Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки гектарсем çинче

07 сентября 2011 г.

Юлашки гектарсем çинче

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем юлашки гектарсем çинче пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 14157 гектар (94 процент) вырса çапнă.

Пĕтĕмпе 35265 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Тухăç пĕр гектар пуçне вăтамран 24,9 центнерпа танлашать. Çав вăхăтрах вăл Ильич яч. хис. хуçалăхра 34,9 центнер, «Ударник» хуçалăхра 31,7 центнер.

Улăма 11766 гектар çинчен (вырса çапнин 83 проценчĕ) пухса тирпейленĕ.

Кĕр аки ирттерме 4449 гектар (67 процент) çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене 3037 гектар (46 процент) акнă. Суворов яч. хис. хуçалăх ку тĕлĕшпе плана 115 процент тултарнă, кĕр аки ĕçĕсене 460 гектар çинче туса ирттернĕ.

Хуçалăхсенче çĕр улми кăларса пухас ĕçсем пуçăнаççĕ. Ĕнерхи куна «иккĕмĕш çăкăра» 21 гектар çинче кăларнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика