Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи ансат çул – пĕрле пулăшмалла!

24 августа 2011 г.

Чи ансат çул – пĕрле пулăшмалла!

Ялсенчи социаллă пурнăçа аталантарасси, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин ертÿçисен политикин тĕп шăнăрĕ. Паянхи çамрăксене ялта хăварма тивĕçлĕ тĕллевсемпе кирлĕ условисем пулмалла. Кунта Чăваш Республикин Президенчĕн сăмахĕсене илсе кăтартас килет. «Çыннăмăрсен сывлăхĕпе пуласлăхĕшĕн вăл хăй çуралса ÿснĕ вырăнта тĕпленсе пурăнни усăллăрах. Çын ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн тăван çĕр-шывĕнче акса ÿстернĕ тата туса илнĕ продуктсемпе апатлантăр, ачаран хăнăхнă шыва ĕçтĕр», – тет Михаил Васильевич. Тĕрĕсех, çиччĕ виçсе каланă сăмахсем. Вĕсене кашниех ăша хывма тăрăшать, анчах пурнăç сулăнчăкĕсенче çав чăнлăха хăй еккипе янă тĕслĕхсем те пулаççĕ-ха. Кун хыççăн вара ыррине кĕтме хĕнтерех.

– Хамăрăн умри çутă тĕллевĕмĕрсене хăй еккипе сулăнчăка кайнисен шутне кĕртес марччĕ. Çавна тума пирĕн вăй пур, тăрăшулăх та çитĕ, – терĕç Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула унăн паянхи кунĕпе интересленсе тата малашлăхĕпе кăсăкланса пухăннисем. Вĕсен хушшинче шкул ĕçĕн ветеранĕсемпе кунтан вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухнисем, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Н. Кожевников, «Свобода» хуçалăх ертÿçи В. Ананьев, ялти активист тата ветеран-педагог Л. Яриков, хастар пахчаçă тата физкультура учителĕнче нумай çул вăй хунă В. Яриков, Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Кожевниковпа çак тăрăхри культура ĕçченĕсем пулчĕç.

Вуншар çул каялла шкулта техслужащи пулса вăй хунă, ачасем ăшăра вĕренччĕр тесе классене кăмака хутса ăшăтнă А. Щукина умра тăракан ыйту çине хурав пани асра юлчĕ. Пурнăçра хура-шурне сахал мар чăтса ирттерсе пуçтарнă пуян ăс-хакăллă мăнакка сăмахĕсем çапларах пулчĕç: «Шкул – ял аталанăвĕн тĕп палли. Çакна хам ĕмĕрти нумай тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултаратăп. Шкул пулсан тата ĕçлесен ялта çамрăксем юлаççех. Кун пек чухне ял малашлăхĕ пирки те шанма пулать. Тăван ялта вулама-шутлама вĕреннĕ ача çĕр ĕç культурине те ăша хывать, ялăн ыранхи пурнăçĕ пирки шутлать. Кашмашра та çапла пулнă, пур тата малашне те çавăн пекех пултăрччĕ».

Çак сăмахсем çумне ял пурнăçĕн ÿкерчĕкĕсене илсе кăтартас килет. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте çĕр çула яхăн каялла мăн асаттесем тунă йывăç шкуллă ялта вĕреннĕ яшсемпе хĕрсем çемьесем çавăрса илемлĕ пÿртсемлĕ килти хушма хуçалăхсем йĕркелесе çĕнĕ виçĕ урам çĕклерĕç. Вĕсем ĕçлекен «Свобода» хуçалăх тăрăшулăхĕпе яла çут çанталăк газĕ çитрĕ, ялăн тĕп урамĕпе асфальт çул сарăлса выртрĕ, çĕнĕ вăхăтри Культура çурчĕпе библиотека ĕçлеме пуçларĕç. Çĕнĕлĕхсене тата ырă улшăнусене татах та калама пулать, анчах.... Шăпах çак «анчах» канăç памасть паян Кашмашсене.

Тĕл пулăва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г. Ершова уçрĕ. Вăл ертсе пынипех паян шкулта ĕçлекенсемпе пухăннисем шкулăн тăватă çуртра вырнаçнă класĕсемпе, производство пÿлĕмĕсемпе иртрĕç.

– 1986 çултанпа ялта 83 кил хуçалăхран 3 çĕнĕ урам йĕркеленни тата Çатракасси ял тăрăхĕн генераллă планĕпе пăхнă 2 урам Яриков ячĕпе хисепленекен урам вĕçĕнче 110 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкул тумах ыйтать. Çак ĕç çине эпир паян алă сулсан пулас ăрусем пире мухтамĕç, – терĕ аса илÿсем хыççăн шывланнă куçĕсене шăлса ĕç ветеранĕ Магдалина Толикина.

Халĕ калани çумне çакна хушмалла. Çĕнĕ шкул ыйтăвне Кашмашри вĕрентекенсем пĕрремĕш çул мар малти вырăнта тытаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем ыйтнипех шкул коллективĕ çĕнĕ строительство ыйтăвĕсемпе 2004 çулта пăр тапратнă. Шкулăн пулас вырăнне палăртнă, унти çĕр пахалăхне лабораторире тĕрĕсленĕ. Умра паян тăракан тĕп задача – проект хатĕрлесси. Районпа республика пулăшăвĕ çине çеç шанса лармасăр Кашмашсем çак ĕçе нимелле пуçарса яма тĕв турĕç, расчет счечĕ уçма шутларĕç.

– Халăхăмăр каларăшĕпе пăхсан ачи макăрмасăр амăшĕ кăкăр памасть. Пире район та, республика та пăрахмасса шанатпăр. Анчах умра тăракан пысăк ĕçе хамăрăнах пуçăнмалла. Çакăнта пире ялта пурăнакансем те, тăван шкултан вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çинче вырăн тупнисем те, ырă кăмăллă ытти çынсем те пулăшасса шанатпăр, – терĕ Галина Павловна шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленни пирки каласа парсан районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Кожевников.

Сăмах май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ О. Макаров ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ (унта Чăваш Республикипе ĕçлекен Роспотребнадзор Управленийĕн ертÿçи Н. Луговская, ЧР патшалăх пушар надзорĕн тĕп инспекторĕ Н. Петров, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З. Дипломатова кĕчĕç) нумаях пулмасть Кашмашсем пуçарнă ыйтупа вырăна тухса паллашрĕç. Çакăн хыççăн шкул çумĕнче йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствине кайса килнĕ.

– Шкул ыйтăвĕ Кашмашсемпе Хуракасси выççăлккисемшĕн тĕп вырăнта. Çывăх вăхăтрах 3 ачаллă çамрăк çемьесене кил хуçалăхсем çавăрма çĕрсем пама пуçлатпăр. Ку вăл ял аталаннине, пирĕн тăрăхра демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле утăмланине çирĕплетет. Ку çул пурăна киле шкул ыйтăвĕпе тÿрремĕнех çыхăнĕ, – пĕлтерчĕ пухăннисене Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Кожевников.

Çамрăксем тăван хуçалăхăн тĕп тĕрекĕ пулнине çавра сĕтел хушшинчи калаçăва хутшăннă В. Ананьев та çирĕплетрĕ:

– Хуçалăх производствинче ашшĕ-амăшĕсен ĕçĕсене династии йĕркипе малалла тăсакан çамрăксем нумай пулни пире ÿсĕм çулĕпе уттарать, çĕнĕ тĕллевсем çĕнме пулăшать. Шкул пĕтерекенсен ĕç вырăнĕ пирки пуç ватма та кирлĕ мар. Çакна шута илсен Кашмашра çĕнĕ шкул çурчĕ кирлех, – терĕ «Свобода» хуçалăх ертÿçи Владислав Кириллович.

Туса ирттернĕ ĕçсем тĕрĕс пулнине палăртса пухăннисем малтанхи вăхăтри укçа-тенкĕ ыйтăвне тарăн ещĕке хăвариччен нимелле ĕçлессине мала кăларасси пирки калаçса татăлчĕç, йышăну турĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

ХУШСА КАЛАНИ. 2011-2012 вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкул дирекцийĕ учительсем тимленипе 192288,20 тенкĕ, ятарлă счет çинчен 125342,80 тенкĕ тăкакланă. Огнетушительсене тĕрĕсленĕ тата çĕнĕрен зарядланă, сигнализацисене тĕрĕслев витĕр кăларнă. Паян шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕпрен илсен хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика