Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренсен ăнăçу пулатех

31 августа 2011 г.

Вĕренсен ăнăçу пулатех

– Эпир çемьере икĕ ача: эпĕ тата шăллăм. Атте – Вениамин Иванович – В. Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшать. Ĕçлемесĕр çăкăр пулманнине кулленхи ĕçĕпе пире кăтартса пырать. Анне те – Алина Вениаминовна – ĕç ĕмĕрĕн пысăк пайне районти 2-мĕш номерлĕ больницăра кĕçĕн медперсоналта вăй хурать. Куратăр пулĕ, пирĕн çемьере «пысăк çынсенни» пек çÿлтен ÿкекен çук. Апла пулсан пĕтĕм ăнăçу хамăр тăрăшулăхра. Çакна эпĕ ачаран ăса хывса кăçал алла вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илтĕм, – кăмăллăн калаçать хăйĕн ылтăн медалĕпе мухтанмасăр Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкултан вĕренсе тухнă Иван Петров.

Авăн уйăхĕн пуçламăш кунĕсем – Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкултан вĕренсе тухнисемшĕн, хăйсен ытти пиншер тантăшĕ пекех, анлă пурнăç çулĕ çине пĕрремĕш утăм тунă вăхăт.

– Малашлăха мĕнре куратăн? – ыйтрăм Иванпа юнашар тăракан тантăшĕнчен Владислав Одинцовран. Сăмах май вăл та вăтам шкулти вĕренĕвне ылтăн медальпе вĕçлерĕ.

– Эпир Иванпа пĕр шухăшлă пулса техникăлла пĕлÿ илес çул суйларăмăр. Раççейре çĕнĕ технологисем вăй илсе пынă вăхăтра хамăр суйлава тĕрĕс тесе шутлатпăр. Хамăра вĕрентнĕ учительсем те пирĕн шухăша ырларĕç кăна. Тăван шкулта ылтăн медальлĕх вĕренсе ăс илни пурнăç çулĕ çинче усăллă пуласси пирки иккĕленÿ çук, – терĕ  Владислав куçне пĕрле вĕреннĕ Елена Спиридоновăпа Вероника Шатунова çинчен илмесĕр. Вĕсем те ăнăçлă вĕçлерĕç шкул курсне. Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

– Пирĕн шанчăка малашне те ан çухатăр, ĕмĕтĕре сÿнме ан парăр. Тĕл пулакан йывăрлăхсене алă усмасăр çĕнтерме тăрăшăр тата тăван шкула та манса ан кайăр, – тенĕччĕ яшсемпе хĕрсене аттестатсем панă каç шкул директорĕ К. Спиридонов.

Шкул çулĕсенче пĕр çемьери пек пурăннă ачасем пурнăç çулĕнче те туслăха çухатмасса шанас килет. Ăнăçу сунатпăр сире!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика