24 августа 2011 г.
Килти илемлĕх тĕнчи
Тахçантанпах Мăн Сĕнтĕре кайса курас килетчĕ. Ăнсăртран мар. Кунта 1932–1936 çулсенче Тутаркасси районĕн колхоз шкулĕнче (РКШ) манăн атте К.П. Верендеев ĕçленĕ. Вăл колхозсенчен янă ял çыннисене зоотехника пĕлĕвĕ панă. 10 çул каялла эпĕ Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта нумай çул рисовани тата черчени урокĕсем ертсе пынă В.К. Бочкаревăпа паллашрăм. Кĕске паллашу кĕçех туслăха çаврăнчĕ. Вара Мăн Сĕнтĕрте темиçе хут та пултăм.
Кăçалхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Валентина Константиновна 86 çул тултарчĕ. Паянхи кун маншăн вăл Мăн Сĕнтĕрте пурăнни те, ачасене шкулта вĕрентнисĕр пуçне (ĕç стажĕ – 40 çул) хăй те картинăсем ÿкерме юратни те, унăн ашшĕ К.Т. Гаврилов ăста художник пулни те питĕ интереслĕ. Ку çеç те мар, Валентина Константиновна сăнарĕ ÿнер искусствин пуянлăх лаççине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Мĕншĕн тесен Раççейăн паллă художникĕ Н. Сверчков хăйĕн «Пушкин в чувашской деревне» картинине ÿкернĕ чух чăвашăн шыв кĕвенти йăтнă йăрăс та çамрăк, хитре хĕрĕн сăнарне калăплама вăл вăхăтри художество училищин студенткине Валентина Гавриловăна чĕннĕ. Çак ĕçе паян ÿнер музейĕнче пиншер çын курса савăнать.
Валентина Константиновна Муркаш тăрăхĕшĕн паллă çын. Вăл пĕр вăхăталлах Шупашкарти строительство техникумĕнчен (1943–1946 çулсенче) тата тĕп хулари художество училищинчен (1946–1949 çулсенче) вĕренсе тухнă. Çакăн хыççăн хастар хĕрарăм пĕтĕм ĕç пурнăçне Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕпе çыхăнтарнă. Кунти вăтам шкулта ĕçлеме пуçласан çамрăк учительница Кармăшра пурăннă тата шкулта ĕçпе физкультура урокĕсем ирттерекен Илларий Васильевич Бочкаревпа çемье çавăрать. Мăшăрĕ ăсталанă сĕтел-пуканпа кил таврашĕнче халĕ те усă кураççĕ.
Пурнăçра çĕнĕрен çĕннине шыракан, тăтăш вĕренсе пĕлĕве аталантарассишĕн тăрăшакан хĕрарăм, 5 ача амăшĕ (Бочкаревсем 4 хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ) 1972 çулта Шупашкарти педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне ăнăçлă пĕтерет, алла диплом илет. Аслă пĕлÿ илни унăн пултарулăхне татах та пуянлатнă, çĕнĕ шая çĕкленĕ, тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарнă.
Илемлĕх тĕнчин тыткăнĕнче пурăнаççĕ паян Бочкаревсем. Вĕсен килне çитсен картинăсен чăн-чăн галерейине кĕнĕнех туйăнать. Пур пÿлĕмсенче те стенасене акварельпе тата çуллă сăрăпа ÿкернĕ картинăсем, этюдсем, портретсем, пейзажсемпе натюрмортсем илемлетеççĕ. Курма пыраканпа вĕсем хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ, илемлĕх тĕнчине шаларах та шаларах йыхравлаççĕ, вĕсене ÿкернĕ çыннăн чунне уçса параççĕ. Картинăсен авторĕсем: Валентина Константиновна хăй, унăн ашшĕ Константин Гаврилович, В.К. Бочкаревăн мăнукĕсем. Хĕрĕсем тĕрленĕ панносем те нумай кунта. Шкафсенче Валентина Константиновнăн шăллĕ Алим Гаврилов скульптор ăсталанă макетсем тăраççĕ, Мăн Сĕнтĕрти ÿнер шкулĕнче вĕренекен мăнукĕсем хатĕрленĕ сувенирсем упранаççĕ. Çак пуянлăха кашни пÿлĕмрех чечексем хăйне евĕр илем кÿреççĕ.
Валентина Константиновна Бочкаревăн паян ачисен тата мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен çемйи пысăк. Вĕсемпе пĕрлех тăван шкул учителĕсемпе хăйĕн вĕренекенĕсем, ырă кăмăллă та ĕçчен ял çыннисемпе кÿршисем – унăн тăтăш хăнисем.
Т. ВЕРЕНДЕЕВА.
Шупашкар хули.