Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илмелли нумай

07 сентября 2011 г.

Аса илмелли нумай

Хальхи вăхăтра авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунне «Пĕлÿ кунĕ» тесе паллă тăватпăр. Иртнĕ 20-мĕш ĕмĕрте вара пире, çамрăк специалистсене, предприятисемпе хуçалăхсенче ĕçлеме тытăнсанах «Пĕлÿ» обществăна йышăннă та эпир унта совет саманинчи аслă парти саланса кайичченех пулнă.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче мана яланах пĕлÿ тĕнчинче пулнă самантсем аса килеççĕ. Халĕ акă паллă çынсен çуралса çитĕннĕ кил-çуртĕнче пулса курнисем куç умне тухаççĕ. Вĕсем çаксем: Чăваш халăх поэчĕ Семен Васильевич Эльгер, Чăваш Республикин халăх комиссарĕсен канашĕн председателĕ Лука Семенович Спасов, граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев.

Мана халăх поэчĕн С.В. Эльгерăн çуралса ÿснĕ килĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Ку вăл иртнĕ ĕмĕрех 50-мĕш çулсем вĕçленнĕ тапхăрта пулнăччĕ. Эпĕ хам çуралса çитĕннĕ Трак тăрăхĕнчен пиччепе (атте шăллĕпе) тата тепĕр икĕ çынпа, вăтам шкул пĕтерекен çамрăк, хĕллехи каникул вăхăтĕнче лашасем кÿлсе вутă-шанкă шырама тухса кайрăмăр. Пирĕн тăрăхра пĕчĕк вăрмансем çеç, вутă-шанкă çитместчĕ.

Çапла ялтан яла иртсе Йĕпреç тăрăхĕнчи Мăн Упакасси ялне çитрĕмĕр те вутă сутакан хуçалăх шыраса тупрăмăр. Каç пулса килнĕ май пирĕн кунтах çĕр каçмалла. Пÿрте кĕрсенех эпĕ стена çинче курнă поэтăн вăтам виçеллĕ сăн ÿкерчĕкĕ çакăнса тăнине куртăм. Кил хуçине хăш ачи литературăпа кăсăкланни çинчен ыйтатăп, халăх поэчĕн паллă сăн ÿкерчĕкне те вырнаçтарни çинчен калатăп.

– Маттур,– тет те мана кил хуçи халăх поэтне пĕлнĕшĕн ку вăл унăн тăван пиччĕшĕ пулни çинчен калать. Эпĕ халăх поэчĕн тăван кил-çуртне çитсе тухнипе чăннипех хавхаланатăп. Унăн шăллĕпе калаçкаланă ĕнтĕ, халĕ пурне те аса илейместĕп.

Халăх поэчĕ Семен Васильевич Эльгер çинчен эпĕ тĕплĕнрех «Вĕсемпе Чăваш Республики мухтанать» кĕнекере вуласа паллашрăм. Вăл педагогсем хатĕрлекен курса пĕтерсен вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Кайран «Канаш» хаçатра, «Сунтал» журналта, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Çав вăхăтсенчех «Хĕн-хур айĕнче», «Вăрçă кунĕсем», «Шуçăмлăхра» кĕнекесем кăларнă, паллă çыравçă пулса тăнă.

Лука Семенович Спасов кил-çуртĕнче вара манăн иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен тапхăрĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Эпĕ ун чухне Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн студенчĕ пулнă ĕнтĕ. Эпир çĕнĕ пÿрт çавăраттăмăр. Манăн пичче, аслă платник пулнă май, пирĕнтен виçĕ çухрăмра вырнаçнă ялти маçтăрпа чÿрече рамисем тума калаçса татăлнă иккен.

Çуллахи каникул кунĕсенче чÿрече рамисем патне кайсан вĕсен пÿртĕнче каллех Лука Семенович Спасов сăн ÿкерчĕкне куртăм. Ăна малтан эпĕ Трак тăрăхĕнчи паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем хушшинче курнăччĕ пулмалла. Кил хуçи каллех мана Лука Семенович унăн шăллĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Лука Семенович пирки тĕплĕнрех вара эпĕ чылай каярахпа «Вĕсем халăхăн телейлĕ шăпишĕн кĕрешнĕ» кĕнекерен вуласа пĕлтĕм.

Вăл граждан вăрçинче, Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ. Вăрçă хыççăн Хĕрлĕ çарта тĕрлĕ вырăнсенче пулнă, полковник таранах ÿснĕ. Комиссарсен канашĕн председателĕ пулнипе пĕрлех вăл яланах Совет Союзĕн Ĕç тăвакан тĕп комитечĕн членĕ пулнă. Ăна икĕ хутчен «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш тата 2-мĕш степень орденĕсемпе, нумай хутчен хамăр çĕр-шывăн, икĕ хутчен Польша çĕр-шывĕн медалĕсене парса чысланă.

Граждан вăрçи паттăрĕн В.И. Чапаевăн çуралнă кил-çурчĕ умне вара эпĕ Шупашкарпа юнашарта вырнаçнă Будайка ялĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕнче авăн уйăхĕн вĕçĕнче пырса тухрăм. Манăн ун чухне, вăтам шкул пĕтернĕскерĕн, Шупашкарта пĕр-пĕр ĕçе вырнаçма хваттер тупмаллаччĕ.

Урам пуçĕнчех çÿллĕ пÿрт ларать. Урамалла виçĕ чÿрече. Рамисем икĕ еннелле уçăлаканнисем, кăвак сăрăпа сăрланă. Пÿртĕн тăрăллă йывăç хапха енчи кĕтесĕ çинче «Çак çуртра граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев çуралнă» тесе çырнă хăма çакăнса тăрать. Хăш вăхăтра çуралнине те çырнăччĕ, халĕ астумастăп ĕнтĕ.

Ашшĕ çинчен унăн ывăлĕ Александр Васильевич Чапаев генерал Шупашкара тĕл пулăва килсен пире, ял хуçалăх институчĕн студенчĕсене, тĕплĕн каласа панăччĕ. Валентин Бурнаевский çыравçă та Чапаев çинчен темиçе кĕнеке те çырнăччĕ.

Халĕ ĕнтĕ Муркаш тăрăхĕнче те паллă сăнарсем хушăнсах пыраççĕ. Акă темиçе кун каялла çеç Чемей тăрăхĕнче çуралса çитĕннĕ, вĕренсе паллă ăстаçă пулнă тухтăрпа, академик ятне тивĕçнĕ Нина Севастьяновна Остроносовăпа тĕл пулса калаçрăм. Çак çÿллĕ шайри çитĕнÿпе саламланипе пĕрлех тĕл пулса тĕплĕнрех калаçмалли пирки систертĕм. Мĕнех, вăл хирĕç мар.

Н. ПЕТРОВ,

ĕç ветеранĕ.

Нискасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика