31 августа 2011 г.
Çĕр пайĕпе мĕн тумалла?
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ял хуçалăх çĕрĕсен пысăк пайне колхозсемпе совхозсен харпăрлăхĕнчен илсе ялта пурăнакансене пĕрлехи пай прависемпе е коллективлă харпăрлăх прависемпе валеçрĕç. Ял çыннисене ун чухне çĕре списокпа пайласа пачĕç. Çавна май кашнинех вăл вăхăтра çĕр кĕнекинче регистрацилени çинчен пĕлтерсе свидетельствăсемпе тивĕçтерчĕç. Паян вара çĕр ĕçченĕсем, ял çыннисем умĕнче çĕр пайĕсемпе епле усă курас ыйту çивĕч тăрать.
Çĕр пайĕ вăл – маларах асăннă свидетельствăсемпе ял хуçалăх çĕрĕсен пĕр пайĕ тĕлĕшпе çирĕплетнĕ гражданинăн абстрактлă прави. Унта çĕр калăпăшне кăна кăтартнă, анчах вăл свидетельствăпа асăннă пай ăçта вырнаçнине пĕлме çук. Нумайăшĕн умĕнче çĕршер çын валли уйăрнă хир выртать, анчах хăш пайĕпе кам усă курма пултарнине никам та пĕлмест. Ăна пĕлме çĕр участокне уйăрса илессипе паян кашнийĕнех конкретлă ĕçсем туса ирттермелле. Унчченхи çулсенче, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пусă çаврăнăшĕ пирки калакан саккун ĕçе кĕриччен, вăл пайсене ял çыннисем килĕшÿ туса пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене арендăна пама пултарнă. Халĕ вара правилăсем улшăнчĕç. Асăннă саккун ĕçлеме пуçланă хыççăн ял çынни çĕр участокĕн чиккисене палăртсан, ăна патшалăх кадастр учетне тăратсан, çĕр пайĕ тĕлĕшпе регистраци свидетельствине алла илсен çеç çĕр пайне арендăна пама пултарать.
Саккунри 2011 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ улшăнусем çĕр пайне икĕ мелпе уйăрса илме май параççĕ: пĕрлехи пуху йышăнăвне тĕпе хурса тата индивидуаллă йĕркепе. Иккĕмĕш çулпа пĕрремĕш йĕркепе çĕр уйăрма тăрăшни, анчах çĕр участокĕн чикĕ проектне пуху çирĕплетмен пулсан усă курма пулать.
Çĕр пайне уйăрса илес ĕçре çак ĕçĕн пуçаруçи кирлĕ. Ун çине пайсем уйăрассин пуçламăш ĕçĕсем тиенеççĕ те. Мĕн тумалла-ха унăн; Çакăн йĕркипе паллаштарас тетпĕр те эпир паян сире. Пĕрремĕш утăмпа унăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне пĕрлехи пуху ирттерес ыйтупа тухмалла.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пай хуçисене пурне те пулас пуху пирки пĕлтермелле. Вăлах район хаçатне тата информаци стенчĕсене, район администрацийĕн сайтне пулас пуху пирки пĕлтерÿсем вырнаçтарать. Çав пĕлтерÿсенче пуху кунĕ, вырăнĕ, тĕллевĕ тата кун йĕркийĕ пулмалла. Çакăн хыççăн 40 кунтан пуху ирттерме юрать. Пухура çĕр пайĕсене уйăрма йышăну тусан пулас харпăрлăхçăсен хисепне, çĕр калăпăшне палăртаççĕ, уполномоченнăй суйлаççĕ т. ыт. те.
Пухура суйланă уполномоченнăй çĕр участокĕсен проект чиккисене палăртас тĕллевпе подряд килĕшĕвĕ тума кадастр инженерĕ патне тухать. Кадастр инженерĕ çĕр пайĕсене чикĕлес ĕçсене туса ирттерет, хаçат урлă ытти пайçăсене хăй туса ирттернĕ ĕçсем пирки тата пĕлтерÿ хыççăн тепĕр 30 кун хушшинче уйăракан çĕр участокĕсем тĕлĕшпе хирĕçленисене йышăнни çинчен пĕлтерет. Çакна туса ирттернĕ хыççăн халăх суйланă уполномоченнăй ял тăрăхĕн пуçлăхне çĕр участокĕсен чикĕ проектне халăхпа пĕрле йышăнма пуху ирттерме хатĕрри пирки систерет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пуху ирттермелли кун тата пухăвăн кун йĕрки пирки хыпарлать. Унта вăл чикĕлев проектне çирĕплетесси тата уйăрнă çĕр участокне арендăна парас ыйтăва хускатасси çинчен ыйтусем пăхса тухнине кăтартать.
Пĕрлехи пухура çĕр пайĕсен проектне çирĕплетсен уполномоченнăйăн алăра пур документсемпе çĕр участокне кадастр учетне тăратма тата патшалăх регистраци прависене илмелле. Çакна валли унăн Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленине е Чăваш Республикипе ĕçлекен «Çĕр кадастр палати» федераллă патшалăх учрежденине каймалла. 2011 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕсем иккĕшĕ те пĕр вăхăтрах çĕрсене кадастр учетне тăратма та, патшалăх регистраци прависене пурнăçлама та хутсене йышăнаççĕ.
Çапла вара çĕр пайĕсен хуçисем вăл е ку çĕр участокĕн чиккисене тĕрĕс палăртнă çĕрсен пĕрлехи пай харпăрлăхĕн прависемлĕ хуçисем пулса тăраççĕ.
Енчен те çĕр пайĕсем тĕлĕшпе чикĕ проекчĕсене çирĕплетме пĕрлехи пуху йышăнăвĕ çук пулсан, гражданинăн çĕр пайне харпăр хăй тĕллĕн уйăрса илесси кун йĕркине тухать. Кун пек чухне ял çынни хăй тĕллĕн кадастр инженерĕпе çĕр йĕркелĕвĕн ыйтăвĕсене татса пама килĕшÿ тăвать.
Кадастр инженерĕ çĕр пайĕсене чикĕлессин проектне хатĕрлет. Хаçат урлă ытти пайçăсене хăй туса ирттерекен ĕçсем пирки тата пĕлтерÿ хыççăн тепĕр 30 кун хушшинче уйăракан çĕр участокĕсем тĕлĕшпе хирĕçленисене йышăнни çинчен пĕлтерет. Хирĕçленисем çук пулсан – çĕр участокĕн чикĕлев проекчĕ хатĕр. Çакна туса ирттернĕ хыççăн пай хуçин çĕре кадастр учетне тăратма тата патшалăх регистраци прависене пурнăçлама Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленине е Чăваш Республикипе ĕçлекен «Çĕр кадастр палати» федераллă патшалăх учрежденине каймалли çеç юлать.
Енчен те чикĕлев проектне çирĕплетнĕ вăхăтра ытти пайçăсенчен хирĕçлев пулсан, çĕр участокĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине çирĕплетессине суд татса парать.
Çĕр пайĕсен шучĕпе уйăрса илнĕ çĕрпе унăн хуçи хăйне кирлĕ пек усă курма пултарать: акса тыр-пул туса илме, сутма, арендăна пама, салука хума, парнелеме.
Çĕр пайĕсен шучĕпе çĕр участокĕсем илессипе Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленийĕн специалисчĕсем тата вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем сире тулли хуравсем пама пултараççĕ.
М. ИВАНОВА,
Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр
Управленийĕн пресс-секретарĕ.