14 сентября 2011 г.
Ĕçлеме пултараслăх куç умĕнче
Экономика аталанăвĕн утăмĕсемпе çĕр ĕçĕнче вăй хуракансем те элитăллă тырă-пулăпа, пахча çимĕç вăрлăхĕпе, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлессине мала кăларма пуçларĕç. Çак тăрăшулăх никĕсĕнче – тупăш илме май пурри. Урăхла епле-ха, кунта патшалăх та ял çыннине хăйĕн нушисемпе пĕччен пăрахса хăвармасть-çке. Епле тытать-ха хăйне çакнашкал лару-тăрура ял çынни, çĕр ĕçченĕ; Çак ыйтусем çине хурав шыраса иртнĕ эрне кун, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен «Чувашское» акционерсен уçă обществи йĕркеленипе Карачурари пĕрлешÿре ăратлă выльăхсен куравĕ иртрĕ. Ытти çулсенче те çак куравра активлăх кăтартнă Муркашсем кăçал та хăйсен ăратлă выльăхĕсене ыттисене кăтартассинчен пăрăнса юлмарĕç. Курав ĕçне «Ударник», «Свобода», «Оринино», «Герой», Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, чăх-чĕп ĕрчетессипе специализациленекен «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă общество, Р. Потаповăн килти хушма хуçалăхĕ, В. Хлебниковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе тата кайăк-кĕшĕкпе ĕçлекен Т. Малова индивидуаллă предприниматель хутшăнчĕç. Тÿрех каламалла, курава пирĕн районтан хутшăннисем хăйсен ăсталăхне туллин кăтартма пултарчĕç. Эксперт комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕннисем 19 медале тивĕçрĕç: 9 ылтăн медаль, 9 кĕмĕл медаль тата пĕр пăхăр медаль.
Куравра пулнă май тата эксперт комиссийĕн пĕтĕм-летĕвĕпе паллашнă хыççăн унта пулса иртнипе район хаçачĕн вулаканĕсене кĕскен те пулин паллаштарас шут пур. Малтанах çакна калассăм килет. Ăратлă выльăхсен куравĕпе иртнĕ май хам ăшăмра унти ÿкерчĕке районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене çитнипе танлаштартăм. Уйрăмлăх икĕ куç тулли. Çав фермăсенченех курава илсе тухнă ĕнесемпе сыснасем куç ытарайми илемлĕ пулни тимлесен Муркашсем те çынсенчен кая юлмасăр ĕçлеме пултарни пирки калать. Анчах мĕншĕн ĕçлеместпĕр; Ку урăх ыйту.
Çав кун Муркашсем курава голштин ăратлă хура-шурă ĕнесене 15 пуç, пысăк шурă ăратлă сыснасене 26 пуç, çăмарта тăвакан ăратлă чăхсене 21 пуç, 10 кролик, 9 хур, 7 кăвакал, 5 индо кăвакал, 2 кăркка, 25 путене, 2 хир чăххи (фазан), ятарлă илемлĕ 6 чăх, цесаркăсем тата «приокский» ăратлă пыл хурчĕсем кăларчĕç.
– Паянхи йывăр вăхăтра та хуçалăхсем ăратлăхпа ĕçлес çул суйласа илни савăнтарать. Кунта малтанах ăратлă выльăх ĕрчетессипе пĕр çул мар вăй хурса завод ятне илнĕ хуçалăхсене палăртса хăвармалла. Вĕсем: ăратлă сыснасемпе ĕçлекен «Свобода» тата Е. Андреев ячĕпе хисепленекен тата мăйракаллă шултра выльăхсен ăратлăхĕпе тимлекен «Ударник» хуçалăх-заводсем. Çак виçĕ хуçалăхсăр пуçне ăратлă выльăхпа ĕçлекен репродукторсем те пур. Кунта сыснасемпе тата мăйракаллă шултра выльăхсем çинче специализациленекен Суворов ячĕпе хисепленекен, тынашкасем ÿстерессипе «Оринино», ăратлă сыснасемпе ĕçлессипе «Герой» хуçалăхсене палăртмалла, – паллаштарчĕ курава тухнисемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Т. Алексеева.
Ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхсен тĕп кăтартăвĕ – ăратлă выльăх сутни. 2010 çул ку ĕç мĕнпе асра юлчĕ-ха; Кăтартусем çакна çирĕплетеççĕ. Ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен хуçалăхсем пĕлтĕр ăратлă вăкăрсене 2 («Ударник»), тынашкасене «Свобода», «Ударник», Суворов яч. хис. кооперативсем 147 пуç (пĕтĕмпе пăхсан виçĕм çулхинчен 21 пуç нумайрах), сысна аçисене 83 пуç («Свобода», Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., «Герой») тата çав хуçалăхсемех сысна амисене 199 пуç (виçĕм çулхинчен пурĕ 407 пуç сахалрах) тата «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕ ăратлă 2 такапа 35 сурăх (виçĕм çул пĕртте сутман) сутма пултарчĕç. Паянхи куна ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче ăратлă сысна аçисем те, амисем те, мăйракаллă шултра выльăхсем те сутлăх пур, – пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен зоотехникĕ И. Михайлова.
Куравра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех ăратлă выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк аталантарассипе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата килти хушма хуçалăхсем те çанă тавăрсах ĕçленине курма пултартăмăр.
– Ăратлăхпа ĕçлекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен ырă тĕслĕх илсе килти хушма хуçалăхра та ăратлăхпа ĕçленине ырлатăп кăна. Эсир çакна тума пултарни ял çыннисем ырă малашлăха шанса ĕçленине кăтартать, – терĕ Родислав Иосифович Потаповăн çапăçакан ăратăллă хурĕсем патне çитсен Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. Павлов. Хурсен пултарулăхĕ пирки министрпа пирĕн ентеш хушшинче хăйне евĕр интереслĕ калаçу пулса иртрĕ. Унăн никĕсĕ курава официаллă йĕркепе уçнă чух та сисĕнчĕ.
– Кăçалхи курава хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсем активлă хутшăнни, вĕсем те хăйсен ĕçĕнче ăратлăх çине тимлĕх уйăрни савăнтарать. «АПК аталантарасси» приоритетлă наци проектне, агропромышленность комплексне аталантарассипе пăхнă Патшалăх программине тĕпе хурса ĕçлесе Чăваш Республикинчи хресченсем ял хуçалăх аталанăвĕ çине çĕнĕлле çаврăнса пăхрĕç, мал туртăмлă аталану çулне суйласа илчĕç. Вунă çул каялла çулталăкне ĕне пуçне 3 пин килограмм сĕт сунă хуçалăхсем паян 7 пин килограма çывхараççĕ (Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăх). Елчĕк районĕнчи «Прогресс» хупă акционерлă обществăра самăртма хупнă сыснасем талăксерен 790 грамм ÿт хушни те республикăри хресчен аталану çулĕпе сулăмлă утни пирки калать. 2013-2020 çулсем валли агропромышленность комплексне аталантарассипе хатĕрлекен патшалăх программи те ăратлă выльăх-чĕрлĕх аталантарăвне малти вырăна кăларать, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Сергей Владимирович.
Чĕпсене кĕркунне шутлама хушнă. Ытарлă сăмахсем вĕсем. Халăх хуçалăхĕн кирек хăш отраслĕнче те ыранхи куна пăхса тунă кашни утăм ылтăн пĕрчипех танлашать. Çакна пурте пĕлетпĕр, анчах ăнăçусем вăй илччĕр тесе çĕнĕлĕхсене тата çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме нумай чух тытăнса тăратпăр. Кайран вара хамăр наянлăхăмăра пытарма тăрăшса «çÿлтисене» ятланçи тăватпăр. Çак хаклава пăхсан хаксем ÿснишĕн, вĕсем пире майлă марришĕн, ĕç условийĕсем хамăра тивĕçтерменнишĕн пирĕн пĕр айăп та çук. Çав вăхăтрах кÿршĕри хуçалăх аталану çулĕпе пырать, çĕнĕ техникăпа, ытларах продукциллĕ выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Ăçта-ха аталанупа юхăнчăк чикки; Çак ыйту çине тулли хурав пачĕ те ĕнтĕ «Чувашское» акционерсен уçă обществинче иртнĕ ăратлă выльăхсен республикăри куравĕ. Унăн тĕллевĕ – хуçалăхсем ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе мĕнле ĕçленине ыттисене кăтартасси, республикăри ял хуçалăх организацийĕсене ăратлă çамрăк выльăх ытларах сутасси, ăратлă выльăхпа ĕçлесе продукци нумайрах илесси, çак çул вырăнтах паха апат-çимĕç хатĕрлессине ÿстересси пулнине кăтартасси.
Ăратлă выльăх ĕрчетессипе тимлени обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕн, пысăк ĕç кăтартăвĕсемпе тĕреклĕ экономика никĕсĕ пулса тăнине Муркашсем те аван ăнланаççĕ. Çак ăнланăва пирĕннисем курава республикăри ытти районсенчен пуринчен те ытларах выльăхсем тăратса çирĕплетрĕç. Пирĕн выльăх-чĕрлĕх çине курава пынисем ăмсанса пăхнине сăнама вара питех те кăмăллă пулчĕ.
– Ял хуçалăхне аталантарма çĕр-шыв шайĕнчен тимлĕх уйăрни пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене çеç мар, килти хушма хуçалăхсене те аталанма пулăшу парать. Унпа усă курассине хамăр тĕллевре куратпăр, – терĕ Суворов яч. хис. хуçалăхăн шурă пысăк ăратлă сыснисем патне йыхравланă май выльăхсем пăхакан А. Александров.
Курав вара кĕрлерĕ те кĕрлерĕ. Кашни утăмрах – çĕнни, тăрăшсан хамăр алăпах тума пултарни.
«Чувашское» ăратлăх пĕрлешĕвĕн территорийĕнчи куравра Чăваш Республикинчи выльăхсен малашлăха шантаракан чи лайăх пайĕ пулчĕ. Тирпейлĕ вырăнта йĕркеленĕ пĕчĕк мар пÿлĕмсенче-картасенче вырăн йышăннă ăратлă ĕнесем, тынашкасем, лашасем, понисем, сысна амисемпе çурисем, канлĕ выртакан сысна аçисем, курса çÿрекенсене куçран пăхакан сурăхсемпе качакасем, пыл хурчĕсем, чăхсемпе автансем, путенесем, хурсемпе кăвакалсем, фазансем (сунара çÿремеллисем, Румыни ăратлисем, кĕмĕл тата ылтăн тĕслисем), цесаркăсем, кăрккасем, бассейнра ишекен тĕрлĕ тĕслĕ пулăсем... Кашнин патĕнчех ăратăна ăнлантарса тата выльăхран мĕнле тата мĕн чухлĕ продукци туса илме май пуррине ăнлантарса çырнă пĕчĕк стендсем, выльăхсемпе ĕçлекенсем. Выльăх-чĕрлĕх аталантарас ĕçре малашлăха ăратлă выльăхсемпе ĕçлессинче куракансем валли пурте пур: кур, вĕрен, килĕшÿ ту та ĕçле.
А. БЕЛОВ.