Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасен африка чуми пиркиех

27 августа 2011 г.

Сыснасен африка чуми пиркиех

Çĕр-шывра çак чир тĕлĕшпе çивĕч лару-тăру пĕрремĕш çул мар. Сыснасен африка чумине кÿршĕллĕ Чул хула облаçĕнче те тупса палăртни çак чир сарăлас хăрушлăх уйрăмах пысăк пулни пирки калать. Апла пулсан унран асăрханасси тата сыхланасси ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те, килти хушма хуçалăхсенче те малти вырăнта пулмалла.

Сыснасен африка чуми – килте усракан тата хир сыснисене кирек хăш ÿсĕмре пурне те ерме пултаракан чир. Унпа чирленĕ выльăхсен ытларах пайĕ вилет. Сыснасен африка чуми уйрăмах хăрушă чирсен шутне кĕрет. Çак чир çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пуçланма пултарать.

Чир пуçаруçисем – чирлĕ е чирлесе ирттернĕ сыснасем. Вирус илсе çÿресси çак чĕр чунсен 2 çул е ытларах та тăсăлать. Хир сыснисем çак вирусăн тĕп резервуарĕсем пулса тăраççĕ. Чирлĕ сыснан организмĕнчен чир вирусĕ юнпа, каяшпа, шăкпа, сăмсари йăлмакапа, сĕлекепе тухать. Инфекци çавăн пекех хир сыснисем çÿренĕ улăх-çаранта та, вăрманта та, сыснасене турттарнă транспортпа та ерме пултарать. Организма лексен çак вирус унта нумай çул упранма пултарать. Каларăм ĕнтĕ, ку чирпе чирленисен ытларах пайĕ вилет.

Чирĕн инкубаци тапхăрĕ 2 кунран пуçласа 22 талăка çити пырать. Чир хăвăрт та, ерипен те аталанать. Ытларах чух 7 талăк чирленĕ сысна вилет. Чир ÿт температури 40,5-42 градуса çити ÿснинчен пуçланать. Çакăнпа пĕрлех выльăхăн кансĕрлĕхĕ ÿсет, вăл ытларах выртать, апат çимест е çиес килмесĕр çиет. Хыççăн унăн утти вăйсăрланать, сывлав кĕскелет, ÿслĕк тухать. Ÿт тĕллĕн-тĕллĕн кăвакарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, сăмсаран юн кайма пуçлать.

Сыснасен африка чумине пĕрлешÿллĕ тата килти хушма хуçалăхсене кĕрессинчен сыхланасси тата профилактика ĕçĕсем – паян пирĕн умра тăракан тĕп задачăсем. Çак ĕçри пĕрремĕш тĕллев – чир вирусне сысна ĕрчетекен хуçалăхсене сыснасен африка чумипе чирлĕ е ку тĕлĕшпе сывах мар регионсенчен кÿрсе килессинчен хăтăласси. Çак тĕллевпе сысна ĕрчетекен фермăсенче ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла. Кунта выльăхсене реализациленĕ-туяннă чух тата выльăх апачĕ туяннă вăхăтра зоогигиена нормисене çирĕп пăхăнни малти вырăнта тăрать. Лару-тăру йĕркеллине çирĕплетекен документсем пулмасан сыснасем туянма тăхтамалла.

Сыснасен африка чумипе профилактика ĕçĕсене çирĕп пурнăçлассине ку чиртен ятарлă профилактика хатĕрĕсем çукки тата чир кÿме пултаракан тăкаксем пысăк пулни ыйтаççĕ. Тăкаксем тенĕрен. Çак чире тупса палăртнă вырăнта сыснасене юнне кăлармасăр вĕлереççĕ. Вилнĕ сыснасене тата тислĕке, апат юлашкийĕсене, хăма урайсене, кормушкăсене, пÿлĕмсем хушшинчи картасене сÿтсе çунтарса яраççĕ.

Асăрхану ĕçĕсем пурнăçланă май выльăхсен пÿлĕмĕсене, апат упракан тата хатĕрлекен пÿлĕмсене тăтăшах дезинфекцилемелле. Сысна сарайĕсенчи кăшлакан чĕрчунсемпе кĕрешмелле. Çак выльăхсене ыттисенчен хупă тытасси пирки те манмалла мар.

Эпир паян асăннă хăрушă чир пирĕн патăмăра килсе ан кĕтĕр тесен маларах каланинчен кашни пĕрлешÿллĕ тата килти хушма хуçалăхрах тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалла. Ăна пурнăçласан çеç эпир хамăр район территорийĕнчи вуншар пин сысна пуçне сыхласа хăварма тата экономика тĕрекне упрама пултарăпăр.

Л. БОЯРИНОВА, районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин эпизоотолог-ветврачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика