07 сентября 2011 г.
Федераллă бюджетран – 284,3 млн. тенкĕ
Патшалăх пулăшăвĕ Чăваш Еншĕн самантлăха та юлса пымасть. Акă 2011 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче те республикăна федераллă бюджетран субсиди укçи-тенки килсе çитнĕ:
– ял хуçалăх культурисене, нумай çул ÿсекен курăксене страхлама кайнă тăкаксене саплаштарма тивекен компенсаци 120 миллион тенкĕлĕх;
– пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан Фондран нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме 93,9 млн. тенкĕ, граждансене авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарма каякан тăкаксене саплаштарма 70,4 миллион тенкĕ.
ЧР Финанс министерстви.