Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнинех çĕнĕлĕх кĕтет

03 сентября 2011 г.

Кашнинех çĕнĕлĕх кĕтет

Раççейри пĕтĕм халăх савăнăçлăн паллă тăвакан уявсенчен пĕри вăл – Пĕлÿ кунĕ. Ватти те, вĕтти те çак асамлă куна ăмсанса кĕтет. Камшăн мĕнле пулĕ те, анчах Турайсемшĕн вăл кăçал чăнах пысăк уява çаврăнчĕ. Çакăн сăлтавĕ – ахаль те кивех мар шкул çу каçа тата ытларах çĕнелсе хăтланни. Çавăнпах пулĕ шкула вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕсемпе районти представительсем те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе специалисчĕсем те савăк кăмăлпа утрĕç. Епле савăнмăн-ха; Ачасем 2 миллион та 600 пин тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем тунă шкула каяççĕ вĕт!

Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă линейка 9 сехетре пуçланчĕ. Ачасем аслисене илемлĕ шкулшăн тав туни уяв хăтне ÿстерчĕ кăна. Салам сăмахĕ каланă чух депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ тата Муркаш райпо канашĕн председателĕ Б. Андреев шкул ачисене 10 пин тенкĕлĕх страхлани те, «Три R» реклама агенствин пуçлăхĕ Ю. Романов принтер парнелени те, район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн ертÿçи А. Куликов пĕтĕм тĕнчери «Золотое руно» вăйă конкурсĕнче çĕнтернĕ А. Никифоровпа А. Печкова вĕренекенсене дипломсем пани те, Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Павлов тăрăшуллă ачасене Тав хучĕсемпе укçан парнесемпе чыслани те уява çÿллĕ шайра ирттерме май пачĕç.

Капиталлă юсав пирки. Турай ял тăрăхĕ кăçал ял тăрăхĕсенче компактлă çурт-йĕр çавăрассипе комплекслă программăна хутшăнса çĕнтернĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Павлов каланă тăрăх çак укçа шкула капиталлă юсама пулăшнă та. Шкулти юсав ĕçĕсене А. Баринов ертсе пыракан «Виком СК» организаци кĕске вăхăтра пурнăçланă. Строительсем уйăх хушшинче çивитти юсанă, çĕнĕ чÿречесем лартнă, классен алăкĕсене çĕнетнĕ, светильниксемпе эвакуаци пусми вырнаçтарнă, сантехникăпа шыв системине юсанă т. ыт. те.

– Çак ĕçсене шкул хăйĕн вăйĕпе çеç пурнăçлама пултарайман пулĕччĕ. Тавах пире пулăшакансене, ачасен вĕренĕвне ырă тÿпе хывакансене. Юсаса çĕнетнĕ шкулта кашнинех çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Вĕсене алла илме пурте тăрăшасси пирки эпĕ иккĕленместĕп, – терĕ тав сăмахĕнче шкул директорĕ Ю. Герасимов.

Линейка вĕçĕнче кăçал пĕрремĕш класа каякан Ксения Петровăпа Даниил Петров хăйсен аслă юлташĕпе шăнкăрав парса ачасене пĕрремĕш урока йыхравларĕç.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика