31 августа 2011 г.
Хирсем пушанни ĕнешĕн хăрушă-и?
Хĕвел шевли самаях хĕртет пулин те унăн ăшши пĕр-икĕ уйăх каяллахиех мар ĕнтĕ. Кун тăршшĕ тăватă сехете яхăн кĕскелни тата çут çанталăк кĕр еннелле сулăнни ир-каç палăрмаллах сивĕ пулнинчен те аванах курăнать. Кĕр сивви вăй илсе пыни те, ир-каç тăм ÿкни те çу кунĕсем хыçа юлнине систереççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче вырма ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Паян нумайăшĕ кĕрхи культурăсем акассипе тимлет. Хирсем пушаннă май çĕр ĕçченĕн хаш сывламалла пек, хăйне канлĕрех туйма пуçламалли вăхăт евĕр туйăнать. Умри ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă ĕçченшĕн ку лайăх та. Тĕрĕссипе çапла пулмалла та. Анчах канлĕх туйăмĕпе хавхаланса тимлĕхе çухатни кĕр мăнтăрĕпе питех те хакла ларма пултарать. Сăмах кунта хирсем ирĕкленнипе тимлĕхе çухатнă кĕтÿçсем ĕнесене клевер-люцерна çине кĕртсе ярса кÿпĕнтерсе яни пирки. Кунашкал тĕслĕхсем районта çулленех пулнине шута илсе асăрхаттару кирлех тесе шутлатăп. Вăл ытлашши пулмĕ.
Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕнесем пурĕ 2137 пуç (çулталăк маларах – 2096 пуçчĕ) шутланаççĕ. Кун çумне уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи выльăхсене хушар: мăйракаллă шултра выльăхсем 11290 пуç (çулталăк пуçланнă тĕле 10517 пуçчĕ). Вăл шутран 7419 пуçĕ (7415 пуçчĕ) ĕнесем. Ял çыннисем иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула та выльăх йышне сыхласа хăварни вĕсем малашлăх пирки шутланине çирĕплетет. Çавăнпа та кĕр мăнтăрĕпе туллин савăнма ку таранччен ÿстернĕ выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел пăхса хĕле кĕртесси, унран ытларах тупăш илесси – ял çыннисем умĕнче тăракан паянхи тĕллев.
Выльăх пăхакансем умĕнче тăракан хальхи тĕп хăрушлăх вăл – ĕнесем кÿпĕнсе кайса вилме пултарни. Малаллахи сăмах çакăн çинчен пулнăран асăннă инкекрен сентябрь-октябрьте уйрăмах асăрханма кирли çинчен пĕлтерес тетĕп. Çулленех çак вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те, ял çыннисен кĕтĕвĕсенче те ĕнесем кÿпĕннĕ тĕслĕхсем пĕрре-иккĕ мар пулаççĕ. Çавна пула выльăх хуçисем ĕнесене вăхăтсăр пусса е вĕлерсе ярса çухатусем тÿсеççĕ. Çакă малашлăха пăхакан çĕр ĕçченĕшĕн курăмлă кăлтăк.
Урамра авăн уйăхĕн илемлĕ кунĕсем. Çĕр ĕçченĕ вырма ĕçĕсене вĕçленĕ май хирте кĕрхи культурăсен калчипе клевер-люцерна кайăвĕ çеç ешерсе ларать. Çакна шута илсе зоотехник-ветеринарсемпе выльăх пăхакансен асăрханулăха уйрăмах ÿстермелле. Ку вăхăтра фермăсенче те, уйрăм çынсен те ĕнесене ирпе-каçпа типĕ утă-улăм çителĕклĕ пама тăрăшмалла. Кĕтÿçсен вара ĕне кĕтĕвне клевер-люцерна анисем çине ирхи сывлăмпа тата çумăрлă çанталăкра пачах кĕртме юрамасть. Çав анасем çине кĕске самантлăха кĕртсе кăларнă хыççăн та ĕнесене шăварассинчен асăрханмалла. Тăм ÿксессĕн те унти пусăсенче çÿреме кĕтÿçсен асăрханулăхĕ кирлĕ. Ан манăр! Çав вăхăтрах выльăх кăшманĕн çулçине çини ĕнесене кÿпĕнтермест тата ĕнесене ир-каç кăштах çăнăх пани те инкек патне илсе пымасть.
А. ФЕДОРОВА,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветврачĕ.