Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн патра пурнăç интереслĕ

31 августа 2011 г.

Пирĕн патра пурнăç интереслĕ

27-мĕш номерлĕ «Путене» ача сачĕ 1994 çулта ĕçлеме тытăннă. Кунта çÿрекенсем валли пурăнма тата канма, шкула кайма хатĕрленме пур условисене те туса пама тăрăшатпăр.

Хальхи вăхăтра пирĕн патра 13 ушкăн йĕркеленĕ. Калаçăвĕ йĕркеллĕ маррисем валли пĕр ушкăн, пĕтĕмĕшле аталану енĕпе 11 ушкăн тата тепĕр ушкăн ачасем 10 сехет таран пурăнмаллисем валли.

Ача садне çÿрекенсен хисепĕ çултан-çул ÿссех пырать. Калăпăр, 2006–2007 вĕренÿ çулĕнче садике 145 ача çÿренĕ пулсан, халĕ пирĕн пата 253 ача çÿрет, тивĕçлĕ воспитани илет.

Ăнăçăва кадрсем татса параççĕ. Ача садне педагогсен кадрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Учрежденире 31 педагог ĕçлет. Вăл шутран аслă воспитатель пĕрре, музыка ертÿçисем иккĕн, пĕр хореограф, пĕр логопед тата 25 воспитатель. Педагогсенчен 87 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 42 проценчĕ – пĕрремĕш квалификаци категорийĕн специалисчĕсем.

2008–2009 вĕренÿ çулĕнче пуçару ушкăнĕ Чăваш Республикинчи шкул çулне çитмен ачасен вĕренĕвĕн системин 2020 çулчченхи аталану концепцийĕпе килĕшÿллĕн ача садне 2009–2013 çулсенче аталантармалли программăна туса хатĕрлерĕ. Вăл республикăри вĕрентÿ системине аталантармалли тĕп çул-йĕрпе çыхăнса тăрать.

Ача садне çÿрекенсене илемлĕ литературăпа паллаштарасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Уйрăмах вĕсене вырăс чĕлхине вĕрентесси тĕп вырăнта тăрать.

Муниципаллă шайра ирттерекен мероприятисене тăтăшах хутшăнатпăр. Ача садĕнчи ташă коллективĕпе вокал ансамблĕ ку енĕпе чи активлисем. Художество пултарулăх смотр-конкурсĕсене хутшăнса вĕсем пĕр хут кăна мар лауреатсем пулса тăнă, дипломсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра, уйрăмах район центрĕнче, Муркашра, пурин валли те ача сачĕсенче вырăнсем çитмеççĕ. Çак ыйтăва татса парас ĕçе те эпир активлă хутшăнатпăр. Акă 2005–2006 вĕренÿ çулĕнче ача садĕнчи ÿсĕм тапхăрне кура йĕркеленĕ 6 ушкăна 127 ача çÿренĕ. 2006 çултан тытăнса 2010 çулччен арендăланă пÿлĕмсене реконструкци туса татах хушма 6 ушкăн йĕркелеме май килчĕ. Пĕрлехи пÿлĕмсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, кирлĕ сĕтел-пукан тата ыттине туяннă. Çапла вара татах 120 ача валли вырăн йĕркелеме май килчĕ.

Район тата республика шайĕнчи кăна мар, Раççей шайĕнчи смотр-конкурссемпе выставкăсене те хутшăнатпăр. Акă юлашки çулсенче ÿкерчĕксен Пĕтĕм Раççейри «Карлсон прилетел» конкурсне, регионсем хушшинчи «Воспитание, образование, карьера» выставкине, учительсен Сочире 2010 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри слетне хутшăнма тивĕçнĕ.

Мĕнле задачăсем тăраççĕ-ха пирĕн умра хальхи вăхăтра. Ку вăл – малашлăхри ача садне йĕркелесси. Ача садне çÿрекенсене пĕтĕмĕшле кăна мар, психологи сывлăхĕпе те тивĕçтермелле. Вĕрентÿ процесне ачасен ашшĕ-амăшĕсене те ытларах явăçтармалла. Вĕсен хăйсен ачи тĕлĕшпе компетентлă педагогика позицийĕ пулмалла. Коллективăн профессионаллă шайĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл ирĕклĕ, пултаруллă, ăнăçлă, хăй тĕллĕн тата стандартлă мар йышăну тума пултаракан çынсем хатĕрлеме пултартăр. Пирĕн тĕллев – тепĕр 5 çул хушшинче шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕнчен «Аталану центрĕ» туса хурасси.

Хамăрăн пуçарусене пурнăçа кĕртессинче общественноç çине таянни, унăн пулăшăвĕпе усă курни те кирлех. Уççăнлăх наци проекчĕн принципĕсенчен пĕри пулса тăрать. Пирĕн ĕç-хĕлте те ку çаплах. Çавна май эпир ача сачĕн ĕçне йĕркелесе пыма ертсе пыракан канаш туса хутăмăр. Ăна уставпа çирĕплетнĕ.

Общественноç, ашшĕ-амăшĕсемпе воспитательсем умĕнче администраци отчетсем тăвасси йăлана кĕчĕ. Çулленех уçă алăксен кунне ирттернĕ чухне кун пек отчетсем пулаççĕ. Районти методика пĕрлешĕвĕсенче педагогсем «Люби и знай родной свой край» педагогика технологине епле пурнăçа кĕртсе пыни пирки отчетсем тăваççĕ. Çаксем пире пĕтĕмпех ача садне çÿрекенсене тивĕçлĕ воспитани парассипе умри тĕллевсене лайăхрах пурнăçлама май параççĕ.

И. ФЕРАПОНТОВА,

«Путене» ача сачĕн ертÿçи, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика