27 августа 2011 г.
«Халăх ыйтăвне тĕпе хуни – чи пĕлтерĕшли»
Çак кунсенче Муркаш салинче савăнăçлă лару-тăрура Заводская урамра апат-çимĕç продукчĕсем сутакан «Волна» магазин уçăлчĕ. Чăнах та çакă, уйрăмах кунта пурăнакансемшĕн, питĕ меллĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл тăрăхра ун йышши пысăк лавкка çук.
Уява Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, Чентросоюз членĕ В.М. Павлов килсе çитрĕ, сăмах каларĕ.
– Муркаш райпо коллективĕ пирки манăн ырă сăмахсем кăна калас килет. Ăна халĕ республикăра тата унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, тĕслĕхе лартаççĕ. Юлашки çулсенче вăл ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать, ĕçе тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртет, черетлĕ лавкка уçăлни те çавнах çирĕплетет, – терĕ республика хăни пурнăçланă ĕçе ырласа, малашне те ырă пуçарусене вăя кĕртме ырă сунса.
Çурт-йĕр çĕклес ĕç нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулман, ăна валли чылай вăхăт кирлĕ вĕт. Кунта тăрăшакансем вара кĕске вăхăтра палăртнă ĕçе вĕçлерĕç. «Волна» лавккана туса лартма 5 миллиона яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ çурт хăвăрт çĕкленчĕ, кунти халăха йышăнчĕ.
– Халăх ыйтăвне тĕпе хурса ĕçлени пирĕн ĕçре питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май паянхи кун эпир черетлĕ лавкка уçрăмăр. Тĕрĕссипе вара çакăн йышшисене сахал мар турăмăр, апла пулин те ку ĕçре чикĕ лартмастпăр-ха, çитес вăхăтра çак тăрăхра апатлану точки уçма шантаратпăр, сирĕн йышлă ыйтăва тÿрре кăларатпăр. «Волна» Муркашра пурăнакансене кăна мар, аякрисене те хапăл туса йышăнать, – терĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕ Борис Васильевич çурт-йĕр çĕклекенсене тав туса, тавар туянакансене кунта килсе курма йыхравласа. Çурт-йĕр çĕклес ĕçре уйрăмах палăрнă ĕçченсене вăл асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ.
Хисеплĕ хăнасем шутĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрре-мĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин та пулчĕ. Район экономикин аталанăвĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ суту-илÿ точкисем уçни, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатни кулленхи пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех савăнăçлă самантра Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Л. Абрамова пулчĕ. Палăртса хăвармалла, вăл кунти ĕç-хĕлпе тăтăш паллашать. Пухăннă хăнасем хĕрлĕ хăйăва касрĕç, тавар туянакнсене унта кĕме йыхравларĕç. Çĕнĕ лавкка ертÿçинче Т.Н. Ермолаева тăрăшать.
– Тавах Муркаш райповĕнче ĕçлекенсене пирĕн йывăрлăха ăнланнăшăн, апат-çимĕç лавкки уçнăшăн. Пире, ватă çынсене, аякри лавккасене çÿреме çăмăл мар. Çакăнта тăрăшнă çынсен алли-урисем сывă пулччăр, – терĕ кинемей тин кăна уçăлнă лавккаран çемçе çăкăр туянса тухнăскер савăнăçне пытараймасăр.
Уяв самантне «Çăлкуç» ансамбль илемлетрĕ.
Р. Илларионова.