăрĕ. Программăна хутшăнасси пирки заявление патшалăхăн шутланман пенси фончĕ урлă та, ертсе пыракан компани урлă та пама пулать. Çавăн пекех çак ĕçе Раççей Пенси фончĕн органĕ е ĕç паракан урлă тÿрремĕн те туса ирттерме пулать.

Енчен те сирĕн пенсин пухăнакан пайĕ патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче пулсан сирĕн пухăнакан пенсие шута илессине тата инвестицилессине, сире ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне палăртассине тата тÿлессине хăвăр суйласа илнĕ пенси фончĕ туса ирттерет.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика