Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар

14 сентября 2011 г.

Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар

Пурнăç пек хакли çыншăн нимĕн те çук. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула йывăрлăха тÿссе ирттереймесĕр хăйсем çине алă хуракансем те çук мар. Акă çулталăк пуçланнăранпа сакăр уйăхри кăтартусенех илер-ха. Çакăн пеккисем пурĕ 4 хĕрарăмпа 12 арçын пулнă.

Чирленине пула пурнăçран уйрăлнисем те сахал мар: 163 хĕрарăмпа 137 арçын. 15 хĕрарăмпа 30 арçыннăн вилĕм сăлтавне вара тупса палăртман. 12 хĕрарăмпа 31 арçын сарăмсăр вилнĕ.

Ачасем ĕмĕрлĕхех куç хупни, паллах, нимĕнпе танлашайми питĕ пысăк хуйхă. Çак тапхăрта, шел пулин те, виçĕ çула çитмен икĕ ача вилнĕ.

Пĕтĕмпе сакăр уйăхра районта 390 çын (пĕлтĕрхинчен 53 сахалрах) çĕре кĕнĕ: 190 хĕрарăмпа 200 арçын. 79 арçынпа 18 хĕрарăм – тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăтченех.

Çут тĕнчене килнĕскерсен хамăрăн пурнăçа хакласчĕ, çывăх çынсен пурнăçне те шута хурасчĕ. Ăна май пур таран тăсасчĕ.

Пичете районти ЗАГС пайĕн

материалĕ тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика