07 сентября 2011 г.
Ватти-вĕтти пурте вулавăшра
Ялсен социаллă аталанăвĕ пирки паян нумай калаçаççĕ. Хаçат ĕçĕпе унта е кунта пулса курсан социаллă аталану калаçу шайĕнчен конкретлă ĕçсем патне куçни те куç умне тухать.
Социаллă аталану çĕнĕ шая çĕкленсе пыни пирки калаçас пулсан манăн паян Мăн Сĕнтĕр салинчи вулавăш çинче чарăнса тăрассăм килет. Суйлавăм та ăнсăртран мар.
...Эпĕ вулавăша çитнĕ кун çуллахи каникул вăхăчĕ пулнипеччĕ-ши ачасем кунта чылайăнччĕ. Аслă ăрурисем те пурччĕ. Ачасем кĕнеке выставкисем патĕнче кĕпĕрленнĕччĕ, çĕнĕлĕхсемпе хăйсене кăмăла кайнă тин кăна пичетленсе тухнă кĕнекесемпе интересленетчĕç. Кунтах алă ĕçне хăнăхтаракан кĕнекесем, çар пурнăçне сăнлакан произведенисем, юратупа туслăха никĕсе хурса çырнă хайлавсем т. ыт. те.
Вулав залĕ варринче вырнаçнă сĕтел умĕнче вара аслă çулсенчи виçĕ арçын шашка вăййин вăрттăнлăхĕсене тĕпчетчĕç. Паллашатăп. Чылай хушă Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкула ертсе пынă, паян та тăван шкулта шашка-шахмат кружокне ĕçлеттерекен Василий Алексеевич Верендеев пенсионер час-часах çитĕнÿсем тăвакан юлташĕпе Р. Калягин пенсионерпа туслă вăйăра вăй виçетчĕç.
– Шашка-шахмат вăййине аслисемпе пĕрле çамрăксем те хапăлласах выляççĕ. Пирĕн фондри шашка-шахмат кĕнекисемпе усă курса çак тĕлĕнтермĕш вăйăсенче пуçламăш утăм тăвакансем те çук мар. Вĕсен ăнăçăвĕшĕн эпир пĕрле савăнатпăр. Кирлĕ чухне пултарнă таран пулăшма тăрăшатпăр, – терĕ мана хирĕç тухса кĕтсе илнĕ май библиотека ертÿçи Светлана Георгиевна Соколова.
Салари вулавăш ял культурин уйрăлми пайĕ пулнине Татьяна Аверкиевна Ефимова библиотекарьпе (19 çул ĕçлет) Татьяна Николаевна Ефимова методист (10-мĕш çул) та çирĕплетрĕç. «Хамăр ачаллах кĕнекепе туслашнă та çак туслăха çухатас килмерĕ. Паян хамăр юратăвăмăра ял çыннисем, шкулта вĕренекенсем хушшинче сарма тăрăшатпăр. Çынсем эпир йыхравланине хирĕç каймаççĕ те ĕçлес кăмăл ÿсет, çĕнĕ шухăшсем тĕвĕленеççĕ», – терĕç мана интереслĕ çĕнĕ кĕнекепе паллашма сĕнсе тарават кăмăллă икĕ Татьяна.
Вулавăшра паян 30 пин ытла кĕнеке упранать. Кунта тăтăш çÿрекенсем, çĕннине пĕлсех тăма тăрăшакан вулавçăсем пĕтĕмпе пин те 500 çынна яхăн. Вĕсенчен 600-шĕ – Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекенсем.
Ачасем салари вулавăш тусĕсем пулнăран кунти ĕçченсем те шкул пурнăçĕнчен пăрăнса иртмеççĕ. Акă иртнĕ çу кунĕсенче вĕсем Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул çумĕнче йĕркеленнĕ сывату лагерьне çÿренĕ ачасемпе куллен майлах çыхăнура пулнă. Çак вăхăтра вулавăш ĕçченĕсем ачасене Чăваш Республикин историйĕпе пурнăçĕ пирки, районăмăр тата Мăн Сĕнтĕр аталанăвĕ çинчен, Муркаш енри пултаруллă ĕçченсене тата патшалăх символĕсене халалланă презентацисемпе савăнтарнă. Тăтăш шыраври ĕçченсем çакăнпа çеç лăпланса ларман. Вĕсен тăрăшулăхĕпе эмел курăкĕсем пухассине тата вĕсен усăллăхне халалланă «Эпĕ улăхпа утмастăп, аптека тăрăх пыратăп» викторина ирттернĕ. Çак ĕçсенче тата шыравсенче ачасемпе пĕрле аслисем те тăтăшах ĕçрине çирĕплетекен пĕр ÿкерчĕк. Кăçал Чăваш Республикин кунне халалланă презентацисен конкурсĕнче «Республика шăпи – пирĕн шăпа» ĕçпе Мăнсĕнтĕрсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çапла вара Мăн Сĕнтĕр салинчи вулавăш районта пĕлтĕр ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх вулавăш» конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илни те ăнсăртран пулнă ÿсĕм мар.
Кĕнеке юратни ял çыннине вулавăша йыхравлать, кунта çĕнĕлх шыраттарать. Ял çыннин пурнăçĕ пĕтĕмпех ял хуçалăхĕпе çыхăннăран Мăн Сĕнтĕр салинчи вулавăшра вăй хуракансем килен-каяна çĕр ĕç культурипе, килти хушма хуçалăха аталантарас çĕрти литературăпа паллаштарсах тăраççĕ. «Çакна шута илсе эпир хамăра çĕр ĕçченĕсенчен пĕрре те кайра туймастпăр», – терĕ сăмахăмăра вĕçленĕ май Светлана Георгиевна ял хуçалăх тематикипе уçнă çумри стенд çине пăхса. Çак сăмахсемпе икĕ Татьяна та, вулавăшри çынсем те килĕшрĕç
А. БЕЛОВ.