27 августа 2011 г.
Çĕнĕ программа хатĕрлеççĕ
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчи хушăвĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви «Ял хуçалăхне аталантарасси тата Чăваш Республикинче 2012 – 2020 çулсем валли ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси» патшалăх программи хатĕрлет.
Унти задачăсем республикăри тĕллевлĕ программăсем урлă пурнăçланса пырĕç. Тĕслĕхрен, агропромышленнăç комплексне аталантарасси, ялсен социаллă аталанăвĕ тата Чăваш Республикинче 2008 – 2015 çулсем валли ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси пирки программăсем тăрăх. Хальхи вăхăтра Патшалăх программин проектне унпалла кăсăкланакансемпе килĕштерес ĕç пырать. Ăна пăхса тухма Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне авăн уйăхĕн çурринче тăратма пăхаççĕ.
Раççей Федерацийĕн шайĕнче те «Ял хуçалăхне аталантарасси тата 2013 – 2020 çулсем валли ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси» патшалăх программи хатĕрлессипе ĕçсем пыраççĕ. Унта агропромышленнăç комплексне пулăшмалли çĕнĕ енсем пăхаççĕ. Вĕсен шутĕнче: хресчен (фермер) ĕçне тин кăна кÿлĕнекенсене пулăшасси, ял хуçалăх потребкооперацине аталантарма тĕкĕ парасси, техникăлла тата технологилле модернизаци, Раççейри ял хуçалăх çĕрĕсене мелиорацилесси, ял хуçалăх территорийĕсене тăнăç аталантарасси.
К. АЛЕКСАНДРОВ.