Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредит илтĕн – вăхăтра тÿле

03 сентября 2011 г.

Кредит илтĕн – вăхăтра тÿле

Хальхи вăхăтра кредит организацийĕсем сахал мар. Вĕсем граждансене хăш чухне ытлашши нимĕн уяса тăмасăрах кредитсем параççĕ. Çыннăн кредит тÿлессин пултараслăхне те пăхса тăмаççĕ. Нумай чухне темиçе минут хушшинче тенĕ пекех пĕчĕк мар сумма алла илме пулать. Ĕç укçин шайне те ыйтмаççĕ. Официаллă ĕç вырăнĕ çук çынсене те кредитсем параççĕ. Кун пек чухне кредит организацийĕ умĕнче поручитель пулакансене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет.

Акă Я. гражданин хăйсен ялĕнче пурăнакан В. гражданинпа калаçса татăлнă, шанăçа кĕнĕ. Ăна хăйĕн хĕрĕн туйне ирттерме продуктсем туянма пулăшнă. Хыççăн тата В. эрех ĕçменнине пĕлсе тăнă çинчех ун патне водка эрехпе пынă. Çапла вара вăл ăна Муркашри потребительсен пĕр кредит кооперативĕнче поручитель пулма ÿкĕте кĕртнĕ.

Çапла вара Я. гражданин 33 пин тенкĕ кредит илнĕ, займ суммине тата унпа усă курнăшăн çулталăкри 36 процент ставкине тÿлесе татма шантарнă. Унăн кашни уйăхăн 20-мĕшĕччен палăртнă суммăна тÿлесе тăмалла пулнă. Анчах та вăл займ шучĕпе 11 пин тенкĕ, процентсем шучĕпе 7426 тенкĕ те 44 пус кăна тÿленĕ. Ытти суммăна тÿлессинчен пăрăннă.

Я. кредитпа процентсене тÿлемен пирки кредит кооперативĕ мировой судья патне тухрĕ, ун тĕлĕшпе иск требованийĕ тăратрĕ.

Суд ларăвĕнче çакă палăрчĕ. Кредит илекен çак суммăна вăхăтра тÿлесе татассинчен, судран пăрăнать. Хăй Мускавра, ăçта ĕçленин тата пурăннин вырăнĕ паллă мар. Кунпа пĕрлех вĕсен мăшăрĕпе пĕрлехи харпăрлăхĕнче икĕ магазин пур.

Анчах çавна та манмалла мар. Саккунпа килĕшÿллĕн кредитор умĕнче поручитель те кредит илекенпе пĕр шайрах ответлă пулса тăрать. Ку вăл процентсене тÿлессипе, суд ларăвĕсене ирттерме каякан тăкаксене саплаштарассипе т. ыт. те çыхăннă.

Çапла вара Я. гражданин 2009 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче кредит илнĕренпе 2011 çулхи майăн 23-мĕшĕччен унпа усă курнăшăн процентсене тÿлесе татман, пĕтĕмпе 7426 тенкĕ те 44 пус çеç тÿленĕ. Займпа усă курнăшăн тÿлемелли парăм 10021 тенкĕ те 23 пуспа танлашать. Хыççăн вара 2011 çулхи майăн 24-мĕшĕнчен тытăнса займпа усă курнăшăн тÿлесе татман 22 пин тенкĕшĕн 36 процент шучĕпе шыраса илме тивет.

Мировой судья парăмăн тÿлесе татман виçин шайне, займпа усă курнин проценчĕсен суммине, тивĕçсене пурнăçламаннин вăхăтне шута илсе пение (неустойка) 8 пин тенкĕ таран чакарма йышăнчĕ. Судăн иск требовнийĕсене тивĕçтернĕ май патшалăх пошлини шучĕпе иск требованийĕсене 1400 тенкĕ те 64 пус тÿлемелле турĕ.

Мировой судья йышăнăвĕпе кредит кооперативне Я. гражданинран займ укçи 22 пин тенкĕ, займпа усă курнăшăн процент шучĕпе 10021 тенкĕ те 23 пус, неустойка шучĕпе пени 8 пин тенкĕ, 2011 çулхи майăн 24-мĕшĕнчен тытăнса вăхăтра тÿлесе татман 22 пин тенкĕ займăн çулталăкри 36 процентне, патшалăх пошлини тÿлессипе суд тăкакĕсене 700 тенкĕ те 32 пус шыраса илмелле турĕ.

Практикăра ытларах чухне парăма камăн яланхи ĕç вырăнĕ пурринчен, пенси илсе тăраканран шыраса илеççĕ. Асăннă тĕслĕхре вара Я. гражданин суд иртнĕ хыççăн пĕтĕм парăма кооператива хăй тÿлесе татрĕ.

Т. САЛДЫРКИНА,

1-мĕш номерлĕ суд участокĕн мировой судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика