03 сентября 2011 г.
«Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕн Мулкачкассинчи ĕне ферминче вăй хуракан Иван Геннадьевич Толстовпа Вера Пантелеймоновна Иванова пенсионер-ĕçченсем хĕле хатĕрленессипе туллин ĕçлеççĕ. Вĕсен паянхи тĕллевĕ – выльăхсене ешĕл апатпа çителĕклĕ тивĕçтересси.
Вăхăт кĕркунне еннелле сулăнма пуçланăран район шайĕнче йĕркеленĕ комисси хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле епле хатĕрленипе паллашма тухрĕ. Тĕрĕслевĕн пĕрремĕш кунĕнче «Восток», «Оринино», «Герой», «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пултăмăр.
Халăх каларăшĕ вăрăм çула тухсан тĕл пулнă пĕрремĕш çын çул ăнăçлăхĕпе кăнттамлăхне палăртать тет. «Восток» хуçалăхăн Мулкачкассинчи ĕне фермине çитсен эпир хамăрăн çул çинче йывăрлăхран хăраман, вĕсене çĕнсе малашлăха пăхакан çынсене тĕл пултăмăр. Çăмăллăн мар пулин те хуçалăх çитес хĕл кунĕсене тĕплĕ хатĕрленни пирки кооператив ертÿçи М. Шишокин каласа пачĕ, ферма пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Мулкачкассисем малтуртăмлă ĕçлени алă усмасан ÿсĕм çулĕ никамшăн та айккинелле пулманни пирки калать. Хуçалăхра хĕле хатĕрленсе ферма çывăхне утă-улăм çителĕклĕ турттарса хунă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ, тислĕк кăларнă. Умри тĕллев – территорие çумран тасатасси, сысна фермине дезинфекцилесе сарайсене шуратасси.
Ĕне ферминче паян мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕ 200 пуçа яхăн. Вĕсенчен 80-шĕ – сумалли ĕнесем.
– Умри ĕçсене курсах тăратпăр. Пур ĕçĕ те хамăршăн пулнине шута илсе кашнин патне алă çитерме тăрăшатпăр. Тепĕр 2 эрне хушшинче сыснасем тăракан витене те дезинфекцилессипе ĕçсем ирттерĕпĕр, – терĕ малашлăха шантарса Михаил Николаевич.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ кашни хуçалăх экономикинех тĕреклетмелли тĕп çул-йĕр. Çитес хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне сыхласа хăварасси тата продукци илессине тивĕçлĕ шайра тытасси вĕсен паянхи тĕп тĕллевĕ. Çакна ĕненсе тата ăна пурнăçлассишĕн тимленине куртăмăр эпир «Герой» тата «Оринино» хуçалăхсене çитсен.
Иртнĕ кунсенче дезинфекциленĕ тата шуратса хăт-илем кĕртнĕ фермăсен Çĕньял Шурчари ĕне тата сысна сарайĕсенче («Герой» хуçалăх) паян выльăх-чĕрлĕх çителĕклех.
– Малалла пăхаканăн çапла пулмалла та. Выльăхĕ те пур. Тирпейлĕхĕпе тасалăхĕ пирки те манмастпăр. Выльăх апачĕ янтăлассипе ĕçсене паян та чарса лартмасăр ыранхи кунпа пурăнатпăр. Çакăнта хуçалăх ертÿçи Р. Тимофеев тимленине палăртса хăварассăм килет, – терĕ тирпейлĕ те хăтлă ĕне сарайĕсемпе иртнĕ май фермăсен заведующийĕ Татьяна Валентиновна Иксанова. Сысна ферминче паян та юсавçăсен бригади ĕçлени хуçалăх хĕле тĕплĕ хатĕрленни пирки калать.
Фермăсем тăрăх иртнĕ чух пур çĕрте те пушар хăрушсăрлăх щичĕсем пурри, ĕçлекенсемпе пушар хăрушсăрлăх инструкцийĕ ирттерни палăрчĕ.
– Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмасăр производствăна аталантарасси пирки ан та шутла. Хуçалăхра çакна пурте асра тытаççĕ. Ку çулпа кайса пушар хăрушсăрлăхне ÿстерессине те иккĕмĕш вырăна хăвармастпăр, – терĕ ĕне ферминчи пушар щичĕ патĕнчен иртнĕ май «Герой» хуçалăх ертÿçи Р. Тимофеев.
Производство тенĕрен. Ăна хĕл кунĕсенче аталантарма хуçалăх 407 тонна утă (112 процент), 835 тонна сенаж (190 процент), 1596 тонна силос (130 процент) янтăланă. Эпир иртнĕ чух улăхра каю утти преслассипе ĕç вĕрени те ертÿçĕ сăмахĕсене çирĕплетрĕ кăна.
Уйрăм сăмах сыснасем пирки. Çывхаракан хĕл кунĕсенче кунта та выльăхсен йышне чакарасси пирки калаçу çук. Паян хуçалăхăн сарайĕнче 700 пуçа яхăн сысна.
«Передовик» хуçалăхăн кăтартăвĕсем вара обществăлла выльăх патĕнче ыррине çеç шантараççĕ. Ахманери ĕне фермине çитсен утă рулонĕсене йĕркеллĕ купаламасăрах «управа» хунине тĕл пултăмăр. Ферма территорине строительство юлашкийĕсенчен тасатасси, ăна çум курăк «вăрманĕн» тыткăнĕнчен кăларасси, пушар щитне йĕркелесси, фермăна огнетушительсемпе тивĕçтересси умра тăракан тĕп тĕллевсен шутне кĕнине кашниех курса ĕнентĕмĕр.
«Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн Патаккассинчи сĕт комплексĕнче паян 205 пуç сумалли ĕне тăрать. Вĕсем кулленех кĕтÿре. Сарайне юлакан пăрусемпе тынасем те кунĕпех уçă сывлăшра. Витесене дезинфекциленĕ.
Эпир çитнĕ тĕле Орининти сысна ферминче ĕçлекенсем каçхи ĕçе çитейменччĕ-ха. Ферма заведующийĕ тата вырăнти ветеринар Эльвира Ботникова пире таса та хăтлă сарайсемпе илсе çÿресе производство аталанăвĕпе тата ферма хĕле епле хатĕрленнипе тĕплĕ паллаштарчĕ.
– Ку таранччен пурнăçланă ĕçсене каялла ярас теместпĕрех. Аталанăвăн çĕнĕ çулĕсене шырама ĕçлекенсем ответлăха туйни пулăшать, – терĕ ферма ертÿçи.
Çапла, рейд бригади çитсе курнă хуçалăхсенче фермăсем хĕле хатĕрленмен тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Анчах кашнийĕнех вырăнти тирпейлĕх çине тепĕр хут çаврăнса пăхни хура кĕркунне пуçланиччен тата хĕл кунĕсем çитиччен ытлашши пулмĕччĕ. Тĕрĕс-левсем малалла пыраççĕ. Вĕсем пирки те хаçат страницисенче каласа парăпăр.
Рейд бригади:
Т. АЛЕКСЕЕВА, ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ;
Л. ФЕДОРОВА, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕ;
К. ПОПОВ, патшалăх пушар надзор пайĕн инспекторĕ;
, район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.