Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурлăхана та çĕнетмелле

27 августа 2011 г.

Хурлăхана та çĕнетмелле

Кĕр çитнĕ май йывăç лартмалли тапхăр та çывхарать. Ку вăхăт сад-пахчана çĕнетме аван. Хурлăхана миçе çултан çĕнетме юрать?

И. ДЕНИСОВА.

Ялта пурăнакансем çырла тĕммисемпе лаптăкĕсене çĕнетсех тăмаллине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Анчах та темшĕн-çке хурлăхан пирки час-часах аса та илмеççĕ. Нумайăшĕ хăйсен пахчинче 20 çултан та иртнĕ ÿсен-тăрансенчен çырла сахал пухса илнишĕн пăшăрханать, хурт-кăпшанкăна тата çанталăк условийĕсене айăплать. Çакна кура вĕсем çырла тĕммисем ватăлса вăйсăрланнине асăрхамаççĕ те тейĕн.

Хурлăхан тĕмми çырла кÿме тытăнсан малтанхи 6-7 çулне тухăçпа савăнтарать. тураттисене вăхăтра касса, тасатса тăманни çак вăхăта 5 çул таран кĕскетет. Çавăнпа та вĕсене çуллен тымартан тухакан 2-3 хунав хăварса çамрăклатмалла. Ку майпа 5 çулхи тĕмре тĕрлĕ ÿсĕмри 10-15 турат пулмалла.

Вăхăт иртнĕçемĕн 7-8 çулхи тĕмсене улăштарма тытăнмалла. Çамрăккисем вăй илсе пынă тапхăрта ватăраххисем сире çырласемпе туллин тивĕçтерĕç. Çавăнпа та каярахпа вĕсене кăкласан та эсир çимĕçсĕр юлмăр.

Хура хурлăхана ĕрчетме кăткăсах та мар. Сыпмалли туратсене кĕркунне кăпăшка та пулăхлă тăпра çине тăрăнтарса хăвармалла та тепĕр çултан вĕсем куçарса лартма хатĕр пулаççĕ.

Юлашки вăхăтра селекционерсем чир-чĕре парăнман, шултра çырлаллă, тутлă та сĕткенлĕ сортсем чылай кăларнă. Вĕсен шутĕнче: Ядреная, Перун, Сокровище, Илья Муромец, Елочка, Ароматная, Дачница, Русалка, Вологда сортсем.

А. ПАВЛОВ,

агроном.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика