Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат парнисем хăйсен хуçисене тупрĕç

14 сентября 2011 г.

Хаçат парнисем хăйсен хуçисене тупрĕç

Сентябрĕн 10-мĕшĕнче район хаçачĕн куçса çÿрекен кубокĕсемпе парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртăва районти пур шкултан та спорт командисем Муркаша килсе çитрĕç. Спорта юратакансен кăмăл çирĕплĕхĕ, тĕллеве пурнăçлас туйăм вăйлă пулнине çумăрлă кун татах та тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Калайкассинчи, Ярапайкассинчи тата Муркашри вăтам шкулсен вара йĕпе-сапара та савăнăç – вăтам шкулсен командисем хушшинче вĕсене çитекеннисем пулмарĕç.

Тĕп шкулсен ушкăнĕнче кăçал хăвăртлăхпа Шетмĕпуçсем палăрчĕç. Шомикри тата Тойкилтĕри шкул командисем финиша вĕсем хыççăн çитрĕç.

Ăмăртура ĕç коллективĕсем те вăй виçрĕç. Малти вырăна районти шалти ĕçсен пайĕн команди тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Хорнуй ял тăрăхĕн тата Чуманкассинчи вăтам шкулти учительсен командисем.

Район хаçачĕн редакцийĕ ăмăрту çĕнтерÿçисене пурне те куçса çÿрекен кубокпа чысланипе пĕрлех хаçат та çырăнса пачĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнисем çут çанталăка сăнлакан картинăсене тивĕçрĕç. Виççĕмĕшсем хăйсемпе пĕрле илемлĕ чей сервизĕсем илсе кайрĕç.

Малти рете лекейменнисем вара вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш ăмăртăвĕнче хăйсене тĕрĕслесе тĕллевсене уçăмлатрĕç.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика