27 августа 2011 г.
Пĕри тепринчен маттур
Вырмана хутшăнакан механизаторсен районти конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетес енĕпе йĕркеленĕ комиссин ларăвĕ иртнĕ. Вырмана хутшăнакан комбайнерсен августăн 19-мĕшĕнчен тытăнса 25-мĕшĕчченхи ĕçĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
«Акрос-530», «Дон-1500», «Полесье-1218» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче çаксем малта:
1-мĕш вырăнта – чикĕллĕ яваплăхлă «ВаСем» обществăри Николай Иванович Петров экипажĕ («Полесье-1218» комбайнпа 402 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
2-мĕш вырăнта – Суворов яч. хис. хуçалăхри Радонеж Виссарионович Кузнецов экипажĕ («Акрос-530» комбайнпа 393 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
3-мĕш выранта – Суворов яч. хис. хуçалăхри Степан Николаевич Афанасьев экипажĕ («Дон-1500» комбайнпа 229 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
«Вектор», «Полесье» тата «Енисей-954» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче çаксем малта:
1-мĕш вырăнта – чикĕллĕ яваплăхлă «Бездна» обществăри Анатолий Иванович Кудряшов экипажĕ («Вектор» комбайнпа 415 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
2-мĕш вырăнта – Чкалов яч. хис. хуçалăхри Болеслав Николаевич Никитин экипажĕ («Вектор» комбайнпа 405 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
3-мĕш вырăнта – «Ударник» хуçалăхри Владимир Алексеевич Степанов экипажĕ («Полесье» комбайнпа 190 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
«Енисей-1200» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче:
1-мĕш вырăнта – А.А. Трепневăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Анатолий Николаевич Ермаков экипажĕ (186 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
2-мĕш вырăнта – Ильич яч. хис. хуçалăхри Евгений Петрович Васильев экипажĕ (127 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
3-мĕш вырăнта – Ильич яч. хис. хуçалăхри Владислав Иосифович Аврамов экипажĕ (126 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
«СК-5 «Нива» класлă комбайнпа ĕçлекенсем хушшинче:
1-мĕш вырăнта – «Герой» хуçалăхри Василий Викентьевич Васильев экипажĕ (87 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
2-мĕш вырăнта – Герой» хуçалăхри Владимир Романович Васильев экипажĕ (83 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
3-мĕш вырăнта – «Восток» хуçалăхри Валерий Георгиевич Вершев экипажĕ (44 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ).
Конкурс итогĕсемпе килĕшÿллĕн 1-мĕш вырăна тухнă экипажсем 300-шер тенкĕлĕх, 2-мĕш вырăна тухнисем 200-шер тенкĕлĕх, 3-мĕш вырăна тухнисем 100-шер тенкĕлĕх свидетельствăсене тивĕçнĕ.