Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх çине кăна шанмалла мар

03 сентября 2011 г.

Патшалăх çине кăна шанмалла мар

Юлашки вăхăтра хăйсен çурчĕсене пурăнма юрăхсăррисен шутне кĕртсе патшалăх шучĕпе урăх çурт-йĕр туянас е тăвас текенсен шучĕ ÿснине палăртмалла. Çавна май çакна каласа хăварасшăн.

Чи малтанах ку шута çирĕплетнĕ йĕркепе граждансен пурăнма юрăхсăр, юсав ĕçĕсем туса ирттерме те, реконструкци тума та май çук çуртсем кĕреççĕ. Кунпа пĕрлех пурăнмалли условисем сывлăхшăн сиенлĕ пулнине те шута илеççĕ. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 2-мĕш пайĕн 1-мĕш пунктĕнче шăпах ĕнтĕ çавăн пирки каланă. Пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр шутне капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерес пулсан та унта пурăнма май çук çуртсене çеç кĕртеççĕ.

Практикăра харпăр хăйĕн çурт-йĕрĕ тĕлĕшпе ыйтусем пулма пултараççĕ. Çурт юрăхсăра тухнă пулсан патшалăх вĕсене урăх çурт-йĕрпе тивĕçтерме пултарать-и-ха;

Патшалăх (муниципалитет) харпăр хăйĕн çурт-йĕр хуçипе çĕре патшалăх е обществăлла ыйтусемпе уйăрнă май çурта пăсма тивнĕ чухне кăна «расчет» тума пултарать. Енчен те çĕр участокне çÿлте асăннă майпа тытса илмен пулсан çурт хуçи хăйĕн çуртне пурăнма кирлĕ шайра хăех тытса тăма тивĕç. Хапăрлăх хуçин хăйĕн пурлăхĕшĕн хăйĕнех тăрăшмалла. Апла пулсан пурăнмалли çурт-йĕре кирлĕ шайра тытса тăрасси тата юсав ĕçĕсем туса ирттересси те унăн тивĕçĕ пулса тăраççĕ.

Çавăнпа пĕрлех харпăр хăйĕн çурт-йĕрĕнче пурăнакан çын пурăнмалли çурт-йĕр кирлисен списокĕнче тăрать пулсан тата чрезвычайлă лару-тăрăва пула пурăнмалли вырăнсăр тăрса юлнă пулсан ăна çурт-йĕрпе тивĕçтерме пултараççĕ. Енчен те çын пурăнмалли çурт-йĕр илме черетре тăман, унăн пурăнмалли урăх çурт-йĕр çук пулсан ăна саккунпа килĕшÿллĕн маневр фондĕнчен вăхăтлăх пурăнма çурт-йĕрпе тивĕçтерме пултараççĕ.

Çавна та каласа хăвармалла. Çуртсене пурăнма юрăхсăр тесе палăртас текенсен пурин те тенĕ пекех ачисем е ытти тăванĕсем пур. Документсене хатĕрлес тĕлĕшпе те вĕсем ытларах çÿреççĕ. Анчах та патшалăх çине шаннипе кăна нимĕн те пулмасть. Хăвăрăн харпăрлăхри пурлăхшăн хăвăрăнах ытларах тăрăшас пулать.

В. НИКИТИН,

район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика