Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулне кунта уçаççĕ

10 сентября 2011 г.

Пурнăç çулне кунта уçаççĕ

Ача епле çын пуласси, унăн воспитанийĕ, аталанăвĕ унăн шкул çулне çитменхи тапхăрти пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Шăпах ĕнтĕ çак вăхăтра ачасен харпăр хăйĕн пахалăх паллисем çирĕпленсе юлаççĕ. Кусем вĕсем ас тăвăм та, шухăшлав та, тимлĕх те, калаçу та тата ыт. те. Çак енсем кайран вĕсем пуçламăш шкулта ăнăçлă ĕлкĕрсе пыма, хăйĕн тантăшĕсемпе тата аслисемпе хутшăнма, кирлĕ информацие туллин илме пĕтĕмпех кирлĕ.

Районта шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем 29. Вăл шутран ача сачĕсем 15, пуçламăш шкул-ача сачĕсем 5, шкул çулне çитменнисен 7 ушкăнĕ тата шкулсенче шкул çулне çитменнисем валли кĕске вăхăтлăх йĕркеленĕ ушкăнсем.

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене 1530 ача çÿрет. Вĕсенчен 94,7 проценчĕ шкул çулне çитмен аслă çулхи ачасем. Çулсеренех шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вырăн çитменни ытларах та ытларах палăрать. Паянхи куна шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿреме 1,5 çултан тытăнса 6,5 çулчченхи ÿсĕмри 144 ача черетре тăрать. Анализсем çавна кăтартса параççĕ. Уйрăмах шкул çулне çитменнисен кĕçĕнрех ÿсĕм тапхăрĕнчи ачасене ача сачĕсене вырнаçтарасси ыйтусем çуратать.

Ыйтăва татса парассипе ĕçлемеççĕ мар. Ача сачĕсенче вырăнсене компактлăрах йĕркелесе татах 78 вырăн йĕркелеме май килнĕ. Москакасси ял тăрăхĕнчи «Колокольчик» ача садĕнче вара 25 вырăнлăх хушма ушкăн йĕркелеме палăртнă.

Ача сачĕсенче вырăн çитменнин ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе палăртса хунă ĕçсем калăпăшлă. Кусем вĕсем шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çĕнĕрен тăвасси те, пристройсем тăвасси те. 2012 çулта Муркаш лицейне реконструкцилеме палăртнă. Унта 60 вырăнлăх ача сачĕ пулĕ. 2013 çулта Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи «Мечта» ача садĕнче хушма строительство ĕçĕсем пурнăçласа 60 ача валли вырăн йĕркелемелле, 2014 çулта Москакасси ял тăрăхĕнчи «Колокольчик» ача садĕнче строительство ĕçĕсем пурнăçламалла, 40 вырăн уçмалла. Кунпа пĕрлех çав çулах Муркашра 200 вырăнлăх хальхи ача сачĕн çуртне тума тытăнма палăртнă.

В. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика