Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ ĕçне модернизацилес ыйтупа

31 августа 2011 г.

Вĕрентÿ ĕçне модернизацилес ыйтупа

Иртнĕ эрне кун, августăн 26-мĕшĕнче, Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта районти вĕрентÿ ĕçченĕсен августри конференцийĕ иртрĕ. Унăн теми – «Законодательство тата нормативпа право базине çĕнетсе улăштарнă тапхăрта Муркаш районĕнче вĕрентÿ системине модернизацилесси çинчен».

Конференцие хутшăнакансем дискусси площадкисем тăрăх пайланса тухрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.В. Степанова тата район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова ертсе пынипе «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккун проекчĕпе килĕ-шÿллĕн вĕрентÿ учрежденийĕсен йĕркелÿпе право тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Шкул директорĕсен вĕрентÿпе воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕсем район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.В. Лескина ертсе пынипе «Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандартне пурнăçа кĕртсе пынă май хальхи пахалăхлă вĕрентÿ шайĕпе тивĕçтересси» темăпа дискусси ирттерчĕç.

«Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» çĕнĕ саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн педагогсен ориентирĕсем» площадкăна район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ И.А. Ершова ертсе пычĕ.

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен заведующийĕсем, воспитательсем «Василек» ача садĕнче пухăнчĕç. Кунта вĕсемпе район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ В.В. Романова «Хальхи патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн шкул çулне çитмен ача-пăча вĕренĕвĕн аталанăвĕн стратегийĕ çинчен» темăпа калаçу ирттерчĕ.

Конференцире сÿтсе явнă тепĕр ыйту – «Хальхи шкулти ăс-хакăлпа нравственноç культури: вĕрентĕ-вĕн çĕнĕ стандарчĕсем тата воспитани ыйтăвĕсем». Ку ыйтăва шкул директорĕсен воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕсем, аслă вожатăйсем, класс ертÿçисем сÿтсе яврĕç. Ушкăн ĕçне район администрацийĕн вĕ-рентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ С.М. Матвеева йĕркелесе пычĕ.

Конференцин пленарлă пайĕн ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, культура, вĕрентÿ, наука, национальноç ĕçĕсен тата çамрăксен политикин комитечĕн председателĕ В.П. Мидуков, хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти йышши техника хатĕрĕсен техника шайне пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспектор В.П. Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, акционерсен «Птицефабрика «Моргаушская» уçă обществин генеральнăй директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, ачасен прависем енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн попечительсен муниципаллă канашĕн председателĕ Н.Г. Ванеркин, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова, учительсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Зоя Юрьевна Дипломатова конференцире доклад туса пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассин пахалăхне ÿстерессин, эффективлă вĕрентÿ системине йĕркелессин, аслă классенче вĕренекенсене профиль вĕрентĕвне явăçтарассин, шкул ачисен сывлăхне сыхлассин тата çирĕплетессин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

В.П. Мидуков «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсесси пирки каларĕ. Хыççăн вара вăл районти педагогсене Тав çырăвĕсемпе асăнмалăх парнесем парса чыс турĕ.

Учительсен конференцине хутшăнакансене В.П. Димитриевпа Н.Г. Ванеркин та саламларĕç. Çитсе килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçусем сунчĕç.

«Вĕрентĕвĕн çĕнĕ законодательствин шайĕнчи педагогика ĕçченĕсен право статусĕ» темăпа Оринин шкулĕн историпе обществознани учителĕ В.И. Алексеева, «Законодательство базин условийĕсенче вĕрентÿ учрежденийĕн ĕçне-хĕлне йĕркелесе пырасси çинчен» темăпа Йÿçкасси шкулĕн директорĕ Ю.С. Яковлев, «Хальхи шкулта ăс-хакăлпа нравственноç культурине çирĕплетесси» темăпа Калайкасси шкулĕн директорĕн воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕ А.М. Степанов, «Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕсене пурнăçа кĕртсе пынă май иккĕмĕш ăрăвăн тата хальхи урокăн çĕнĕ стандарчĕсем» темăпа Мăн Хураçка шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.В. Прокопьева, «Федераллă патшалăх требованийĕсемпе килĕшÿллĕн шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парассин системине инновациллĕ майпа аталантарасси çинчен» темăпа «Солнышко» ача сачĕн заведующийĕ Н.Г. Колбасова, «Вĕрентÿ çинчен калакан законодательствăри хушма вĕрентÿ сфери тĕлĕшпе пурнăçа кĕртекен çĕнĕ-лĕхсем» темăпа ачасен Муркашри Ф. Васильев ячĕллĕ искусство шкулĕн директорĕ Г.М. Анисова тухса калаçрĕç.

Конференци итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче районта вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕнчи лайăх енсене палăртрĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче умра тăракан задачăсене уçăмлатрĕ.

Хăйсен сăмахĕнче педагогсем «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккун проекчĕ пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Вĕрентÿ ĕçĕнче пултарулăхпа хастарлăх кăтартнисем Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, район администрацийĕн, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн, РФ халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн Хисеп грамотисене илме тивĕç пулчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика