Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паспортсене улăштарас пулать

24 августа 2011 г.

Паспортсене улăштарас пулать

СССР гражданинĕн 1974 çулчченхи паспорчĕсене Раççей гражданинĕн паспорчĕпе улăштарас ĕç 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Анчах та ку е вăл сăлтава пула паспортсене улăштарманнисем те çук мар. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Вĕсем хушшинче тĕн витĕмĕ тĕлĕшпе паспорта улăштарма тăхтаса тăракансем те пур.

Кун пек категорие кĕрекен граждансем Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортĕнче харпăр хăйĕн кодне çырмалли, паспортăн страницисене орнамент мелĕпе номерленĕ çĕрте «666» цифра пурри пирки калаççĕ.

Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕн реквизичĕсемпе пайĕсем РФ гражданинĕн паспорчĕн бланкĕ пирки çырса панисене тивĕçтереççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительстви хăйĕн 1997 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи 828 " «Об утверждении Положения о паспорте гражданина Российской Федерации, образца бланка и описания паспорта гражданина Российской Федерации», в том числе графу «личный код» йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

Раççейри Федераллă миграци службин 2009 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 339 " хушăвĕпе çирĕплетнĕ административлă регламентпа килĕшÿллĕн паспорт бланкĕн 2-мĕш страницинчи «личный код» йĕркене тултармаççĕ. 5-мĕш, 7-мĕш, 9-мĕш, 11-мĕш, 13-мĕш, 15-мĕш тата 19-мĕш страницăсенче «Россия» сăмах çырса хунă. Паспортăн 20 страницинчен 14-шне орнамент мелĕпе номерлесе тухнă. Ку орнаментра «666» цифра çук.

Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш районĕ тăрăх территори пункчĕ хăйсен паспорчĕсене улăштарман çынсене çак ĕçе кая юлмасăр туса ирттерме чĕнсе калать. Раççей Федерацийĕн законодательствипе пăхса хуман чухне паспорт улăштармалли вăхăта тăсса янăшăн административлă майпа явап тыттармаççĕ.

Л. ПЛЕЧОВА,

Раççейри Федераллă миграци службин управленийĕн Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ тăрăх территори пункчĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика