31 августа 2011 г.
Паянхи кăларăма Муркаш район прокурорĕн пулăшаканĕ А.Н. Тихонов ертсе пырать, сирĕн ыйтусем çине хуравлать.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула мана еткерлĕх ыйтăвĕпе тĕл пулма тиврĕ, çавна май хăш-пĕр йывăрлăх ума тухрĕ. Хăш тĕслĕхсенче еткерлĕх патшалăх харпăрлăхĕ пулма пултарать? Хамăн ыйтăва хаçат урлă пĕлес терĕм.
Н. Иванов.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ.
Кун йышши ыйтăва Раççей Федерацийĕн Гражданла Кодексĕн 1151 статйи йĕркелесе пырать. Хăш-пĕр тĕслĕхсенче чăнах та еткерлĕх (наследство) патшалăх харпăрлăхĕ пулма пултарать. Енчен те саккунпа килĕшÿллĕн тата халалланă (завещани) тăрăх еткерçĕн (наследодатель) еткер (наследник) çук пулсан, пурлăх патшалăх шутне куçать. Енчен те пĕр еткерçĕн те çав пурлăхпа хуçаланма ирĕк çук е еткерçĕсене еткерлĕхрен хăтарнă пулсан малашне пурлăхпа патшалăх хуçаланать. Еткерçĕсем еткерлĕхрен пăрăннă, анчах та никам та еткере вăл е ку çынна халалламан пулсан еткерлĕх патшалăх аллине куçать. Çавăн пекех тÿрремĕнех тунă халал хучĕпе еткерлĕх патшалăх харпăрлăхĕ шутланать.
Опекунăн ирĕк пур-и;
Харпăр хăйне пăхайман (недееспособный) çын пурнăçран уйрăлчĕ. Маларах вара ăна эпĕ пăхнă (опекун), еткерлĕх çинчен калаçу пулман. Эпĕ пăхнă халсăр çыннăн еткерĕ ман çине куçма пултарать-ши?
Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пурăнакан.
Саккунпа килĕшÿллĕн опекунăн халсăр çын еткерĕпе хуçаланма ирĕк çук. Халсăр çын пурлăхĕ халал хучĕпе тепĕр çын патне куçмасть. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсен хăйсене тĕллĕн нотариаллă ĕçсене пурнăçлама ирĕк çук, енчен те хăйсем кăна нотариаллă кантуртан пулăшу ыйтаççĕ пулсан. Халал (завещание) вара вăл – харпăр хăй ирĕкĕпе пурнăçлакан ĕç, ăна çырнă чухне опекун кирлĕ мар.