14 сентября 2011 г.
Вырма иртнĕ май ял хуçалăхĕнче чи хĕрÿ ĕç çи тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Çак вăхăтра, паллах, ял хуçалăхĕнче тракторсемпе вĕсен прицепĕсемсĕр, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăсăр ĕçсене агротехника ыйтнă пек пахалăхлă та вăхăтра пурнăçлама çук. Анчах çакна курса-пĕлсе тăраканăн ку вăхăтра асăрханулăх пирки самантлăха та манма юрамасть. Ĕçе халăх йышлă хутшăннă тапхăрта çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăна шута илсе республикăра çулленех август уйăхĕнче «Трактор» профилактика уйăхлăх-операци ирттересси йăлара. Авăн уйăхне кĕнĕ май çак тапхăра пĕтĕмлетме те юрать.
Асăннă тапхăрта патшалăх техника надзор инспекцийĕн ĕçченĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕпе пĕрле çынсен тата предприяти-организацисен харпăрлăхĕнче усă куракан тракторсемпе прицепсем тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулчĕç. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче техникăна техосмотр тăратнине пăхасси, юсавсăр тата учета тăратман техникăпа ĕçе тухнине палăртасси, питех те кивелнĕ техникăна учетран кăларасси малти вырăнта пулчĕ.
Паян «Трактор» уйăхлăх-операцие пĕтĕмлететпĕр. Ку тапхăрта район территорийĕнче 68 техника единицине тĕрĕслерĕмĕр. Вĕсенчен 4-шĕ çул-йĕр правилисене пăсни, 6-шĕ хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, 5-шĕ техникăна патшалăх регистраци правилисене пăсса эксплуатацилени, техосмотр правилисене пăхăнманнисем 11 трактор пулни палăрчĕ. Ку çеç çителĕксĕр пулас. Пĕр тĕслĕхре трактор рулĕ умĕнче тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр çын ларни, 7 машинăн регистраци докуменчĕсем пулманни, 8-шĕнче вара техника единици çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăсакан юсавсăрлăхсемпе ĕçе тухни палăрчĕ.
Айăплисен (18 çын) кашни çитменлĕхшĕнех çирĕп явап тытма тиврĕ. Вĕсем хăйсен тĕрĕс марлăхне ăнланса илчĕç-ши; Тĕрĕслĕпĕр – курăпăр.
С. НИКОЛАЕВ,
ЧР Гостехнадзорăн районти
инспекторĕ.