Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен аллинче – паспортсем

24 августа 2011 г.

Çамрăксен аллинче – паспортсем

Иртнĕ тунти кун, çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче, çĕр-шывра пурăнакансем Раççей патшалăх ялавĕн кунне паллă турĕç.

Паспорт – Раççей гражданинĕн тĕп докуменчĕ. Апла пулсан ăна граждансене вăхăтра парса-улăштарса тата килен-каянсене регистрацилесе тăрассипе РФ ЧР федераллă миграци службин управленийĕн районти территори пункчĕ туса ирттерекен ĕçĕн тÿпи те пысăк. Кун хыçĕнче вара конкретлă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ тăрать.

– Хамăр патăмăра килекен кашни гражданинăн ыйтăвнех вăхăтра та туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çапла вара кăçал паянхи куна районта пурăнакан анчахрах 14 çул тултарнă 246 яшпа хĕре Раççей гражданинĕн паспортне патăмăр. Ку вăл пирĕн общество хăйĕн аталанăвĕнче тепĕр утăм малалла пуснине кăтартать, – терĕ Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи федераллă миграци службин управленийĕн районти территори пункчĕн ертÿçи Любовь Геннадьевна Плечова.

Пирĕнсĕр пуçне район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче алла пĕрремĕш хут паспорт илекен пĕр яшпа виçĕ хĕр, ашшĕпе амăшĕсем.

– Паспорт илесси пирки эпĕ яланах ĕмĕтленнĕ, анчах паянхи пек пăлханасса шутламан, – хăюсăррăн пĕлтерчĕ паспортсем парас вăхăт пуçланиччен Çĕньял Муркашра пурăнакан Алена Яковлева (сăн ÿкерчĕкре).

Раççей Федерацийĕн çамрăк гражданĕсене çакна çирĕплетекен тĕп документа – паспорта – официаллă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов пачĕ.

– Эсир паспорт илекен кун ыттисенчен уйрăлса тăрать. Паян – Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунĕ. Çакă сире патшалăх символĕпе, Раççей гражданлăхĕпе мăнаçлантартăр. Эпир хамăр çĕр-шыва юратса ĕçлесен çеç вăл татах тĕрекленĕ, вăйланĕ. Çакна эсир ăнланса пурăнасса шанатăп, – терĕ Юрий Александрович çамрăксене тĕп документсене тыттарнă май.

Çак кун Алена Яковлевăпа пĕрле Муркаш ял тăрăхĕнче пурăнакан Алинăпа Марина Степановасем (йĕкĕрешсем), Александр Орлов паспортсем илчĕç.

– Ачасем паспорт илнипе савăнатпăр. Вĕсемпе пĕрле хамăр паспорт илнĕ вăхăтсене аса илетпĕр, – терĕç ачисемпе пĕрле пырса çитнĕ Н.В. Яковлевăпа О.Е. Орлов.

Паспорт илни çамрăксен пурнăçĕнчи тĕп самант пулса юлĕ.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика