10 сентября 2011 г.
Мĕн канăç памасть ял çыннине?
Хаçатăн июлĕн 23-мĕшĕнчи номерĕнче пурăнмалли çурт-йĕр строительствин, коммуналлă услугăсемпе тата çăмăллăхсемпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе В.Г. НИКИТИНПА хаçат урлă тÿрĕ лини йĕркелесси пирки хыпарланăччĕ. Паян Владимир Германович сирĕн ыйтусене хуравлать.
Ыйту: – Пирĕн Шупашкарти пек пурăнас килет. Унта хваттерсенче пурăнакансем хваттер укçи тÿлеççĕ те подъезд та вĕсен таса, çурт таврашне те дворниксем тирпейлесе тăраççĕ. Пирĕн патра вара çапла калаççĕ: «Подъездне хăвăр çăвăр, çурт йĕри-тавра та хăвăрах тасатăр. Эсир хваттер укçине хулари чухлĕ тÿлеместĕр». Эпир хулари чухлех тÿлеме хатĕр, анчах та сервисĕ те хулари пек пултăр. Енчен те УК хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлаймасть пулсан урăххине тупăр. Йышăнăр мĕн те пулин. Унсăрăн йĕрке пулас çук.
Парковая урамра пурăнакан çамрăксем.
Хурав: – Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ 2010 çул вĕçĕнче 2011 çулта çуртсене тытса тăнăшăн тата юсав ĕçĕсем пурнăçланăшăн тÿлеме икĕ вариант сĕнчĕ. Пĕрремĕшĕ – çурт йĕри-таврашне тата подъезд площадкисене тасатса пăхса тăнине шута илсе, иккĕмĕшĕ – çурт йĕри-таврашне тата подъезд площадкисене тасатса тăма уйрăм рабочисем йышăнмасăр. Расчетсем çапла пулчĕç: подъезд площадкисемпе çурт çывăхĕнчи территорисене тасатса тирпейлесе тăма ятарлă çынсем тытас пулсан хваттер укçи пĕр тăваткал метршăн 14 тенкĕ те 41 пус, тытмасан 8 тенкĕ те 83 пус тÿлемелле тухрĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕнче асăннă расчетсене сÿтсе явнă. Тÿлев хакĕсем тăрук нумай ÿссе кайнине кура 8 тенкĕ те 83 пус тарифа çирĕплетнĕ.
Анчах та çурт-йĕр хуçисем хăйсен пĕрлехи пухăвĕнче 14 тенкĕ те 41 пус тарифа çирĕплетме пултараççĕ. Кунпа пĕрлех РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен кирек хăçан та хăйсен пĕрлехи пухăвĕнче нумай хваттерлĕ çурта тытса-пăхса тăрассин йĕркине улăштарма право пур. Çурт-йĕр хуçисен юлташлăхне йĕркелемелле кăна.
Юсав ĕçĕсене пахалăхлă тата вăхăтра туса ирттересси пĕтĕмпех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн вăхăтра тÿлесе тăнинчен килет. Пухăннă укçа-тенкĕ чи малтанах ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене тÿлеме каять. Юлнă укçа-тенкĕпе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ тата пурте усă куракан вырăнсене пăхса тăнă çĕрте усă куратпăр. Акă Парковая урамри 2, 3, 3 «а», 5, 5 «а» номерсемлĕ çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем тĕлĕшпе илес пулсан коммуналлă усугăсемшĕн тÿлесе татман парăм 244321,42 тенкĕпе танлашрĕ. Асăннă çуртсене тытса тăма тата юсав ĕçĕсем туса ирттерме каякан уйăхри укçа виçи 55137,17 тенкĕпе танлашать. Апла пулсан çак ĕçсене туса ирттерме 4 уйăхшăн укçа-тенкĕ уйăрман.
Ыйту: – Мĕншĕн Парковая урамра çуртсене япăх тăваççĕ; Юнашар хирте çум курăк алхасать. Ача-пăча площадкисем тăвассине пăхса хунă-ши;
Хурав: – Çуртсене проектпа пăхнă пек тăваççĕ. Вĕсем пурте экспертиза витĕр тухнă. Çурт-йĕр тăвас ĕçсене вĕçленĕ хыççăн территорисене тирпей-илем кĕртме пăхнă. Парковая урамри 6-мĕш çурта хута ярсан ача-пăча площадки тума палăртнă.
Ыйту: – Муркашра гараж кооперативне йĕркелесе хута яма палăртнă-и; Çуртсен картишĕсем автомашинăсемпе тулса ларчĕç вĕт.
Хурав: – Ыйту уçă юлать темелле пулĕ. Хальлĕхе гараж кооперативне йĕркелеме район центрĕнче ирĕклĕ вырăн çук. Муркашра пурăнакансене ăнланатăп, хăçан та пулин ку ыйтăва татса парасах пулать.
Ыйту: – Кашни хваттертех шыв шутлакан счетчиксем лартма хистеççĕ-и; Мĕн хак тăрать çак ĕç тата ăна камсем пурнăçлаççĕ;
Хурав: – 2009 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче йышăннă 261-ФЗ номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем шывпа мĕн чухлĕ усă курнине шутлакан харпăр хăйĕн счетчикĕсене вырнаçтарма тата хута яма тивĕç.
Шывпа мĕн чухлĕ усă курнине палăртакан счетчиксене вырнаçтарассипе тата пломбăлассипе «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă унитарлă предприятийĕ тата чикĕллĕ яваплăхлă «Жилкомсервис» общество ĕçлеççĕ. Материалсене шута илмесĕр счетчик вырнаçтарса панăшăн укçа тÿлемелли тариф 715 тенкĕпе танлашать.
Ыйту: – Республика кунĕ умĕн Муркашра йĕрке тăвассипе нумай ĕçлерĕç. Сахал мар выльăх сарайне пăстарчĕç. Хăшĕсем балкон патнех çитнĕччĕ. Çавăнпа пĕрлех тутăх тимĕр гаражсем вырăнтах юлчĕç.
Хурав: – Йĕрке тăвассипе ĕçлеместпĕр мар. Акă Гагарин урамĕнчи 18-мĕш çурт патĕнче вырнаçтарнă 7 гаража куçарттарма пăхнă. Кунта çĕнĕ çурт çĕклеме палăртнă. Анчах та пур гаражсене те Муркашран илсе тухма май çук. Тутăх гаражсен хуçисене вара гаражсене сăрлама хушнă.
Ыйту: – Электроэнерги, газ хакĕсем çитес çул мĕн чухлĕ ÿсессине пĕлес килет.
Хурав: – Тарифсене çитес çул икĕ тапхăрпа ÿстерĕç. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх усугисен тарифĕсем ÿсесси пирки республика Президенчĕ хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура Конкурентлă политикăпа тарифсен республикăри службин ертÿçи Альбина Егорова каласа пачĕ. Унăн сăмахĕнчен çакă паллă. Тарифсем енĕпе ĕçлекен федераллă служба кирлĕ документсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Прогноз тăрăх çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тÿлесси ытларах ÿсмелле. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса газ хакне 5 процент ÿстерме пăхнă. Çав çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара вăл татах 10,5 процент ÿсĕ.
Çавăн пекех ăшăпа тата электроэнергипе усă курнăшăн та тарифсем хăпарĕç. Çĕнĕ çултан тытăнса электроэнерги 5 процент, апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара татах 6,5 процент хакланĕ. Ăшă энергине 11 процент хаклатма пăхнă: январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 8 процент тата апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 3 процент.
«Ку вăл Раççейри вăтам кăтарту,– палăртрĕ Альбина Егорова.– Уйрăм регионсем тăрăх тарифсем кăшт пĕчĕкрех е кăшт пысăкрах та пулма пултараççĕ. Раççейри тарифсен федераллă служби палăртакан йĕркелесе пыракан тарифсен виçисем тăваттăмĕш кварталта паллă пулĕç. Прогноз тăрăх вара пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх усугисен пур тарифĕсем те 2012 çулта вăтамран 11 процент ÿсмелле».
Ыйту: – Федераци шайĕнчен уйăрса панă укçапа пĕлтĕр çуртсене юсассипе чылай ĕçсем пурнăçларĕç. Кăçалхи лару-тăру мĕнлерех;
Хурав: – Республикăн «Чăваш Республикинче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсасси çинчен» адреслă программипе килĕшÿллĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи 283-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе кăçал Муркаш районĕнче нумай хваттерлĕ 8 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме пăхнă. Кусем вĕсем Муркашри Гагарин урамĕнчи 20-мĕш çурт, Октябре 50 çул урамри 40-мĕшпе 44-мĕш çуртсем, Москакассинчи Зеленая урамри 2-мĕш, 4-мĕш, 5-мĕш тата 6-мĕш çуртсем, Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 12-мĕш çурт. Пĕтĕмĕшле капиталлă юсав ĕçĕсен хакĕ – 7865280 тенкĕ. Вăл шутран пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшассин фончĕ шучĕпе 4500000 тенкĕ, республика бюджечĕ шучĕпе 1485634 тенкĕ, вырăнти бюджет шучĕпе 1485634 тенкĕ, хваттерсенче пурăнакансен шучĕпе 394012 тенкĕ. Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсене туса ирттерме подрядлă организацисене явăçтарассипе уçă конкурс ирттеретпĕр.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн вăхăтра тÿлес енĕпе 185-ФЗ номерлĕ Федераллă саккун условийĕсене пурнăçламан пирки (90 процент) кая юлмасăр капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли çак çуртсене çÿлте асăннă программăна кĕртме май килмерĕ: Юнкă ялĕнчи Центральная урамри 35-мĕш çурт, Мăн Сĕнтĕрти Мичурин урамĕнчи 10-мĕш çурт, Ярапайкассинчи Молодежная урамри 1-мĕшпе 2-мĕш çуртсем.
Ыйту: – 2-мĕш номерлĕ котельнăй таврашĕ çÿп-çап айне пулнă. Ма турттарса тухмаççĕ унти тасамарлăха;
Хурав: – Муркашри 2-мĕш номерлĕ котельнăй таврашĕнчи пысăк калăпăшлă ăпар-тапăрпа çÿп-çапа тата ытти вырăнсенчен август уйăхĕнче тиесе ăсатнă. Ăна тиесе ăсатасси тата утилизацилесси вăтамран 8 пин тенкĕне кайса ларчĕ.
Ыйту: – Кантăк тата кĕленче таврашне пухма магазинсем патĕнче ятарлă контейнерсем вырнаçтарасси пирки пĕлтернĕччĕ. Пирĕн магазин патĕнче хăçан пулĕ-ши вăл;
Çатракасси ялĕнче пурăнакансем.
Хурав: – Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсем иккĕшĕ те кантăк ванчăкĕсем тата кĕленче таврашĕ пухма магазинсем патĕнче ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă. Çатракасси ялĕнче кун пек контейнер магазинран 20 метрта вырнаçнă.
Ыйту: – Йăла каяшĕсене малашне укçалла турттарма тытăнаççĕ тенĕччĕ. Чăннипе ăçта та пулин турттараççĕ-и ăна; Çул хĕррисемпе ăçта килчĕ унта халĕ те çÿп-çап тултарнă михĕсем купи-купипе йăваланса выртнине курма пулать. Тасатĕç-и вĕсене хăçан та пулин; Е кун пек хăтланакансене кама та пулин ответ тыттарнă-и;
Хурав: – Ялсенче, çулсен хĕррисемпе пуçтарăннă çÿп-çапа пухса ăсатас ĕçе ял тăрăхĕн администрацийĕн йĕркелесе туса пымалла. Малашне ку ĕçе çапла майпа йĕркелеме пăхнă. Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ кашни уйрăм хуçалăхпа килĕшÿ тăвать. Каяш турттарнăшăн кашни çын пуçне уйăхсерен 25 тенкĕ тÿлемелле пулать. Çак килĕшÿпе пăхнă май пухăннă çÿп-çапа полигона турттарса тăрĕç.
Ыйту: – Çĕнĕ çуртсем тунă чухне автомашинăсем тăмалли вырăнсене те пăхса хумалла. Акă эпир Парковая урамри 2-мĕш номерлĕ çĕнĕ çуртра хваттер илтĕмĕр. Унта туса панă вырăн пĕтĕмпе те 4–5 автомашинăлăх кăна. 40 хваттерлĕ çурт валли ку сахалрах пек туйăнать. Мĕншĕн тесен халĕ хваттер туянакансенчен ытларахăшĕн автомашина пур. Çавăнпа та вĕсем автомашинăсене подъезд умнех лартма тытăнчĕç.
Пирĕн çуртпа юнашарах 3 подъездлă тепĕр çурт туса пĕтереççĕ. Çавăнпа та автомашинăсем валли ятарлă уйрăм вырăн тума май çук-ши; Вăл вара подъездсенчен аяккарах пултăр. Паллах ĕнтĕ йĕркеллĕ ача-пăча площадки те кирлех.
Хурав: – Парковая урамра çĕнĕ çуртсем тунă май автомашинăсем тăмалли вырăнсем (стоянкăсем) те пулмалла, ача-пăча площадкисем тăвассине те палăртнă. Ку ĕçсене хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ пурнăçлать.
Пичете
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.