Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 3740 ача парта хушшине ларчĕ

03 сентября 2011 г.

3740 ача парта хушшине ларчĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районĕпе 3740 ача парта хушшне ларчĕ. Шкул алăкне пуçлса уçса кĕрекенсем 368 ача. Вĕсем пĕлĕвĕн аслă тĕнчине çул уçма тытăнĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕ вĕсемшĕн уйрăмах асра юлĕ: пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш урок, пĕрремĕш класс, юнашар парта хушшинчи пĕрремĕш юлташ тата пĕрремĕш учитель.

2010–2011 вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче 3721 ача вĕреннĕ. 11-мĕш класран 243 ача тата 9-мĕш класран 390 ача вĕренсе тухнă. Вĕренÿре уйрăмах палăрăмлă çитĕнÿсем тунăшăн 18 вĕренекене ылтăн, 6 вĕренекене кĕмĕл медальпе наградăланă.

Çавна палăртмалла. Районти вĕрентÿ системин тĕп тĕллевĕ вăл пур граждансене те пахалăхлă пĕлÿ илме майсем туса парасси пулса тăрать. Хальхи вăхăтра пĕлÿ парас ĕçе 49 вĕрентÿ учрежденийĕ туса пырать: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан 24 шкул, шкул çулне çитменнисен 16 учрежденийĕ, 5 пуçламăш шкул-ача сачĕ, хушма вĕрентĕвĕн 4 учрежденийĕ.

Пур шкул ачисене те çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнтăлу, ăнăçу, учительсене творчество энергийĕ, тÿсĕмлĕх тата ăслă-тăнлă йышăнусем, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисемпе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнма сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика