03 сентября 2011 г.
Ял çыннин пурнăç условине «кăвак çулăм» ырă енне самай улăштарчĕ. Унăн ырă сĕмĕ ялсене çитичченхи самант халĕ хыçа кăна юлчĕ ĕнтĕ. Кашни хуçалăхра çут çанталăк газĕ çунни пуриншĕн те питĕ меллĕ. Çак ырлăх вара нихăçан та ан иксĕлтĕр. Çак сăваплă ĕçе районта «Чувашсетьгаз» уçă акционерлă обществăн «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ йĕркелесе пырать, палăртнă ĕçе туллин пурнăçлать.
Сентябрĕн 4-мĕшĕнче нефть тата газ промышленноçĕнче ĕçлекенсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Çавна май уяв умĕн çÿлерех асăннă предприяти ертÿçине Р.Х. Чебенова калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Решит Халиуллович, çут çанталăк газĕпе усă курасси халĕ пур çĕрте те тĕп вырăнта тăрать, малтанхи çулсенче вара унăн ырăлăхĕ пирки илтнĕ кăна. Манăн вара чи малтанах сире «кăвак çулăм» ырлăхĕпе усă куракансен ячĕпе тав сăмахĕ калас килет, малашне те ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума, район экономикин аталанăвне татах та сулмаклăрах витĕм кÿме ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунас килет. Ытти çулсенче хуçалăхсене газ кĕртекенсен йышĕ ытла та пысăк пулнăран сирĕн ĕçченсем çине ĕç чылай тиенчĕ, халĕ ку енĕпе еплерех лару-тăру;
– Пирĕн сферăра тăрăшакансен ĕç малтан та чылай пулнă, халĕ те сахал мар. Кунта тăрăшакансен тĕп тĕллевĕ вара ял пурнăçне пĕтĕмĕшле лайăхлатассипе çыхăннă. Ахальтен каламасть ĕнтĕ пирĕн Чăваш Республикин Президенчĕ ял çыннин пурнăç условине хулара пурăнаканнинпе çывăхлатмалла тесе. Ку чĕнÿ пирĕн сферăра тăрăшакансене тÿрремĕнех пырса тивет, ăна валли ятарлă программа та ĕçлет.
Пирĕн организаци виçĕ района пĕрлештерсе тăрать. Кашни пирки кĕскен палăртса хăварам. Муркаш газ участокĕнче 17 тĕрлĕ служба, унта 85 çын вăй хурать. Хĕрлĕ Чутай газ участокĕнчи 9 службăри 38 çын халăха тĕрлĕ ыйтупа тивĕçтерет. Етĕрнери участокра вара 11 службăна 56 çын тытса тăрать. Пысăк коллектив пĕр шухăш-тĕллевпе тăрăшать, палăртнă ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçлать.
– Эсир пăхса, тĕрĕслесе тăракан газ хуçалăхĕ пысăк, çавна май ĕç калăпăшĕ те.
– Паян эпир Муркаш районĕпе илсен 171 ялта граждансен çут çанталăк газĕ киле кĕртнĕ 11282 кил-çуртне, ятарласа тунă газ пайлакан 115 пунктпа çак ĕçе пурнăçлакан 100 шкаф пункчĕсене, газ пăрăхĕсене тутăхас-çĕресрен сыхлакан катод хÿтĕлевĕн 115 станцине тата 16 протектор установкине, çĕр айĕнче выртакан 680, 92 çухрăм газ пăрăхне, 399 газ котельнăйĕнчи оборудованин ĕçне пăхса-тĕрĕслесе тăратпăр.
– Район экономикин аталанăвĕнче сирĕн организаци паллă вырăн йышăнать, тупăш шайĕ ÿсни палăрать.
– Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче пирĕн тăрăшуллă коллектив 45210,2 пин тенкĕ тупăш илме пултарчĕ. Çак кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1260,3 пин тенкĕ ытларах.
– Паянхи кун сирĕн хăш ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрма тивет;
– Хальхи тапхăрта Етĕрне районĕнчи федераллă çул-йĕре çĕнетме тивнĕ пирки Никольски тата Иваньково ялĕсем патĕнчи газ пайлакан пунктсем патне пысăк пусăмлă газ пăрăхĕсем хурассипе тимлетпĕр. Ăна валли икĕ миллион тенкĕ уйăрма палăртрăмăр. Çавăн пекех пирĕн кулленхи ĕçсем пур. Газ пайлакан пунктсенче çитес хĕл валли капиталлă юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Кунпа пĕрлех çĕр айĕпе каякан газ пăрăхĕсене тутăхасран-çĕресрен сыхлакан катод хÿтĕлевĕн пур станцинче те кулленхи юсав ĕçĕсене ирттертĕмĕр, чылай çĕрте çĕр çийĕн каякан газ пăрăхĕсене сăрларăмăр. Пурнăçламалли ĕç вара тăтăшах тупăнса пырать. Районта чрезвычайлă лару-тăру сиксе ан тухтăр тесе кирлĕ ĕçе вăхăтра та туллин пурнăçлама тăрăшатпăр.
– Вăрттăнлăх мар пулсан сирĕн патра ĕçлекенсен ĕç укçи калăпăшне асăнмăр-и;
– Паллах, вăрттăнлăх мар. Иртнĕ çулхинчен ĕç укçи калăпăшĕ ÿсрĕ, паянхи кун тĕлне вăтам ĕç укçи 17151 тенкĕпе танлашать.
– Халăх куллен «кăвак çулăмпа» усă курать, унăн калăпăшне вара пĕлместпĕр.
– Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче халăха пĕтĕмпе 61785,7 пин кубла метр чухлĕ çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ. Çакă планпа пăхнинчен 1296,7 пин кубла метр ытларах. Ку ĕçрен 28240,8 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 13 процент ытларах.
Çавăн пекех халăха газ баллонĕпе те тивĕçтеретпĕр. Çулталăкăн пĕрре-мĕш çурринче 474 тонна кÿрсе килнĕ. Çак ĕçрен 8425,9 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ.
– Уяв уяв пекех пултăр пулĕ, кулленхи ĕçре уйрăмах палăрнисене ятран асăнса хăвармăр-и?
– Палăртнă ĕçе пĕрлех пурнăçлатпăр та никама та уйăрса хăварас килмест. Кашни специалист хăй ĕçне тулли кăмăлпа пурнăçлать.
калаçнă.