Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх аталанăвĕ – чун киленĕвĕ

03 сентября 2011 г.

Хуçалăх аталанăвĕ – чун киленĕвĕ

Тĕрлĕ енлĕ аталанма тĕллев лартнă çын хăй валли яланах ĕç тупать. Вăл хăй шухăш-ĕмĕчĕсене тăтăш çĕнĕлĕхсен шыравĕнче, аталану уçлăхĕнче вĕçтерет. Акă Малиновка ялĕнчи Вениамин Васильевич Федоров мĕн пуррипе кăна çырлахмасть, хушма хуçалăха тĕрлĕ енлĕ аталантарать, унта тăрăшнине вăл чун киленĕвĕ вырăнне хурать.

Кил картине кĕрсен чи малтанах кунта пурăнакан çемье ĕçчен пулни курăнать. Картиш тулли тĕрлĕ чĕр чун. Ирĕкре çÿрекеннисем кăна мар, читлĕхре хÿтлĕх тупнисем те пур. Каç пулттипе вара кунта пурте пĕрле пухăнсан кашни йышши выльăх-чĕрлĕхĕн хăйне майлă сасси илтĕнет. Акă нумаях та кĕттермерĕç пĕве хĕрринчен «холмогорский», «тульский-бойцовый», «камогорский» ăратлă пысăк кĕлеткеллĕ хурсем карталанса таврăнчĕç. Пĕри тепринчен илемлĕрех. Кайăк кăвакалĕсем та ав каç пуласса сиснĕ, кил еннеллех сулăннă. «Романовский» ăратлă сурăхсем те путеккисене ертсе таврăнчĕç.

– Кăçал ак çак сурăх пĕр харăсах пилĕк путек туса пачĕ, пурте тĕрĕс-тĕкел аталанаççĕ, – терĕ хуçалăхра тăрăшакан Вениамин Васильевич савăнăçне тата тĕлĕннине пытармасăр.

Картиш тулли эпĕ нихăçан курман йышши ăратлă чăх-чĕп кĕшĕлтетет. Хуçалăхра вĕсем «фаврель», «брама», «кохинхин», «орловский ситцевый», «куланги», «павловский» (юлашки вăхăтра çухалса пыракан ăрат) ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ. Пĕр йышшисем кĕçатă тăхăннă евĕр, теприсем илемлĕ шĕлепкепе утнă пек курăнаççĕ, лешĕсем авă чăпар тĕслĕ тутăр çухнăн утаççĕ. Кашни чăх ăрачĕн хăйĕн читлĕхĕ тата автанĕ пур. Тĕрĕссипе вара хуçалăхра ытти йышши чĕр чун татах та ĕрчет, пурне асăнса та пĕтереймĕн.

Çапах та манăн пĕр ыйту çуралчĕ. Ăçтан пуçланнă-ха хуçалăхра тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх аталантарас, çĕнĕрен те çĕнĕ ăрат туянас шухăш, тĕллев;

– Эпĕ мĕн ачаранах çĕр тата хушма хуçалăх ĕçĕпе туслашнă. 1980-мĕш çулсенче вара «Приусадебное хозяйство» журнала çырăнса илме пуçларăм, кашни номерне тĕплĕн вулаттăм. Унта тĕрлĕ регионсенче хушма хуçалăх тытакансем хăйсен ĕç-хĕлĕ пирки çыратчĕç, халĕ те çаплах. Манăн тĕп ертÿçĕ çак журнал пулчĕ пулĕ. Халĕ те унăн кашни номерне упратăп. Выльăх-чĕрлĕхĕн тĕрлĕ ăрачĕпе çав тапхăртан пуçласа ытларах кăсăкланма пуçларăм эпĕ. Вĕсен ăрачĕсене Подольск, Иваново хулисене, Мускав облаçне тата ытти чылай тăрăха çитсе туянтăм. Эпĕ тĕрлĕ чĕр чуна, паллах, пысăк укçа-тенкĕ тăвассишĕн мар, чун киленĕвĕшĕн усратăп, вĕсемпе ĕçлесе чуна уçатăп. Кашни тĕрли вара хăйне майлă аталанса пырать, – терĕ хуçалăха аталантарнă самантрах район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн методистĕнче ĕçлекен В.В. Федоров.

Вăхăтпа туллин усă курма тăрăшакан çемье пахчари ĕçе те тĕрĕс-тĕкел йĕркелесе пырать, ку тăрăхра чылайăшĕ ÿстермен культура ĕрчетет. Акă тĕслĕхрен, актиниди пирки илтнĕ тата ăна ÿстерекен çын сахал.

– «Пĕр йывăç çырла – çулталăклăх витамин», çакăн пек халап сарăлнă çак тĕлĕнмелле ÿсен-тăран çинчен. Вăл тĕрлĕ витаминпа питĕ пуян. Эпĕ ыттисене те ăна лартса ÿстерме сĕнетп, – терĕ сад ăсти. Пахчана тухсан чăн-чăн Ботаника сачĕ тейĕн. Кунта виçĕ тĕрлĕ виноград, актиниди, лимонник, женьшень, айва, 5 сортлă чие, груша тата ытти те.

Хĕрарăм вара чечек тĕнчине ытларах кăмăллать. Кунта тĕрлĕ чечек ешерет тата ытти чечек куçа илĕртет.

– Чечеке кăмăлламан хĕрарăм çук та пулĕ. Çулсеренех эпĕ чечек йăранĕ тăватăп. Кунта авă нумай çул ÿсекеннисем, кусем вара пĕр çул лараканнисем. Хăшне-пĕрне çырăнса илтĕмĕр, – терĕ тараватлăн Людмила Аркадьевна ешĕл чечексем çине тинкернĕ майăн. Кунта вара каламасăрах паллă ĕнтĕ мĕн чухлĕ ĕçлемелли. Чунтан ĕçлекен çын кăна çакна парăнтарма пултарать.

Ĕçчен çемье хурт-хăмăр ĕрчетет теççĕ халăхра. Палăртмасăр иртме çук, шăпах Федоровсен ешĕл пахчинче хÿтлĕх тупнă та вĕлле хурчĕсем. Вĕсен несĕлесем те çак ĕçпех аппаланнă пулĕ текен шухăш пуçра хĕмленчĕ.

– Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе эпĕ хам тĕллĕн пуçăнтăм, мана никам та вĕрентмен, нихăш утарта та пулса курман. 1982 çулта утар ĕçĕ пирки çырнă кĕнекесемпе кăсăкланма пуçларăм. Хам хуçалăхра та хурт-хăмăр ĕрчетсе пăхас шухăш çуралчĕ. Çавăнтанпа вара утар тытатпăр хуçалăхра, – терĕ Вениамин Васильевич хăйне пулăшакан Вася ятлă ывăлĕ çине тинкернĕ май. Апла пулсан малашне те ашшĕне пулăшакан, унăн ĕçне çÿлтен çÿле çĕклекен, çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕр шыракан пур-ха кунта. Çапла пултăр!

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика