Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечексен илемлĕ тĕнчинче

07 сентября 2011 г.

Чечексен илемлĕ тĕнчинче

Çултан çул ялсенче пурăнакан çынсем тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшни куç кĕрет. Москакасси ял тăрăхĕнчи Зеленая урамри 1-мĕшпе 2-мĕш çуртсенче пурăнакансем вара пĕр-пĕрин хушшинче конкурс та туса ирттерчĕç. Тăрăшни вара сая каймарĕ. Малтанхи çулсенче пиçен-мăян хушшинче ларнă çуртсем самаях илемленсе чечекленчĕç. Ачасем валли «çÿлтен» укçа-тенкĕ ыйтмасăрах илемлĕ уçланкăсем туса пачĕç.

Мĕнрен-ха ăсталарĕç çаксене; Хальхи вăхăтра автомашинăсем нумай çÿреççĕ. Çакăнта шăпах ĕнтĕ автомашина кустăрмисем питех те усăллă пулчĕç. Уçланкăсенче хăйăр лаптăкĕсене те, акăшсене те çак япаласенчен ăсталарĕç ĕçчен хĕрарăмсемпе арçынсем. Вĕсен йĕри-тавра вара ача-пăча сасси татăлмарĕ. Вĕсем мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшрĕç. Çапла вара икĕ çурт умĕнче ачасене савăнмалăх илемлĕ уçланкăсем пулса тăчĕç.

Çак çуртсем умĕнчи илемлĕхшĕн çуркуннех тăрăшма пуçларĕç кунта пурăнакансем. Çуртсем йĕри-тавра çĕр лаптăкĕсене кăпкалатса чечексем лартса хăварчĕç. Уйрăмах 1-мĕш çуртра пурăнакансем самаях тăрăшрĕç. Çĕнĕрен клумбăсем те йĕркелерĕç.

Паянхи куна илсен вара çак илемлĕ чечексене кашни иртен-каян ăшă кăмăлпа пăхса иртет. Чăнах та çыннăн кăмăлне çĕклеме, савăнтарма нумаях та кирлĕ мар иккен. Кашни çын хăй пурăнакан вырăнта илемлĕхшĕн кăштах та пулин вăй хурать пулсан, тавралăхшăн мĕн тери усăллă пулĕччĕ. Шел пулин те пур çĕрте те çакна шута илмеççĕ-ха, пиçен-мăян айĕнче пурăнсан та каять теççĕ пулас кун пеккисем.

Çак илемлĕхе тума тăрăшнă çынсене ятранах асăнса тав сăмахĕ калас килет. Кусем вĕсем А. Ястребова, Г. Михайлова, Н. Тимофеева, Р. Савельева (шел пулин те пирĕнтен çав тери вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ), В. Сандимирова, Ю. Дементьева, Р. Барминова, Г. Григорьев т. ыт. те. Сахал мар тăрăшрĕç вĕсем çак илемлĕхе тăвас тесе. Вĕсен малашне те ĕçлеме çирĕп вăй-хал пултăр, пирĕн те вĕсем пек пулма тăрăшасчĕ.

Г. ГОЛУБЕВА,

Москакассинчи Культура çурчĕн

директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика