07 сентября 2011 г.
Каялла утăм пире валли мар
Ĕç коллективĕсене çитсен час-часах малашлăха пăхса мал туртăмлă ĕçлекенсемпе тĕл пулма тивет. Вĕсемпе калаçсан, ĕмĕчĕсемпе паллашсан лайăхрах та лайăхрах пурăнма çулсем уçă пулнине, производствăна тухăçлăрах аталантарма мелсем пуррине асăрхатăн. Анчах çак уçă çулпа кашниех хавасланса малалла аталанманни уйрăм калаçу. Паянхи пирĕн сăмах вара ырă пуçарусене аталантарса ĕç ÿсĕмĕн çĕнĕ картлашкисемпе пыракансем пирки.
Çурла уйăхĕн 31-мĕ-шĕнче рейд ушкăнĕпе Е. Андреев яч. хис., Чапаев яч. хис., Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис., «Ударник» хуçалăхсенче пултăмăр. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлессипе вырăнсенче епле ĕçленипе паллашрăмăр. Иртнĕ хĕл кунĕсенче выльăх-чĕрлĕх умĕнчи йывăрлăхсене çĕнме пултарнă ĕçченсем çитес хĕл пирки шутланине кĕскен çапла пĕтĕмлетме пулать: каялла утăм пире валли мар.
– Хĕле хатĕрленнĕ май тирпейлĕх ыйтăвне тĕп вырăна лартрăмăр. Хĕл хырăмĕ пысăккине шута хурса çăва тухсанах выльăх апачĕ янтăлассипе çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Пĕтĕмлетÿ: нихăш çулхинчен ытларах утă хатĕрлерĕмĕр, ăна питĕ тирпейлĕ управа хутăмăр. Туяннă çĕнĕ икĕ МТЗ-82 тракторпа тата рулонлă икĕ пресспа, рулонсене тиемелли техникăпа тухăçлă ĕçлесе кăçал утă-улăм янтăлассине пĕтĕмпех механизацилерĕмĕр, – терĕ пире Çурлатринчи сĕт ферминче хуçалăхри ĕçсемпе паллаштарнă май кооператив ертÿçи В. Семенов. Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе улăмран пушаннă уйсенче кăçал туяннă çĕнĕ Т-150 трактор дискаторпа пĕр чарăнмасăр çĕр хатĕрлетчĕ.
Чапаев яч. хис. хуçалăхăн Отарккăри сĕт ферминче те кăçал выльăх апачĕ самай янтăланă. Рулонсенчен тунă улăм урисемпе утă капанĕсем хĕл хырăмĕ выçă пулмасса шантараççĕ.
Ферма хĕле тухăçлă хатĕрленнине ĕне сăвакан Р. Смирнова операторпа пăру пăхакан В. Волкова тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç.
Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче те обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисем хĕле хатĕр тесе çеç калама пулать. Уйкас Янасалти, Купăрляри, Кĕртекассинчи фермăсенче çитес хĕле хатĕрленсе юсав ĕçĕсене пысăк калăпăшпа туса ирттернĕ. Территорисенче тислĕк çук. Фермăсем таврашĕнче утă-улăм çителĕклипе пĕрлех выльăхсем тăракан сарайсенче тата ферма территорийĕсенче таса пулни Ильич яч. хис. хуçалăх çитес хĕле çанă тавăрсах хатĕрленнине çирĕплетет.
Çак кун эпир çитнĕ Чкалов яч. хис. тата «Ударник» хуçалăхсенче те обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем çитес хĕл кунĕсем пирки ответлăха туйса вăй хуни курăнчĕ.
Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки каласан та тиркеме сăмах çаврăнмасть. Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенчи фермăсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассипе лайăх терĕмĕр пулсан, «Ударник» хуçалăхра кашни фермăрах пушар хăрушсăрлăх щичĕсем 100 процент тулли пулни çĕр ĕçченĕ яваплăха малти вырăна кăларни пирки калать.
Çаплах пулсан районти обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хĕл кунĕсенче те производствăна чакармĕç тесе шанма пулать.
Рейд бригади:
Т. АЛЕКСЕЕВА, ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ;
Л. ФЕДОРОВА, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕ;
К. ПОПОВ, патшалăх пушар надзор пайĕн инспекторĕ;
А. БЕЛОВ, район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.