Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакăн юлашкийĕсене тупнă

27 августа 2011 г.

Салтакăн юлашкийĕсене тупнă

Çак кунсенче Чуманкасси ял тăрăхне «Алые маки» обществăлла организацирен тата Шупашкар хулинчи 57-мĕш номерлĕ шкулти «Набат» шырав клубĕнчен çыру килнĕ. Вĕсем вилнĕ салтакăн, çĕр-шыв хÿтĕлевçин тăванĕсене шырса тупма пулăшма ыйтаççĕ. Сăмах кунта Муркаш районĕнчи Вăрманкасси (халĕ Отарккă) ялĕнче 1912 çулта çуралнă Иван Васильевич Толстов пирки пырать. Унăн юлашкийĕсене 2011 çулхи августăн 14-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пынă вырăнсенче Санкт-Петербург патĕнче «Северо-Запад» шырав пĕрлешĕвĕ тупса палăртнă.

Çырура асăннă тăрăх И.В. Толстова 1942 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулин Çар комиссариачĕ урлă вăрçă хирне ăсатнă. Чăваш Республикин Асăну кĕнекинче (6-мĕш том, 260-мĕш стр.) И.В. Толстов 1943 çулхи март уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă тесе çырса хунă.

2008 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, 94 çула кайса, Иван Васильевичăн мăшăрĕ Мелания Павловна Павлова çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕн шăпи пирки пĕлеймен. Ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн мăшăрне кĕтнĕ, урăх качча та тухман.

Вĕсен 1939 çулта çуралнă Зоя хĕрĕ пулнă. Ашшĕне фронта ăсатнă чухне Зоя Ивановна Толстова (качча кайнă хыççăн Ефимова) 2 çул та 8 уйăхра кăна пулнă. Ашшĕне астумасть. Анчах та амăшĕ каласа панă тăрăх вăл ашшĕне ăсатма Шупашкара çити лашапа пынă, тилхепене хăйне тыттарма ыйтнă. 1942 çулхи сентябрьччен И.В. Толстовпа унăн мăшăрĕ М.П. Павлова Шупашкар хулинче строительство хатĕрĕсем туса кăларакан заводра вăй хунă.

Хĕрĕ 1966 çулта качча тухнă. Геннадий Ефимович Ефимовпа вĕсем пилĕк ача пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă.

Чăваш Республикинчи «Алые маки» обществăлла организацирен çыру илсен вилнĕ салтакăн хĕрĕпе мăнукĕсем питĕ савăнчĕç те, тĕлĕнчĕç те. Вĕсен ашшĕн тата аслашшĕн юлашкийĕсене тупнă вĕт-ха. Çывăх çыннисем унăн юлашкийĕсене тепĕр хут пытарнă çĕре тухса кайма кирек хăçан та хатĕр. Н. ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика