Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕке тухнă çынсене пăхса тăрасси

14 сентября 2011 г.

Ирĕке тухнă çынсене пăхса тăрасси

Район сучĕн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Вĕсенчен пĕри – судпа айăпланнă çынсене вăхăт çитнĕ хыççăн ирĕке тухсан пăхса тăрасси. Ку енпе эпир кăçалхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Тĕрмерен тухнисем тĕлĕшпе административлă надзор çинчен» 64-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа ĕçлесе пыратпăр. Ку саккун тĕрмерен тухнисене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен административлă йĕркепе пăхса тăрас йĕркене тата унăн никĕсне туса парать.

Федераллă саккун административлă надзор ăнланăва çапла ăнлантарса парать. Административлă надзор вăл – ирĕке тухнă çынсем суд çирĕплетсе панă вăхăтлăх тытăмсенчи ирĕкĕпе прависене пăхăннине тата федераллă саккун пăхакан тивĕçсене пурнăçланине шалти ĕçсен органĕсем пăхса тăни.

Административлă надзора йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем тунăшăн, рецидив преступленисемшĕн, çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе юриех тунă преступленишĕн ирĕкрен хăтарнă тата çав вăхăт иртсех пĕтмен пулсан суд пăхса хăварать. Çакăн пек йышăну тума та никĕс кирлĕ. Ун шутне ирĕке тухнă çын тĕрмере тăтăшах йĕркене пăснă пулсан, ирĕке тухсан та суд айăплавĕ хупăниччен çулталăк хушшинче икĕ е ытларах та хутчен административлă йĕркене, обществăлла тата нравственноç е халăх сывлăхĕ тĕлĕшпе йĕркене пăссан лекет.

Халĕ кăтартнă никĕссемсĕр пуçне административлă надзора ар çыхăнăвĕшĕн е çул çитмен çамрăка ирĕксĕрлесе унпа ар çыхăнăвне кĕнĕшĕн, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен рецидивĕшĕн ирĕкрен хăтарнă çын тĕлĕшпе вăл ирĕкрен пăхса саккунпа палăртнă вăхăта хăвараççĕ.

Кунта çакнашкал административлă чарусем пирки сăмах пырать:

– хăш-пĕр обществăлла вырăнсенче пулма чарни;

– массăллă мероприятисем ирттерекен вырăнта пулма тата вĕсен ĕçне хутшăнма юраманни;

– талăкăн уйрăм вăхăчĕсенче хăй пурăнакан вырăн тулашĕнче пулма юраманни;

– судпа палăртнă территорирен тухса çÿреме юраманни;

– хăй пурăнакан вырăнти шалти ĕçсен пайне уйăхра 1–4 хутчен обязательнăй йĕркепе пырса çÿрени.

Административлă надзора гражданин тĕлĕшпе ирĕкрен хăтарнă учреждени е шалти ĕçсен органĕ ыйтнипе суд 1–3 çуллăха йышăнать.

Кăçалхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ Муркаш районĕпе ĕçлекен шалти ĕçсен пайĕ ыйтнипе нумай пулмасть ирĕке тухнă А. гражданин тĕлĕшпе гражданла ĕç пăхса тухрĕ.

А. гражданин юри тунă преступленисемшĕн çирĕп режимлă колонире 12 çул та 6 уйăх пулнă. Муркаш районĕпе ĕçлекен шалти ĕçсен пайĕ ыйтнине суд тивĕçтерчĕ. Ирĕке тухнă гражданин тĕлĕшпе çакнашкал административлă надзор пăхса хăвартăмăр: виçĕ çул хушши спирт пур шĕвекне вырăнта ĕçмелле реализацилекен вырăнсене çÿремелле мар; массăллă мероприятисем иртекен вырăнсене тухмалла мар тата вĕсен ĕçне хутшăнма юрамасть; 21 сехетрен пуçласа 6 сехетчен кил тулашĕнче пулмалла мар; шалти ĕçсен пайне пĕлтермесĕр пурăнмалли вырăна улăштармалла мар; патшалăх органĕ палăртнă кунсенче унта регистрацине çÿремелле.

А. АЛЕКСЕЕВА,

Муркаш район сучĕн судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика