Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăварпа паттăррăн кĕрешрĕç

24 августа 2011 г.

Вут-кăварпа паттăррăн кĕрешрĕç

Хăрушлăх тени тĕрлĕрен пулма пултарать пулсан та пирĕн тăрăхшăн чи пăшăрхантараканни – вут-кăвар ирĕке кайса алхасни. Пушар хамăр тимсĕрлĕхпе тухнипе пĕрлех çут çанталăк пулăмĕсемпе те вăй илет. Шăпах çакнашкал тĕслĕх пулчĕ те иртнĕ шăмат кун, çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче, «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри ĕне ферминче. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче анчах купаланă улăм урине çиçĕм çапрĕ.

Çак инкек «Свобода» хуçалăх та, Кашмашра пурăнакансем те, Муркашри пушар чаçĕ те, кÿршĕллĕ хуçалăхсем те йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне вăй çитнĕ таран пулăшма хатĕр пулнине кăтартса пачĕç. Йăсăрланакан улăм уринче çулăм малалла ан кайтăр тесе «Свобода» хуçалăхри И. Николаев механизатор улăм рулонĕсене илсе çулăм çулне пÿлни те, Кашмашри пушар машининчи шывпа сысна фермин заведующийĕ В. Никитин тата хуçалăх специалисчĕ А. Ишаков кÿршĕллĕ улăм ури умĕнче тăтăш сыхăра тăни те, Кашмаш йĕтемĕ çинче тытă турттарассипе тимлекен Р. Толикин водитель киле кайса хушма хуçалăхри тракторпа 5 тоннăллă шыв цистернипе вăхăтра шыв кÿрсе килни те, Г. Валежниковăн ДТ-75, Ю. Димитриевăн ХТЗ бульдозер-тракторĕсем çийĕнчех çитни те инкекпе пуçламăш самантранах çанă тавăрса кĕрешме май пачĕ. Çакна та каламалла. Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕсем инкек вырăнне икĕ пушар машини кăларни те, кÿршĕсене пулăшма кÿршĕллĕ хуçалăхсен пушар машинисем килни те çулăма вăй илмех памарĕ. Чапаев яч. хис. тата Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенчен килсе çитнĕ тракторсем те «хĕрлĕ автанпа» кĕрешес ĕçре пысăк пулăшу пулчĕç.

ДТ-75 бульдозерпа П. Толикин механизатор вара вут тивнĕ рулонсенчи улăма салатассипе çичĕ хут тар кăларса ĕçлерĕ. Унăн «хурçă учĕ» пуç çĕклеме хăтланакан çулăм çине паттăррăн епле ыткăннине пушар сÿнтерме пынисем хăраса çеç пăхрĕç.

– Тавах пушара сÿнтерме хутшăннă ял çыннисене, вăхăтра килсе çитнĕ районти пушар хуралĕн ĕçченĕсене, инкекре пулăшу алли тăсса панă хуçалăхсен ертÿçисемпе механизаторĕсене. Пĕрлехи тимлĕхпе тата тăрăшулăхпа пысăкрах çухатуран пăрăнса иртрĕмĕр, – терĕ тепĕр кунне тав сăмахĕсем «Свобода» хуçалăхăн ертÿçи В. Ананьев.

... Пушар вăл ăнсăрт пулăм. Кашмашри ĕне ферминче улăм ури çуннă вăхăтрах Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар хуралне Ильинка ял тăрăхĕнчи Куçкăн ялĕнче А. Кабуркин хуçалăхĕнче пушар тухни пирки хыпар çитет. Улăм урине сÿнтерес çĕре ЗиЛ-130 автомашина кăларса Муркашсем Куçкăна васкарĕç. Кил хуçалăх тĕппипех кĕлленчĕ пулсан та çăлавçăсем вут-çулăма кÿршĕ хуçалăхсем çине сарăлма памарĕç. Пушар сăлтавĕпе паян тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.

Районти патшалăх надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Андрей Васильевич Ефимов каласа панинчен: кăçал район территоринче 26 пушар алхаснă, вут-çулăм тыткăнĕнче 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, çиçĕм çапнипе унччен икĕ дача çурчĕ кĕлленнĕ.

– Юлашки 10 çул хушшинче район территорийĕнче аслатиллĕ çумăрсем вăхăтĕнче пÿрт-çуртсене е çынсене çиçĕм çапнă тĕслĕхсем 30 яхăн пулчĕç. Çакăн сăлтавĕ – сывлăш ытларах вараланни. Унчченрех сывлăш питĕ хăватлă диэлектрик пулнă – ун витĕр электричество каяйман. Ăна пулах çиçĕм çапасси те никама шухăшлаттарман. Сывлăш вараланнипе тата унта тĕрлĕ электрохумсем тулнипе юлашки çулсенче вăл аслатиллĕ çумăрсем вăхăтĕнче пĕлĕтре пухăннă электричество зарядне хăй витĕр çĕр çине яма пуçларĕ. Унччен космоса кайнă зарядсем халĕ тăтăшах çĕр пичĕ çине анаççĕ.

Мĕнле хÿтĕленмелле-ха çиçĕм çапасран; Ку ыйту паян малти вырăна тухрĕ. Малтанах пур çуртсене те çиçĕмрен хÿтĕлесе çĕрпе çыхăнтармалла. Çавна валли çуртсене 4 енчен те çĕрпе сыпăнтарас пулать. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче пур электроприборсене те электричество линийĕнчен уйăрмалла, телевизор антенине телевизортан кăлармалла. Урамра е хирте чухне кĕсье телефонĕсене сÿнтермелле. Çумăртан пынаннă чух тимĕр конструкцисенчен пăрăнма тăрăшмалла. Производство обьекчĕсенче çиçĕме сирмелли устройствăсем вырнаçтарассине мала кăлармалла, – терĕ Андрей Васильевич. Сыхланакана Турă та сыхлать. Çапла пултăрччĕ. А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика