Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-кĕвĕ ĕçре пулăшать

10 сентября 2011 г.

Юрă-кĕвĕ ĕçре пулăшать

Çак кунсенче «Передовик» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Уй-хир ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен чылай килет ăнăçу. Уй-хирте комбайнсен сасси ир пуçласа каçченех кĕрлесе тăрать. Çак ĕçсене туса пыма вара кÿршĕллĕ Çармăс Республикинчен килнĕ комбайнерсем те пулăшаççĕ.

Йĕтем çине машина хыççăн машина тырăпа килсех тăрать. Икĕ йĕтем çинче вăй хуракансем те тăрăшуллă. Вĕсем çапса тĕшĕленĕ тырра вăхăтра аласа пÿлмесене хываççĕ.

– Кăçал тыр-пул тухăçĕ гектар пуçне вăтам шутпа 20 центнертан кая мар,– каласа парать хуçалăх ертÿçи Н.Л. Царев.

Уй-хирте ĕçлекенсене вара яланхи пекех Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ агитбригада ушкăнĕ хавхалантарсах тăрать. Чăнах та 10–15 минута тăсăлакан концерт программине пăхнă хыççăн ĕçлекенсен кăмăлĕ те çĕкленет. Концертсене ăшă кăмăлпа йышăнаççĕ, татах çавăн пек килсе савăнтарăр тесе ăсатаççĕ.

Художество пултарулăх ушкăнĕн членĕсем те тулли кăмăлпа сыв пуллашаççĕ. Çынна хавхалантарма нумай та кирлĕ мар çав. Ахальтен мар ĕнтĕ темĕнле йывăр самантра та юрă-кĕвĕ çынна хавхалантарнă, кăмăлне çĕкленĕ.

Ăнăçу сунас килет «Передовик» хуçалăх ĕçченĕсене кĕрхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ туса ирттерме.

Г. ГОЛУБЕВА,

Москакассинчи Культура çурчĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика