24 августа 2011 г.
«Асăрханăр – ачасем!»
Ачасем çул-йĕр çинче тимсĕр пулни чылай чухне хăрушă инкекпе вĕçленет. Ку енĕпе профилактика ĕçĕсем тăтăшах иртеççĕ пулин те татах та ытларах тимлеме, асăрханулăха ÿстерме тивет. Çул-йĕр çинчи кашни тăххăрмĕш инкек ача-пăча хутшăннипе пулать.
Çул-йĕр çинче Чăваш Республикинче çичĕ уйăхра 123 авари пулнă, вĕсенче 3 ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 129 ача сусăрланнă. Кашни çиччĕмĕш инкек çул çитмен çамрăк хутшăннипе пулнă. Çул-йĕр çинчи авари ÿсĕмĕ ачасем хутшăннипе уйрăмах кĕркунне пуçламăшĕнче палăрать. Çуллахи кану вăхăтĕнче вĕсен тимсĕрлĕхĕ чакать. Çавна май ача-пăча тимлĕхне ÿстерес, вĕсене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене хăнăхтарас тĕлĕшпе августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 11-мĕшĕччен районта «Асăрханăр – ачасем» Пĕтĕм Раççейри профилактика ĕçĕ иртет.
Район территоринче çул-йĕр çинчи инкек иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 200 процент чухлĕ пулнă.
Акă март уйăхĕнче Калмăккасси ялĕ çывăхĕнче хăрушă авари пулчĕ. Унта кĕçĕн çулхи ачасем тата ытти пассажирсем йывăр суранланчĕç, автомашина водителĕ вырăнтах вилчĕ.
Тепĕр авари апрель уйăхĕнче Кашмаш ялĕнче пулчĕ, автомашина рульне вăхăтра тытса ĕлкĕреймесĕр икĕ çынна пырса çапнă, инкек вырăнĕнчен тарса пытаннă. Кун йышши инкек тăтăш пулса иртет, кашнине асăнса та пĕтереймĕн. Çавăнпа та чи кирли – асăрхануллă та тимлĕ пулни.
Аварисен сăлтавĕсене тишкернĕ май хăш-пĕр йĕркесĕрлĕх куç умне тухать. Çул çине тухсан хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманни, ача-пăча валли ятарлă ларкăчпа усă курманни, 14 çула çитменнисене ятарлă ларкăчсăр малти вырăна лартни, пассажир шутне палăртнинчен ÿстерни хăрушă инкек патне илсе пыраççĕ.
С. Иванов,
районти ГИБДД уйрăмĕн
пуçлăхĕ, полицин аслă
лейтенанчĕ.