03 сентября 2011 г.
Авăн уйăхĕнчи аслати – вăрăм кĕре
Авăн уйăхĕ пахча çимĕçпе улма-çырла пухмалли, çуллахи ĕçсене вĕçлемелли вăхăт. Çак уйăх йăрансене пушатать, нÿхрепе пуянлатать. Ку вăхăт пахча çимĕçпе улма-çырлана тăварламалли тата маринадламалли чи паха тапхăр. Хĕл хырăмĕ тутă пултăр тесен пахчаçăн паян пĕр канăç та çук.
Пахчари ĕçсем
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ. Пахча çимĕçе шăварма тата шĕввĕн апатлантарма юрамасть.
Авăн уйăхĕн 1–4-мĕшĕсем. Пушаннă йăрансене пусса кăпкалатмалла, тислĕк хывмалла. Теплицăсемпе парниксене органика юлашкисене хумалла. Пахча çимĕçсене тăварлама тата консервăлама меллĕ вăхăт.
Авăн уйăхĕн 4–6-мĕшĕсем. Теплицăсемпе парниксене ÿсен-тăран каяшĕсене хумалла. Çимĕçсене хĕл валли упранма хумалла.
Авăн уйăхĕн 6–8-мĕшĕсем. Кĕрхи ыхра шăлĕсене лартма юрать. Петрушка, укроп, шпинат, салат акса хăварни ытлашши пулмасть. Купăста пухма пуçлаççĕ.
Авăн уйăхĕн 8–10-мĕшĕсем. Пушаннă йăрансене пусса кăпкалатмалла. Çулçăсене пуçтарма тытăнмалла.
Авăн уйăхĕн 10–11-мĕшĕсем. Кĕрхи ыхра шăлĕсене лартмалла.
Авăн уйăхĕн 11–13-мĕшĕсем. Нимĕн те лартма, куçарса лартма, касса иртме юрамасть. Пахча çимĕçе тăварлама тата йÿçĕтме хума та меллĕ мар.
Авăн уйăхĕн 13–15-мĕшĕсем. Пахча çимĕçсене фосфорпа кали удобренийĕсемпе апатлантарни тата шăварни лайăх. Тăварлама, типĕтме, консервăлама меллĕ вăхăт.
Авăн уйăхĕн 15–18-мĕшĕсем. Тымар çимĕç пухмалла, Кĕрхи ыхра лартмалла.
Авăн уйăхĕн 18–20-мĕшĕсем. Лартни тата куçарса лартни мелсĕр пулать. Купăста касма юрать.
Авăн уйăхĕн 20–23-мĕшĕсем. Йăрансене пусмалла, тислĕк тăкмалла, тымар çимĕç пуçтармалла, пахчана çÿп-çапран тасатмалла.
Авăн уйăхĕн 23–25-мĕшĕсем. Пахча çимĕçе лартма тата куçарса лартма юрăхсăр кунсем. Çимĕçсене типĕтни, консервăлани лайăх.
Авăн уйăхĕн 25–26-мĕшĕсем. Купăстан кĕрхи сорчĕсене касма юрать. Йăрансене пусмалла.
Авăн уйăхĕн 26–28-мĕшĕсем. Нимĕн те лартма, куçарса лартма, касса иртме юрамасть. Пахча çимĕçе тăварлама тата йÿçĕтме хума та меллĕ мар.
Авăн уйăхĕн 28–29-мĕшĕсем. Сăтăрçăсемпе кĕрешсе йăрансене пусса кăпкалатни вырăнлă. Минераллă удобренисем хывса хăварма юрать.
Авăн уйăхĕн 29–30-мĕшĕсем. Пушаннă йăрансене пусса кăпкалатмалла. Çулçăсене пуçтармалла, кĕрхи ыхра лартмалла. Ÿсен-тăрансене лартма тата куçарса лартма юрать. Çимĕçсене тăварлама тата маринадлама меллĕ.
КĔрхи садра
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ. Пахча çимĕçе шăварма тата шĕввĕн апатлантарма юрамасть. Çимĕç панă хăмла çырлин тураттисене иртмелле.
Авăн уйăхĕн 1–4-мĕшĕсем. Вулă таврашсене пусса кăпкалатмалла, тислĕк хывмалла. Йывăçсене лартма тата куçарса лартма юрать.
Авăн уйăхĕн 4–6-мĕшĕсем. Хăмла çырлисене хунавсем валли авса хумалла, йывăçсем çинчен чирлĕ туратсене иртмелле.
Авăн уйăхĕн 6–8-мĕшĕсем. Пахча çимĕç йывăççисене лартма юрать. Вулă таврашсене пусса кăпкалатмалла. Нумай вăхăт упрамалла мар çимĕçсене пуçтармалла.
Авăн уйăхĕн 8–10-мĕшĕсем. Йывăçсем çинчен чирлĕ туратсене иртмелле. Йывăçсен вуллисене шуратмалла. Нумай вăхăтлăха упранакан çимĕçсене пуçтармалла.
Авăн уйăхĕн 10–11-мĕшĕсем. Вулă таврашсене пусса кăпкалатмалла.
Авăн уйăхĕн 11–13-мĕшĕсем. Нимĕн те лартма, куçарса лартма, касса иртме юрамасть. Çÿп-çапсемпе каяшсене пухса çунтармалла.
Авăн уйăхĕн 13–15-мĕшĕсем. Пахчари йывăçсене фосфорпа кали удобренийĕсемпе апатлантарни тата шăварни лайăх. Çимĕçсене пухма меллĕ вăхăт.
Авăн уйăхĕн 15–18-мĕшĕсем. Йывăçсене хĕле хатĕрлесе вĕсен вуллисене шăшисем кăшласран хÿтĕлемелле. çакна валли вĕсене хыр лăссисемпе çыхни меллĕрех.
Авăн уйăхĕн 18–20-мĕшĕсем. Çимĕç паман, чирлĕ туратсене иртмелле, çулçăсене пуçтарса çунтармалла.
Авăн уйăхĕн 20–23-мĕшĕсем. Сивĕсем пуçланнă май сăтăрçăсемпе кĕрешме хурлăхан, крыжовник, хăмла çырли патĕнчи тăпрана пусса кăпкалатмалла. Сырлан, хура пилеш пуçтармалла. Вĕсене консервăлама юрать.
Авăн уйăхĕн 23–25-мĕшĕсем. Пахчари йывăçсене лартма тата куçарса лартма юрăхсăр кунсем. Çимĕçсене типĕтни, консервăлани лайăх.
Авăн уйăхĕн 25–26-мĕшĕсем. Çимĕçсене типĕтни, консервăлани лайăх.
Авăн уйăхĕн 26–28-мĕшĕсем. Нимĕн те лартма, куçарса лартма, касса иртме сĕнместпĕр.
Авăн уйăхĕн 28–29-мĕшĕсем. Сăтăрçăсемпе кĕрешсе вулăсем таврашĕнчи çĕре пусса кăпкалатни вырăнлă. Минераллă удобренисем хывса хăварма юрать.
Авăн уйăхĕн 29–30-мĕшĕсем. Кирлĕ çĕрти çĕрсене пусса кăпкалатмалла. Çулçăсене пуçтармалла. Ÿсен-тăрансене лартма тата куçарса лартма юрать.