10 сентября 2011 г.
Сире кĕр парнисем кĕтеççĕ
Çулсеренех авăн – чÿк уйăхĕсенче ырă йăлана кĕнĕ тăрăх республикăра «Кĕр парнисем» уйăхлăх иртет. Чăваш Енре пурăнакансем çак вăхăта чăтăмсăр кĕтеççĕ. «Кĕр парнисем» хулара пурăнакансене йÿнĕ хаксемпе хĕл каçмалăх ял хуçалăх продукчĕсене туянма çул уçать пулсан, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене хăйсен продукцине инçе каймасăрах сутма май парать. Çакăн пирки пулчĕ те пирĕн калаçу Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕпе Леонид НИКОЛАЕВПА.
– Леонид Григорьевич, «Кĕр парнисем» ярмăрккă хулара пурăнакансемпе ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемшĕн йăлана кĕнĕ ырă мероприяти. Ăна ял хуçалăх продукцийĕ туса илсе сутакансем те, ăна туянас кăмăллисем те ытараймасăр кĕтеççĕ. Çак ярмăрккăн кăçалхи уйрăмлăхĕсем еплерех-ши;
– Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче пурăнакансемпе ял çыннисем хушшинчи туслă çыхăнăва малалла аталантарссине тĕпе хурса асăннă хуласенче авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса «Кĕр парнисем – 2011» ярмăрккă суту-илĕвĕсем йĕркеленеççĕ. Ку ярмăрккăсем юлашки вăхăтра çулленхи кун йĕркине кĕнĕ ырă пулăмсем. Çакă ытахальтен пулманнине тата ярмăрккă уссине хресченсем те, хулара пурăнакансем те çулленех унта активлă хутшăнса çирĕплетсе параççĕ.
Кĕр парнисен ярмăркки ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене хăйсен продукцине пасара пынă автотранспорт çинчен контрольпе касса машинисĕрех суту-илÿ тума ирĕк парать. Суту-илÿ вырăнĕсене те ку ярмăрккăра вĕсене тÿлевсĕрех параççĕ.
– Хаксем пирки мĕн калайратăр вара;
– Хулара çирĕплетнĕ вырăнсенче иртекен «Кĕр парнисем – 2011» ярмăрккăсенчи хаксем пасартисенчен тата супермаркетсенчинчен 15-20 процент йÿнĕрех пулнипе палăрса тăраççĕ. Ку вăл унчченхи çулсенче те çаплах пулнă. Çакăн сăлтавне ăнланатаратăп: асăннă ярмăрккăра тавар туянакансем ăна туса илекенсенчен хăйсенчен тÿрремĕн туянма пултараççĕ. Кун пек чухне тавар сутакан хăйĕн продукцийĕн пахалăхĕшĕн те хăй явап тытать. Çакна ăнланса хула çыннисем «Кĕр парнисем – 2011» ярмăрккăна кăçал та тулли кăмăлпах тухасса шанас килет.
Иртсе пыракан çулталăк ял хуçалăх культурисен тухăçĕпе хресчене палăрмаллах савăнтарчĕ. Çавăнпа та ярмăрккăри хаксем те пысăк пулас марри пирки иккĕленÿ çук. Танлаштарма: пĕлтĕрхи типĕ çанталăк условийĕсенче те ярмăрккăра çĕр улми хакĕ 17-22 тенкĕ пулнăччĕ пулсан, ăна илсе сутакансен аллинче «иккĕмĕш çăкăр» хакĕ 20-28 тенкĕне çитнĕччĕ. Кăçалхи ярмăрккă умĕн Николаев урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче çакнашкал хаксене тĕл пултăмăр: михĕрен ытларах туяннă чух пĕр килограмм çĕр улми 6-7 тенкĕ, купăста 3-4 тенкĕ, кăшман 6-7 тенкĕ, кишĕр 10-14 тенкĕ, сухан 10-11 тенкĕ.
Кăçал тавар туса илекенсенчен сутас сĕнÿсем ытларах. Çапла вара хула çыннисен саппасланма та çулсем ытларах уçăлаççĕ. Çакна ăнланса «Кĕр парнисем – 2011» иртекен хуласен йышне те анлăлатрăмăр. Кăçал ял хуçалăх продукцине республикăри çĕр ĕçченĕ Чăваш Енри 5 хулара реализацилеме пултарать.
– Ярмăрккăна ял хуçалăх таварĕ сутма тухаканăн мĕн асра тытмалла, мĕнле требованисене пăхăнмалла;
– Кунта ытлашши улшăну çук. Ярмăрккăна тухакан тĕлĕшпе йăлтах стандартлă требованисем. Сутуçăн маларахах продукцин пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ пирки документсем хатĕрлемелле. Суту-илÿ лаптăкĕсенче ярмăрккă пынă вăхăтрах хула администрацийĕсен специалисчĕсем ĕçлĕç. Вĕсем сутакансем тĕлĕшпе сиксе тухакан ыйтусене вырăнсенчех татса пама пулăшĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен представителĕсен, килти хушма хуçалăх тытакансен çумра çакнашкал хутсем кирлĕ пулаççĕ: хресчен (фермер) хуçалăхне регистрациленине çирĕплетекен документ, ял тăрăхĕнчи хуçалăх кĕнекинчен çырса илни. Тепĕр майлă каласан сутă тума тухаканăн продукцийĕ хăйĕн хуçалăхĕнчен пулнине çирĕплетмелле. Кун пек чухне вĕсенчен аренда укçи илмĕç.
– Ярмăрккăна тухакансене эсир мĕн каланă пулăттăр тата сирĕн пĕтĕмĕшле сĕнĕвĕр мĕнлерех пулĕ;
– Тавар туса илекенĕн ăна яланах тухăçлăрах сутас килет. Туянакан вара нумай чухне йÿнĕреххине, анчах пахараххине шырать. Эсир хăвăр тавара туянакан умне мĕнле кăларатăр, хăвăр хуçалăх пирки епле пĕлтеретĕр – çакă сирĕн пулас сутăвăн тĕп пайĕ. Тавар туянакан паян хитре калăпланă, пысăк пахалăхлă тавара хакне пăхмасăрах туянма пултарать. Çакăнпа пĕрлех сутма тухаканăн çумра продукцие тыткалама лотоксем, тавар çинче хак çырнисем, çÿп-çап пуçтармалли шăнăçсем, упаковкăламалли материалсем т. ыт. те пулмалла.
«Кĕр парнисем» ярмăрккăна тухакан ял çыннисене хăйсен таварне ăнăçлă сутма, хулара пурăнакансене вара хĕл каçмалăх ял хуçалăх продукчĕсемпе саппасланма, пĕрлехи ĕçпе кăмăллă пулма сунатăп. Çапла пултăрччĕ!
А. БЕЛОВ калаçнă.