Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăш хÿттисĕр ача

14 сентября 2011 г.

Ашшĕ-амăш хÿттисĕр ача

Паянхи черетлĕ калаçăва Муркаш район прокурорĕн çумĕ, юстици советникĕ Ю.М. Семенов ирттерет, сирĕн ыйту çине хуравлать.

Кун-çул парнелекенсемсĕр юлнă ача-пăчана усрава илеççĕ. Кунта вара тĕрлĕрен пулма пултарать: ачана усрава илни, опекăна пани, çемьене йышăнни. Çаксем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха?

З. Иванова.

Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕнче ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă çул çитмен ачасене вырнаçтармалли тĕрлĕ мел палăртнă. Çак кашни мел хÿтлĕхсĕррисене çемье условийĕсенче ÿссе аталанма, воспитани илме май парать.

Ачана усрава илсен харпăр хăй ачи пекех юридици саккунĕ вăя кĕрет. Çапла вара вăл малашне çак ашшĕ-амăш çуратнă ача правиллĕ пулать, çемьери саккунлă член шутланать.

Тепĕр мел вăл – опекăна илни. Хÿтлĕхсĕр юлнă ачана тăванĕсене опекăна параççĕ. Çак ашшĕ-амăшĕ ăна 18 çула çитиччен пăхса усрать, воспитани тата пĕлÿ парать, унăн ирĕкĕпе интересĕсене хÿтĕлет.

Çемьене йышăнни вара çÿлерех асăннă меслетсенчен уйрăлса тăрать. Çакăн пек чухне хÿтлĕхсĕр юлнă ачана вăхăтлăх тата хутшăнусене килĕшÿпе çирĕплетсе тăван кил ăшши парнелеççĕ, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне пурнăçлакансемпе ачасен хушшинче граждан тата çемье саккунĕсенчен тухса тăракан алимент, пурлăх тата еткер ирĕкĕсен хутшăнăвĕсем йĕркеленме пултараймаççĕ.

Çапла вара аслисен хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисене çемьене вырнаçтарма май пулмасан тăлăхсен е ача çуртне, интернат шкула, сусăрсен интернатне яма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика